Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапса (тĕпĕ: тап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атаманчуков хӑвӑрт аялалла пӑхрӗ, пӳрнисемпе карланкинчи сарӑ шӑрт тапса тухнӑ мӑкӑльне тыткаласа илчӗ, тепӗр темиҫе минутран Давыдов ҫине пӑхса ун куҫӗсемпе тӗл пулсан вара — вӑл юриех ӑшшӑн пӑхса илчӗ, питӗнчи кашни пӗркеленчӗкӗпе вӑл хӑй нимле усал япала ҫинчен те шутламан пек курӑнма тӑрӑшрӗ.

Атаманчуков быстро опустил глаза, потрогал пальцами заросший каштановой щетиной кадык, а когда через минуту снова посмотрел на Давыдова и встретился с ним взглядом — в глазах его светилась наигранная приветливость, и каждая морщинка на лице была исполнена добродушной беспечности.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн сасартӑках тутисем типсе кайрӗҫ, ансӑр шурӑ ҫамки ҫине сывлӑм тумламӗсем пек тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, утасса та вӑл сасартӑк асӑрханса, темрен сыхланса тенӗ пекрех утма пуҫларӗ.

У нее мгновенно пересохли губы, на узком белом лбу росинками выступила испарина, и даже походка вдруг стала какой-то осторожной и неуверенной.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах мӗншӗн унӑн сӑрӑ куҫӗсене куҫҫуль тапса тухрӗ-ха апла, ӑна чарас тесе, мӗншӗн куҫ хупаххисем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтресе илчӗҫ?

Так почему же на серых глазах навернулись слезы и, пытаясь сдержать их, мелко задрожали густые черные ресницы?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑшал сассипе лашасем тапса сикрӗҫ, анчах эпӗ ниепле те вырӑнтан хускалаймастӑп.

— Лошади от выстрела понесли, а я никак с места не тронусь.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй патне ачашланма пынӑ кушак аҫине тапса сирпӗтрӗ, ирхи апата ларсан, арӑмне кӑлӑхах «ухмах» тесе хучӗ, сӗтел хушшинче хуҫалӑх ҫинчен калаҫнӑ чух вырӑнсӑр сӑмах хушнӑшӑн кинне кашӑкпа хӑмсарса илчӗ, ӑна ҫитӗннӗ хӗрарӑм мар, пӗчӗк ача вырӑнне хучӗ, тейӗн.

Оскорбил действием ластившегося к нему кота, за завтраком ни с того ни с сего обозвал жену «дурехой», а на сноху, неуместно вступившую за столом в хозяйственный разговор, даже замахнулся ложкой, как будто она была маленькой девчонкой, а не взрослой женщиной.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑрӑ ҫӗрсем ҫинче ҫамрӑк кукуруза калчи шӑрт пек тапса тухнӑ.

Серопески густо ощетинились стрелками молодых побегов кукурузы.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗрлӗ ҫулӑм чӗлхисем пампушкӑна ҫуласа илчӗҫ, чайнӑя кӗҫех темле тӗлӗнмелле шӑрш тапса тухрӗ.

Когда вспыхнувшие было темно-красные языки обожгли ее, по чайной распространился какой-то странный запах.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Сасартӑк тем кӗмсӗртетрӗ те, кусем пурте каялла тапса сикрӗҫ.

Но вот раздался страшный удар, и все отпрянули назад.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Тар тапса тухрӗ.

Меня даже в нот бросило.

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Чутласа паллӑ турӗ, хуйӑрне касса хӑйпӑтнӑ тӗле кӑранташпа «Г. К.» тесе ҫырса хучӗ, унтан йывӑҫ сӗткенне юхтарса выртакан чӗрӗ турпаса урипе аяккалла тапса ывӑтрӗ те чӗлӗм туртма ларчӗ.

Сделал надтес, надписал на обнаженной от коры боковине чернильным карандашом «Г.К.» и, откинув ногой сырую, кровоточащую древесным соком щепу, сел покурить.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑрлӑхӗ шӑтса тухатчӗ ӗнтӗ, анчах тулӑпа юнашарах унта шурут та, талпиҫен те, сӗтлӗ курӑк та тата тӗрлӗ ытти хӑяматла ҫумкурӑкӗ те тапса тухатчӗ.

А оно и выходит рядом с пашеничкой и пырей, и осот, и овсюг, и молочай, и всякая другая сволочная трава.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукаре Любишкин аллинчи ҫӑпала ҫӗҫӗ пекех курӑнса кайнӑ та, вӑл вара ури вӑйӗ ҫитнӗ таран, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, вырӑнтан тапса сикнӗ…

Щукарю показалось, что в руках у Любишкина нож, и он со всех ног, не оглядываясь, кинулся бежать…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малта тӑракан ҫынсем чӑтса тӑраймарӗҫ: пӗрне пӗри йӑвантара-йӑвантара, вырӑнсенчен тапса сикрӗҫ, ҫӑмӑл урапасемпе вӑрӑм урапасен туртисем шӑтӑр-шатӑр туса хуҫӑлма тытӑнчӗҫ, казаксем тӗртсе ӳкернӗ пӗр хӗрарӑм тискер сасӑпа ҫухӑрса ячӗ.

Толпа не выдержала: опрокидывая друг друга, передние бросились бежать, захрястели дышла бричек и арб, дурным голосом взвыла поваленная казаками бабенка.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар лаша хыҫҫӑн чупса пӑхрӗ, анчах лешӗ ӑна ҫывӑха ямарӗ, пӗррех тапса сикрӗ те, мӑн ҫул урлӑ тӳрех хутор еннелле сиккипе тапӑртатса вирхӗнчӗ.

Макар побежал рысью, но конь не допустил его, взбрыкнул и ударился через шлях по направлению к хутору стремительным гулким наметом.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ут, ама йытӑ ҫуратса янӑске-е-ер!.. — Игнатенок карчӑкки ура тапса кӑшкӑрать.

— Иди, су-ки-и-ин ты сын!.. — Игнатенкова старуха топала ногами.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсене ӑнлантарса парас вырӑнне, хресченсем ҫине кӑшкӑрать, урине тапса ятлать, пӑшалпа хӑратать.

Вместо того чтобы вести разъяснительную работу, он орет на хлеборобов, стучит ногами, грозит оружием.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ вырӑнтан тапса сикрӗм, анчах вӑл мана хӑваласа ҫитрӗ те мӑйракипе аяк пӗрчинчен пӗрех ҫаклатса илчӗ, вара ҫатан карта урлӑ вӑшт ҫеҫ вӑркӑнтарчӗ.

Кинулся я бечь, а он догнал да под нижнее ребро рогом подцепил, кинул через плетень.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗррехинче тиха ҫав тери хытӑ тапса ячӗ те, эпӗ вилнӗ пекех кайса ӳкрӗм.

И жеребенок раз так задком накинул, что я замертво копырнулся.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нӳрӗ сывлӑшра ҫуркуннен чуна хускатакан техӗмлӗ шӑрши сисӗнет: ҫӗртен пусӑхнӑ шӑршӑ кӗрет, анкартисенчен ҫӗрӗшнӗ сывлӑш ҫапать, садсем эрех шӑршипе тулса ларнӑ, ҫатан картасем ҫумне тапса тухнӑ ем-ешӗл ҫӗнӗ курӑкран ӳсӗртсех яракан ҫав тери чечен, уҫӑ шӑршӑ сӑмсана кӳ те кӳ пырса ҫапать.

В сыром воздухе уже чувствовались волнующие запахи весны: горьковатой пресниной дышала земля, прелым душком встречали гумна, винно-терпким ароматом полнились сады, и резко, хмельно, молодо пахла выметавшаяся возле плетней свежая поросль травы.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл хӑйӗн ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан хаяр ҫиллине ниепле те тытса чараймасть.

Она дошла до предела в своей ключом вскипевшей ярости.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех