Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирки сăмах пирĕн базăра пур.
пирки (тĕпĕ: пирки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫӗм-хӗлӗм чылайччӗ манан: Татаринов капитан экспедицине шырас пирки хускатнӑ ӗҫӗме савӑнсах йышӑнчӗҫ теме ҫукчӗ, е эпӗ хам ӗҫе пӗлсе пуҫламанччӗ-ши?

У меня было много хлопот: нельзя сказать, что мое предложение организовать поиски экспедиции капитана Татаринова было встречено с восторгом; или я бестолково взялся за дело?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя мана хамран самай аслӑрах пек туйӑнатчӗ, ҫав туйӑм искусство ҫинчен калаҫнӑ чух ытларах та палӑратчӗ, юлашки ҫулсенче искусствӑна пӗлсе пырас пирки эпӗ пайтах кая юлнӑ иккен.

Мне казалось, что она гораздо старше меня, — особенно, когда она начинала говорить об искусстве, от которого я здорово отстал за последние годы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн пирки?

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя манран темӗн пирки ыйтрӗ те эпӗ каласа патӑм.

Катя что-то спросила у меня, я ответил.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е сутман-тӑр та-ха, хакӗ пирки чарӑнса тӑрать пуль».

Или ещё не продал, торгует?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нина Капитоновна эпӗ питӗ ҫӳлте вӗҫни пирки ыйтса пӗлчӗ, ун сӑмахӗ мана Даша инкен ҫыруне асилтерчӗ, ӑна эпӗ Балашов шкулӗнче вӗреннӗ чухнех илтнӗччӗ-ха: «Ытти ҫынсенни пек ҫӗр ҫинче ҫӳрес шӑпу ҫук пулсан, эппин, Санечка, аяларахран вӗҫме сӗнетӗп сана», тенӗччӗ.

Нина Капитоновна всё интересовалась, высоко ли я летаю, — и это напоминало мне тёти Да-шино письмо, которое я получил ещё в Балашовской школе: «Раз уж не судьба тебе, как все люди, ходить по земле, то прошу тебя, Санечка, летай пониже».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Укҫа пирки те пулма пултарӗ, шкулта вӗреннӗ чухнех-ха укҫа ҫинчен сӑмах кӗрсен, Ромашкӑн хӑлхи те хӗрелсе каятчӗ.

Даже деньги — недаром же в школе у него начинали пылать уши, когда он говорил о деньгах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кун пирки шухӑша илме те ҫук-ха, шурӑхнӑ сӑнарлӑ та ытла ҫавра куҫлӑ Ромашкӑна хӑйне аса илсенех чӑннипе вӑл мӗнле ҫын иккенне пӗлме пулать.

Но это была уже ерунда, и стоило только вспомнить самого Ромашку с его бледным лицом и неестественно круглыми глазами, чтобы вернуться к реальному представлению о нём.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Старике вӑл персональнӑй пенси пирки ӗҫ ҫӳретӗп тесе сӑмах панӑ иккен, Нюта ҫине те куҫ хывнӑ-мӗн, унӑн сӑмсине те ӗнтӗ!

Он обещал старику выхлопотать персональную пенсию, он ухаживал за Нютой с её носом!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пенси пирки ӗҫ ҫӳретме пулнин.

— Который обещал похлопотать насчёт пенсии.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кино юратмастӑп, тет, мӗншӗн тесен ҫынсем унта темле вилӗ пек шурӑхнӑн курӑнаҫҫӗ имӗш, ҫапла калаҫнӑ хушӑра старик каллех хӑйӗн пенсийӗ пирки асӑнтарчӗ.

Она сказала, что не любит кино за то, что в кино все люди «какие-то мертвенно-бледные», но в это время старик опять влез со своей пенсией.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӗҫ ҫӳретме сӑмах пачӗ, пенси пирки ӗҫ ҫӳретме, — терӗ Вышимирский, — унтан вара килмерӗ.

— Обещал хлопотать, хлопотать, — сказал Вышимирский, — а потом не пришёл.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта ӗнтӗ тӗрлӗрен ӗмӗтсӗр комбинацисем пулма пултарнӑ, ҫаксенчен пӗрин пирки Вышимирский айӑпланӑ та Николай Антоныча.

Тут были возможны разные жульнические комбинации. И в одной из них Вышимирский обвинял Николая Антоныча.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вышимирский хӑй ӗнтӗ ӗлӗкрех ҫав план пирки урӑхла шухӑшланӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл та экспедицие хатӗрлесе ярас ӗҫпе ӗҫленӗ-ҫке, Николай Антоныч ӑна Архангельскине янӑ пулнӑ, унта унӑн экспедицие кӗтсе илсе тата та продуктсем хушмалла пулнӑ.

Впрочем, сам Вышимирский прежде был, очевидно, другого мнения об этом плане, потому что он принял в нём участие и был послан Николаем Антонычем в Архангельск, чтобы встретить там экспедицию и дополнить её снаряжение.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Рецепт ҫырса панӑ чух темӗн пирки вара вӑл питӗ шухӑшласа тӑчӗ, укҫине илнӗ чух, шӑпах ӗнтӗ чӑн-чӑн доктор пекех, аллипе именчӗклӗн хускалчӗ.

Он великолепно соображал что-то, выписывая рецепт, а принимая деньги, сделал неловкое движение рукой, как настоящий доктор.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чирлӗ ҫын патӗнчен тухсан, вӑл авансцена ҫинче пайтахчен шухӑша кайса тӑчӗ, куракансем унӑн калас сӑмахӗ пирки шухӑшласа тӑччӑр, терӗ ӗнтӗ вӑл.

Выйдя от больного, он задумался и довольно долго стоял на авансцене, «играя на нервах» и заставляя зрителя гадать, что же он сейчас скажет.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах мана вара Гриша питӗ килӗшрӗ, таланчӗ пурах теттӗм эпӗ ун пирки.

Но мне он искренне нравился, я находил в нём талант.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пирки сӑмах пырать те! — терӗ Кораблев — Шантаракан документ!

вот в этом всё и дело! — сказал Кораблёв, — Доверенность!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрлӗ киревсӗр ӗҫсем пирки.

— За разные штуки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн пирки?

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех