Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр ҫулхине амӑшӗ те халер чирӗпе вилчӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тул енчен пӑрланса ларнӑ, шал енчен йӗпеннӗ полушубкӑсемпе, эпир, ӳпке чирӗпе чирлесрен шикленсех, хӗрсе кайнӑ кӑкӑра сивӗ сывлӑш ҫӑтса пыратпӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Тӗрӗссипе каласан, ӳкпе чирӗпе аппаланса тӑма пирӗн вӑхӑт та пулас ҫук!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Шӑнса пӑсӑлнӑран-и е чун-чӗре чирӗпе вӑрахчен асапланнине пула, е тата, юлашкинчен, вӑл та, кута пӗрлех пулнӑран, Петр тепӗр кунне нервсем пӑсӑлнипе аптраса хӑйӗн пӳлӗмӗнчех выртрӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Малютин чӗре чирӗпе аптрать, — ӑнлантарчӗ Митя.
5 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Тепӗр сехетрен нумайӑшӗ пӗр-пӗрне хӑй тата ашшӗ ячӗпе пӗлекен пулчӗҫ, шторм, карапа силлентерни, тинӗс чирӗпе кӗрешмелли меслетсем, теплоход ҫинче мӗнпе апатлантарни ҫинчен калаҫрӗҫ, вӑйӑсем шухӑшла-шухӑшла кӑларчӗҫ, радио итленӗ май, тӗнчери лару-тӑру пирки хӑйсен шухӑшӗсене хыттӑн каларӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Васкаса протезне майлаштарчӗ те рюкзакне хулпуҫҫи ҫине ҫакрӗ, вара ҫирӗм ҫулхи йӗкӗт пек, Кисловодскра тахҫан чӗре чирӗнчен те сывалса пурӑнман, Киров пурӑннӑ вӑхӑтра Астраханьте те йывӑр тиф чирӗпе выртман, Яссыне те штурмпа илмен, тата туберкулез та ураран ӳкеричченех ӳсӗрттермен пек, ҫӑмӑллӑн ури ҫине сиксе тӑчӗ, — хӗрарӑмсемпе ачасем ун ҫине чӑр! пӑхса илчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Тӗлӗнмелли ҫук, унӑн чирӗпе ку… сахалтан та ҫур ҫул каяллах пулмаллаччӗ…— Не удивительно, с его сердцем это должно было случиться полгода назад… по крайней мере…
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вилессе те чума чирӗпе вилнинчен усалтараххӑн вилетӗн.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫынсем хӑйсем ҫуралнӑ чухнех ҫав чун чирӗпе ҫуралаҫҫӗ, вӗсем ӑна ашшӗсенченех йышӑнса юлаҫҫӗ, вара вӑл вӗсенчен мӗн масар шӑтӑкне кӗричченех уйрӑлмасть, пурнӑҫ тӑршшӗнче вӗсене хӑйсен тӗлсӗр тискерлӗхӗпе ҫав тери ирсӗр ӗҫсем тутарать.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эмилио ҫавӑнтах, хӑйне сӑтӑрнӑ диван ҫинче ларать; тухтӑр ӑна эмел ҫырса панӑ тата «туйӑм-сисӗм» енчен питӗ асӑрханма хушнӑ, мӗншӗн тесен Эмилио вӗри кӑмӑллӑ пулнӑ, вӑл чӗре чирӗпе час чирлеме пултарнӑ.
IV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Акӑ вӑл, хӑй вахтине тӑрса ирттернӗскер, маншӑн вахтӑра тӑрать, тӑраниччен ҫывӑртӑр тесе, мана ыйхӑран вӑратмасть; е тата, эпӗ тӗтре витӗр сулӑ ҫине таврӑнсан, юнлӑ ҫапӑҫу пулнӑ шурлӑхра унпа тӗл пулсан, вӑл мӗн тери савӑннине куратӑп; вӑл мана ялан «тӑванӑм», «ывӑлӑм» тенине, мана ачашланине, ман валли темӗн те тунине, вӑл яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулнине аса илетӗп; юлашкинчен акӑ эпӗ ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварни те аса килет — пирӗн сулӑ ҫинчи ҫынсем чечче чирӗпе чирлеҫҫӗ тенӗччӗ эпӗ, ҫакӑншӑн вӑл мана ҫав тери хытӑ тав турӗ, тӗнчипе те санран лайӑхрах тус ҫук манӑн терӗ, эсӗ манӑн пӗртен-пӗр тус терӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чӗр кишӗр ҫинӗрен вӑл Вар чирӗпе вилмен.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Паллах, эпир сана пӑрахса хӑварни начар, анчах чечче чирӗпе те шӳтлеме юрамасть, хӑвах чухлатӑн.Конечно, с нашей стороны подлость тебя оставлять, да ведь и с оспой тоже шутки плохи, сам знаешь.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унӑн амӑшӗ, Парижра лайӑх ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм, кунӗн-ҫӗрен уншӑн тӑрӑшнӑ, унпа мухтаннӑ, анчах чахотка чирӗпе ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ.
III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Дрезденра, Брюлевски террасӑра, икӗ сехетпе тӑватӑ сехет хушшинче, шӑпах уҫӑлса ҫӳреме килӗшӳллӗ вӑхӑтра, эсир аллӑ ҫулсене ҫитнӗ, пачах кӑвакарса кайнӑ, подагра чирӗпе хӗн куракан ҫынна тӗл пулма пултаратӑр.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак вӑхӑтра сасартӑк унӑн амӑшӗ Арина халер чирӗпе вилсе выртнӑ…
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Юлашки пилӗк ҫул хушшинче вӑл хӑй килкартинчен те тухман, хӗлле вара ревматизм чирӗпе кӑмака ҫинче ахлатса выртнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ намӑс чирӗпе чирлӗ…
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗтрӗ вӑл хура кунсем ахӑрса килессе, кӗтрӗ те — йӑнӑшмарӗ: пӗррехинче ҫапла, вун ҫиччӗмӗш ҫулхи январь уйӑхӗнче, Баланда учитель, туберкулез чирӗпе хуллен сӳнсе пыраканскер, ун умӗнче куҫранах ӳкӗнӗҫлӗн пӑшӑрханса калаҫрӗ:
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.