Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чирӗпе (тĕпĕ: чир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑхӑтра сасартӑк унӑн амӑшӗ Арина халер чирӗпе вилсе выртнӑ…

Как вдруг ее мать, Арина, умерла от холеры.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Юлашки пилӗк ҫул хушшинче вӑл хӑй килкартинчен те тухман, хӗлле вара ревматизм чирӗпе кӑмака ҫинче ахлатса выртнӑ.

Последние пять лет дальше своего дома он никуда не ходил, а зимами, охая от ревматических болей, отлеживался на печке.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ намӑс чирӗпе чирлӗ…

Я больна дурной болезнью…

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗтрӗ вӑл хура кунсем ахӑрса килессе, кӗтрӗ те — йӑнӑшмарӗ: пӗррехинче ҫапла, вун ҫиччӗмӗш ҫулхи январь уйӑхӗнче, Баланда учитель, туберкулез чирӗпе хуллен сӳнсе пыраканскер, ун умӗнче куҫранах ӳкӗнӗҫлӗн пӑшӑрханса калаҫрӗ:

Ждал Сергей Платонович черных дней и не ошибся: в январе семнадцатого года учитель Баланда, исподволь умиравший от туберкулеза, жаловался ему:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Депутатпа калаҫни Федор Лукич чирӗпе темле тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Сергею показалось, что его разговор с депутатом и болезнь Федора Лукича имеют какую-то взаимосвязь и как-то непонятно переплелись между собой.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Степан амӑшӗ, ҫӳллӗскер те хӗрарӑмӑн темле хӑруш чирӗпе пӗкӗрӗлсе кӗнӗ ватӑ карчӑк, ӗҫкӗ-ҫикӗ хыҫҫӑн тепӗр куннех Аксинйӑна, питӗ ир вӑратса, кухньӑна ҫавӑтса кайнӑ та, ухватсене ним сӑлтавсӑрах тустаркаласа, ҫапла каланӑ:

Свекровь, высокая, согнутая какой-то жестокой бабьей болезнью старуха, на другой же день после гульбы рано разбудила Аксинью, привела ее на кухню и, бесцельно переставляя рогачи, сказала:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чиркӳ старости каланӑ тӑрӑх, вӗсем Петро ҫуралсан тепӗр куннех чума чирӗпе вилнӗ; анчах ман асаттен аппӑшӗ вӑл каланине хӑлхана та чикесшӗн мар, Петро валли мӗнле те пулин хурӑнташ тупса парас тесе, мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшать.

Староста церкви говорил, правда, что они на другой же год померли от чумы; но тетка моего деда знать этого не хотела и всеми силами старалась наделить его родней.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Аннӳ чӗре чирӗпе асапланать.

— Матушка страдает сердцем.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫавӑнпа те ӗнтӗ пирӗн хушӑра истерикӑпа, нервӑ тытамакӗпе, ахаль халӑхра — кӑшкӑрамак чирӗпе чирлесе каяҫҫӗ те.

И оттого в нашем быту истерики, нервы, а в народе — кликуши.

XIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Унӑн наҫилккана кама та пулин урӑххине ҫӗклеттерес килет, ҫакӑн пирки вӑл пӗрре ҫеҫ мар сӑмах та тапраткаласа пӑхрӗ, анчах Андрейӗ вӑл каланине хӑлхана чикмесӗр е илтмесӗр пӗрехмай утать те утать, хӑйӑлтатса сывласа, тумхахлӑрах ҫӗре аттипе кӑптӑртаттарса утать, — тӗлӗнмелле, халиччен пулман тимлӗх пур иккен ҫак чирӗпе кӗрешсе пыракан патвар этемре.

Ему хотелось бы смениться у носилок, и он не один раз уже заговаривал об этом, но Андрей, не слушая или не слыша его, все шел и шел, хрипя, гребя по кочковатой земле сапогами, — невиданное, бешеное упорство было в этом дюжем человеке, боровшемся с хворью.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл тахҫантанпах ӑшчик чирӗпе аптӑраса пурӑнатчӗ.

Он давно страдал язвой желудка.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫак илемлӗ, тӗп-тӗрӗс питӗн тӗсӗ кӑна мӗне тӑрӗ, вӑл хӑйӗн тип-тикӗс, ачаш кӗренлӗхӗпе такама та тӗлӗнтерсе пӑрахмалла, анчах ҫав сывӑ пек курӑнакан сӑнра, пӑртак шыҫӑнса тӑртаннӑскерте, юн алкоголь чирӗпе хутӑшни те пурччӗ, ҫакна вара пит сӑнавлӑ куҫ ҫеҫ уйӑрса илме пултарнӑ пулӗччӗ.

Даже цвет этого красивого, правильного лица поражал своим ровным, нежным, розовым тоном, и только очень опытный взгляд различил бы в этой кажущейся свежести, вместе с некоторой опухлостью черт, результат алкогольного воспаления крови.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Шыв арман ҫуртӗнчи ҫав хӑрушӑ каҫран пуҫласа Марийка нервӑ чирӗпе аптранӑ пулнӑ, ҫаплах хӑрас-тӑвас пулсан ӑна тытамак тытса пӑрахнӑ.

С той страшной ночи на водяной мельнице Марийка страдала нервной болезнью, и любое потрясение вызывало у нее истерический припадок.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта ӗнте ҫакна асӑнса хӑварсан та ытлашши пулас ҫук: Лалка чирӗпе вилӗмӗ пирки хулара тӗрлӗрен сӑмах ҫӳрет.

Надо сказать, однако, что столь многочисленная толпа собралась главным образом потому, что в городе узнали по слухам о причинах болезни и смерти Лалки.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ юрать-ха, унӑн аслӑ ывӑлӗсем ҫав пӑлхав чирӗпе аптраман, вӗсем кӗрешес те ҫапӑҫас тенине асӑрхамарӗ вӑл.

И Марко с удовлетворением вспомнил, что его старших сыновей зараза не затронула, что в них он не замечал того бунтарского духа.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ватлӑх чирӗпе аптранӑ чухне мана ӗне сума, апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, сан кӗпе-йӗмне ҫума, пахча-ҫимӗҫ лартса ӳстерме, хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫе тума йывӑр-ҫке…

Тяжело же мне при моих старушечьих хворостях и корову доить, и стряпаться, и обстирывать тебя, и огород управлять, и все по хозяйству делать…

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн эрне иртсен — намӑс курнипе те, йытӑсем сехрине хӑпартнипе те, хӗрӗ пӑрахнипе те, вӗсен пӗтӗм юратӑвӗ таҫта хӑямата кайса кӗнипе те — каччӑ сасартӑк ӳпке чирӗпе чирленӗ те вилсе выртнӑ.

А через неделю от такого пришествия — тут тебе и страмá, тут и страх от собак, тут тебе и невеста бросила, и вся любовь их рухнулась к едрене-фене — получил парень скоротечную чахотку и помер.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗлтӗр, хулара пӗр айӑпа кӗнӗ ҫынна касса вӗлернӗ чух, чахотка чирӗпе асапланакан темле ҫын ҫӑкӑр чӗллине вилнӗ ҫын юнӗ ҫине пуҫса илетчӗ те ӗметчӗ.

В прошлом году, когда в городе казнили преступника, какой-то чахоточный макал пампушку в кровь казненного и облизывал ее.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫынсем ҫакна кӑна пӗлсе юлнӑ: ҫав кӗсре часах кӗҫӗ чирӗпе чирленӗ пулать, ҫӑмӗ тӑкӑнса пӗтнӗ, ҫакнашкал тӑрлавсӑр ӳт-тирлӗскер вара, пӗррехинче, ҫурҫӗр тӗлӗнче килхушшинчех тӳлеккӗн вилсе выртнӑ.

Известно лишь то, что кобыла вскоре заболела чесоткой, облезла и в таком неприглядном виде тихо почила на базу однажды в полночь.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев ҫыхса пӑрахнӑ кил хуҫи арӑмӗ патне Тимофея тӑратса хӑварчӗ, хӑй, сап чирӗпе чирлӗ лаша пек хӑрӑлтатса, хашкаса, алкумне тухрӗ.

Половцев оставляет возле связанной хозяйки Тимофея, сам идет в сенцы, дышит с хрипом, как сапная лошадь.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех