Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсене (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна кашни кунах хӗнеҫҫӗ, унран кулаҫҫӗ, мӑшкӑлла-мӑшкӑлла пӗтереҫҫӗ, черет ҫитмесӗрех пит йывӑр та чи начар ӗҫсене яраҫҫӗ.

Бьют его каждый день, смеются над ним, издеваются, назначают не в очередь на самые тяжелые и неприятные работы.

XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ун чухне вара канма та пӗлмеҫҫӗ, малтан тумасӑр хӑварнӑ ӗҫсене, сехечӗ-сехечӗпе ытлашшине аппаланса, тармакланса, латсӑр-тӑнсӑр вӑйпалан та пулин вӗҫлесе пӗтерме пикенеҫҫӗ.

Тогда уже не знали отдыха, наверстывая лишними часами занятий и напряженной, хотя и бестолковой энергией то, что было пропущено.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Акӑ вара эпӗ чунӑм пач выртман ӗҫсене тӑватӑп, пурнӑҫшӑн выльӑхла хӑраса, вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫав тери хаяр та вӑхӑт-вӑхӑтӑн чӗптӗм ӑс ҫук пеклӗн туйӑнакан приказсене пурнӑҫласа пыратӑп.

И вот я делаю вещи, к которым у меня совершенно не лежит душа, исполняю ради животного страха жизни приказания, которые мне кажутся порой жестокими, а порой бессмысленными.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫак ӗҫсене тума эпӗ капитана хушрӑм.

Все эти хлопоты я возложил на капитана.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл хамӑр пурнӑҫра тӗл пулакан япаласен ячӗсене, эпӗ мӗн тума та пулин янӑ вырӑнсен ячӗсене пӗлекен пулчӗ, ҫапла вара хушнӑ ӗҫсене пурне те йӗркелле туса пыма пуҫларӗ.

Он узнал названия почти всех предметов, окружавших его, и тех мест, куда я мог посылать его, благодаря чему весьма толково исполнял все мои поручения.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр кунне эпӗ ӑна авӑн ҫапма, тырӑ сӑвӑрма хушрӑм, малтан ку ӗҫсене мӗнле тумаллине кӑтартса патӑм.

На следующий день я поручил ему молоть и веять зерно, предварительно показав, как это делается.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Шансах калатӑп: кирлӗ пулсан вӑл маншӑн хӑйӗн пурнӑҫне те савӑнсах панӑ пулӗччӗ Юлташ тупӑнни мана телейлӗ турӗ, эпӗ ӗнтӗ ӑна усӑллӑ ӗҫсене пурне те вӗрентме пултӑм, чи малтан, иксӗмӗр хушӑра калаҫма май пултӑр тесе, хамӑн тӑван ҫӗршыв чӗлхине вӗрентес терӗм.

Я убежден, что, если бы понадобилось, он с радостью пожертвовал бы для меня своей жизнью, я был очень счастлив, что у меня наконец-то появился товарищ, и дал себе слово научить его всему, что могло принести ему пользу, а раньше всего научить его говорить на языке моей родины, чтобы мы с ним могли понимать друг друга.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ акӑ мӗн пирки ытла та хытӑ хӑраттӑм: вут хутсан тӗтӗм тухать, кӑнтӑрла тӗтӗм инҫетренех курӑнать, тискер этемсем вара ӑна курса мана тупма пултараҫсӗ Ҫакна шута илсе, вут хурса тумалли ӗҫсене пурне те (сӑмахран, тӑм савӑт-сапа хӗртсе хытарассине) эпӗ вӑрманта, хамӑн ҫӗнӗ вырӑнта, тӑваттӑм.

По этой причине все работы, для которых требовался огонь (например, обжигание горшков), я перенес в лес, в мою новую усадьбу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ӑна перекетлӗрех тыткаламалла пулать: ку вӑхӑтчен эпӗ дневника кулленех ҫырса пытӑм, унта пӗчӗк ӗҫсене те палӑртрӑм, малашне ӗнтӗ пысӑкрах ӗҫсем ҫинчен ҫеҫ ҫырса пырӑп.

Надо будет расходовать их экономнее: до сих пор я вел мои записи ежедневно и заносил туда всякие мелочи, теперь же буду записывать лишь выдающиеся события моей жизни.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ытти ӗҫсене пӑрахсах, карап ҫинчи япаласене хӑвӑртрах кӑлармалла.

Нужно было отложить все другие дела и спешно заняться разгрузкой судна.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ун пек ӗҫсене чурасене ҫеҫ ӗҫлеттереҫҫӗ.

Такую работу обычно исполняют рабы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапах та капитан хӑраса ӳкмерӗ, матроссем мӗнле ӗҫленине тимлӗн сӑнаса пычӗ, карапне тинӗс тӑвӑлӗнчен хӑтарас тесе, пур ӗҫсене те турӗ.

Все же он не терял головы, зорко наблюдал за работой матросов и принимал все меры, чтобы спасти свой корабль.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Ну, ӗҫсене пурне те туса пӗтертӗм, — терӗ вӑл.

— Ну, со всеми делами справился, — сказал он.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Акӑ мӗнле тӑвас пулать ӗҫсене

Вот как надо дела делать!»

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Иван бай кун пек ӗҫсене шӑршӑранах сисет.

В этих делах Иван кое-что смыслит.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ҫав ӗҫсене туса ӗлкӗрмешкӗн ман ӑна сыватса хӑвармалла.

Но, чтобы он смог их свершить, я должен прежде всего исцелить его от этой ужасной страсти, которая его парализует и убивает.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Укҫа пирки хускатнӑ ыйту ытти ӗҫсене те пӳлес патне ҫывхартрӗ, укҫа тупасси пит кансӗр ӗҫ.

Вопрос о деньгах отодвинул на задний план все прочие; никто не находил выхода.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Анчах ҫак ӗҫсене пӗтӗмпе тӗттӗм пулнӑ чухне кӑна тума тытӑнмалла, хушса хучӗ Заманов.

— Но все это нужно начать не раньше чем стемнеет, — добавил Заманов.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак киревсӗр ӗҫсене пӗтӗмпе хӑй тунӑ, ҫавӑнпа пур инкексенче те вӑлах айӑплӑ…

Он совершил все эти преступления, и он виноват во всех несчастьях…

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак инкек ытти ҫӗрте туса пынӑ ӗҫсене те путарма пултарӗ-шим?

Неужели это несчастье повлечет за собой провалы в других местах?

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех