Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX. Огнянов председательте

Пай: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.05 22:17

Пуплевӗш: 80; Сӑмах: 736

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Лару малалла пычӗ, Огнянов халь председательте. Каблешков тухса кайрӗ, ана сивӗ чир аптратма тытӑнчӗ.

Пит те кирлӗ ӗҫсем пирки калаҫрӗҫ. Хулана сыхласси ҫинчен те сӑмах пулчӗ, тӗрӗксем халӑха касса тухӗҫ тесе ҫынсен сехри хӑпнӑ. Ганчо Попова вӑрттӑн хурал туса тухма хушрӗҫ, хуралҫӑсен каҫхи вӑхӑтра хула аяккинче сыхӑрах тӑмалла. Полици сыхланасси ытла вӑйлах ан пултӑр тесе те тӗрлӗрен ӗҫсем тума сӗнчӗҫ. Панагюриштири комитет ҫырӑвне вуласа пачӗҫ. Ҫырӑвӗ вӑрӑмччӗ; унта тем-тем тумашкӑн та канаш парса тултарнӑччӗ, вырӑнти комитет ӗҫне пӑлхавлӑн пӗтӗмлетнӗ планӗпе килӗштерсе туса пырасси ҫинчен тӗрлӗрен хушнӑ ӗҫсем тумаллаччӗ, ҫырӑвне Бенковский алӑ пуснӑ.

Странджов тарпа пульӑшӑн укҫа тӳлемелли хут пачӗ, вӗсене халӑха парса тухнӑ ӗнтӗ, тата пӑшалсем илсе килмелле, укҫа тӳлесен, вӗсене те К. хулинчен илсе килме пулать.

— Хӗҫ-пӑшалланасси апла пулсан чиперех пырать-ха, — терӗ Огнянов.

— Тӗрӗксен тем пысӑкӑш ушкӑнне те пӑшалпа кӗтсе илме пултаратпӑр, ҫирӗм кун хушши окопсенче тытӑнса тӑратпӑрах! — терӗ Димчо пуп.

Ку вырӑнсенче, паллах, нимӗнле окопсем те ҫукчӗ-ха; Димчо пуп окопсем тесе хула тулашӗнчи пахча картисене кӑна калать.

— Вӗсем тупӑсемпе пеме тытӑнсан? — пӗлесшӗн пулчӗ Недкович.

— Апла пирӗн ӗҫ начарланать вара, — терӗ Димчо пуп, шухӑша кайса.

— Эпир те тупӑсем тума пултаратпӑр, — асӑрхаттарчӗ Фратю господин. — Эпӗ, сӑмахран, чунтанах савса парӑп хамӑрӑн йывӑҫ килле. Вӑл пит лайӑх перекен пулать, Крупп туппинчен начар пулмасть… Ан тив, ыттисем те паччӑр хӑйсен киллисене! Вара эпир пысӑк артиллери тума пултаратпӑр.

Фратю юлташӗсене мухтанса пӑхса илчӗ.

— Сан киллӳнтен усси пит сахал пулать, — терӗ ӑна Огнянов. — Карчӑксен ҫуркаланса пӗтнӗ киллисем ҫинчен калаҫни вӑл кулӑш кӑна-ха. Тупӑсем кирлех пулаҫ ҫав ӗнтӗ, сӑмах та ҫук, пит те кирлӗ пулаҫҫӗ. Тупӑсемпе харӑс персе ярсан, тӑшман салтакӗсен сехрисене хӑпартма пулать… Тупӑ черешньӑ йывӑҫӗнчен тума пулать; пӗренелетсе касса лайӑх кӑна шӑтармалла та тимӗрпе кӑшӑлламалла. Ҫавӑн пек тупӑ поляксен пӑлхавӗнче пулнӑ.

Огнянов сӑмахне хапӑлласах йышӑнчӗҫ.

— Тупӑ Букче тӑвать, — пӗлтерчӗ Мичо бай.

— Букче-и? Ав мӗнле! Паллатӑп ӑна эпӗ! — терӗ Огнянов.

— Эс пирӗн пичкеҫе пӗлетӗн-и? Пит лайӑх ҫын, — терӗ тухтӑр.

— Черешньӑран тупӑ тумалла тетпӗр те… кам килӗшӗ-ха хӑйӗн черешнине кастарма? — иккӗленчӗ Врагов.

— Вӑл тем мар-ха, — сӑмаха кӗчӗ Недкович, — ку ӗҫе эпӗ хам тӑватӑп.

— Йышӑнтӑмӑр тейӗпӗр эппин: артиллери тума Недковича хушӑпӑр, — терӗ Огнянов кулкаласа. — Халӗ тепӗр ыйтӑва куҫӑпӑр. Ганчо, тата мӗн пур унта санӑн?

— Чи кирли вӑл — укҫа пирки. К. хулинчи Николчо пӑшалшӑн тӳлеме ыранччен кая ан юлччӑр тесе пӗлтерчӗ, халех ӑна илсе, кунта тиесе килмелле пулать; хӑй магазинӗнче вӑрахчен тытса тӑмашкӑн хӑрать вӑл халь. Тӗрӗксем тем шӑршласа пӗлесрен шикленет.

— Ку пит те кирлӗ ӗҫ, — терӗ Огнянов, — васкамалла пулать… Николчона пит кансӗр пулать, енчен ун патӗнче хӗҫ-пӑшал тупсан; вӑл кӑна та мар-ха.

— Вара хамӑр янӑ ҫӗр лира та ҫухалать, ак мӗнле инкек, — асӑрхаттарчӗ Соколов.

— Хӑвӑртрах пӑшал илсе килмелле те каҫхине ҫакӑнта пытарса хумалла… — терӗ Огнянов. — Тата мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ?

— Сахалтан та икҫӗр лира.

— Ун чухлӗ укҫа пур-и сирӗн? — пӗлесшӗн пулчӗ Огнянов.

Комитет ҫак ӗҫ пирки хӗрсе калаҫма тытӑнчӗ. Кирлӗ чухлӗ укҫана хӑйсен ирӗккӗн панипе пуҫтарасшӑнччӗ. Ун пек туса вӗҫне тухас ҫуккипе килӗшмелле пулса тухмарӗ. Мичо Бейзаде халлӗхе шкул укҫинчен илме канаш пачӗ, пулас «Пӑлхар княжестви» ӑна общинӑна каялла тавӑрса парать терӗ. Ҫак майпа та килӗшмерӗҫ. Вара такам ҫакӑн пек те сӗнсе пӑхрӗ; Курковран кивҫен илме пулать, вексельне ҫеҫ комитет членӗсем пурте алӑ пусмалла. Ку сӑмахран та, юрӑхсӑрне пула, сивӗнмелле пулчӗ. Укҫа пирки хускатнӑ ыйту ытти ӗҫсене те пӳлес патне ҫывхартрӗ, укҫа тупасси пит кансӗр ӗҫ.

Ҫак сӑмахсене итленӗ хыҫҫӑн Огнянов тӗксӗмленчӗ.

— Эп укҫа тупатӑп! — каласа хучӗ вӑл сасартӑк.

Пурте тӗлӗнсе кайса ун енне пӑхрӗҫ.

— Ӑҫтан тупатӑн эс ҫавӑн чухлӗ? — ирӗксӗрех ыйтрӗ Врагов.

— Вӑл ӗнтӗ ман ӗҫ, — тавӑрчӗ Огнянов.

Ҫакӑн хыҫҫӑн унран мӗн те пулин ыйтса пӗлме никам та хӑяймарӗ.

Ганчо Попов сӑмах пама ыйтрӗ.

— Юлташсем, ӗнтӗ каҫа та юлтӑмӑр, ларӑва хупиччен пӗр ӗҫ туса пӗтермелли пур. Комитетӑн ҫӗнӗ членӗсенчен хӑш-пӗрисем тупа туса алӑ пусман. Вӗсене алӑ пустармалла пулать.

Вӑл перопа чернил сӗнчӗ.

Комитетӑн ҫӗнӗ членӗсене Врагова, Фратю господина, Кандова йышӑннӑччӗ.

Кайран асӑннисем иккӗшӗ те пӗр иккӗленсе тӑмасӑр алӑ пусрӗҫ, Врагов хӑй ӑшӗнче тем турткалашса тӑчӗ.

— Тӑвансем, — аптраса тӑрса ҫаврӑнчӗ вӑл хӑйне пӑхса тӑракансем енне, — енчен кам та пулин ҫак хута тупас пулсан? Вара эпӗ нимсӗрех пӗтсе ларатӑп…

— Мӗнле вӑл нимсӗрех пултӑр? Эс вара хавна революционер та, каварҫӑ та теместӗн-и? — ыйтрӗ Франгов.

— Вӑл ҫаплах-ха ӗнтӗ, тӑвансем, анчах ман ҫемье-ҫке…

— Пирӗн те ҫемьесем пур. Ҫырса хурах ху ятна! — ҫилленчӗклӗн каласа хучӗ Димчо пуп.

— Врагов, вӑтанма пӗл! — хушса хучӗ Огнянов та.

Врагов тинех алӑ пусрӗ, сӑнӗ вара хӑйӗн хуйха ӳкнӗ ҫыннӑнни пек. «Христо Врагов» тесе ҫырас вырӑнне те вӑл — хӑйӗн коммерциллӗ корреспонденцине кирек хӑҫан та ҫапла алӑ пусатчӗ — хӑйне хулара чӗннӗ пек, «Ристо Врагата» тесе алӑ пусрӗ. Ҫапла чееленсе тӗрлӗ инкек-синкек пуласран хӑтӑлма май пултӑр терӗ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех