Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамсене (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выҫӑпа аптранӑ кӑвакарчӑн ушкӑнӗ пек, вӗсем урамсене кӗпӗрленсе тулаҫҫӗ, ҫурҫӗр иртсен пӗр сехетре-и, иккӗре-и, е тата каярахпа та — вӗсем, чухӑн пурнӑҫӑн мӗскӗн тӗпренчӗкӗсем, ҫаплах пылчӑкра чакаланаҫҫӗ-ха вӗсем — Сарӑ Шуйттанӑн пуян чурисен ҫӑткӑнлӑхне ӳпкев кӳрекен чӗрӗ чунсем.

Они покрывают мостовые стаями, точно прожорливые голуби; в час ночи, в два и позднее — они всё еще роются в грязи, жалкие микробы нищеты, живые упреки жадности богатых рабов Желтого Дьявола.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Кайра тӑракансем урамсене, кил хушшинелле тара-тара кӗнӗ, халӑх пӗрне-пӗри тӗртнипе каялла йывӑррӑн чакса пынӑ.

Задние убегали в улицы, во дворы, толпа тяжело отступала, повинуясь невидимым толчкам.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Халӑха урамсене хӑваласа кӗртнӗ…

Народ загнали в улицы…

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ҫак кунсенче Ураскассинче урамсене вак чул сарса хытарас тӗлӗшпе ниме ирттернӗ.

На днях в Уразкасы на улицах все деревней растилили щебень.

Хӑтлӑ ҫул — ял илемӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Ҫулсене, урамсене асӑрхамасӑр, телейлӗ Штольц килелле утрӗ.

И в задумчивом чаду счастья шел домой, не замечая дороги, улиц…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗтӗмпех кураттӑм эпӗ: юр хӳсе кайнӑ шавсӑр урамсене те, пӗчӗк ҫунашка ҫинчи чӗркенӗ вилле те, урам леш енӗпе пӗр карчӑк туртса пыракан тепӗр вилле те куртӑм.

Я видела всё: бесшумные, занесённые снегом улицы, спелёнатый труп на саночках и ещё другой труп, который какая-то женщина везла по той стороне,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вырӑн ҫинче выртнӑ вӑхӑтра тупӑпа пенӗрен вилесси пулатчӗ, урамсене пирвайхи юр хӳсе кайнӑччӗ, Ленинград ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӑшӑ кунсем чухнех казарма пурнӑҫне куҫнӑччӗ те, килӗсене таврӑнманнипе вӗсен чӳречисем те уҫах тӑратчӗҫ, ҫаксене кура хам шӑпама ӳкнӗ хуйхӑ та ҫӑмӑлтарах пек туйӑнатчӗ.

где можно было попасть под артиллерийский снаряд, лёжа в своей постели, где улицы были занесены первым снегом, а окна стояли открытыми, потому что многие ленинградцы, когда ещё было тепло, перешли на казарменное положение и уже не вернулись домой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑ сирсе сирӗлми тӗттӗмлӗхре пӗлекен урамсене те аран паллатӑн.

Я с трудом узнаю улицы в этой кромешной тьме.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Урамсене те шӑлса тасатрӗҫ, Выборгски енче сарӑ хӗвел ҫаврашки чылай ҫӳле хӑпарнӑччӗ, ҫав каҫпа мӗнле уйрӑлас килместчӗ пулин те, вӑл ҫаплах иртсе пычӗ — Саня вара ҫинчех Петьӑпа телефонпа калаҫма шут тытрӗ.

Уже дворники подметали улицы и большой жёлтый круг солнца стоял довольно высоко над Выборгской стороной, и как нам ни жалко было расставаться с этой ночью, а она уходила, — когда Саня вдруг решил, что нужно немедленно позвонить Пете.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗчӗк чӳрече витӗр эпӗ урамсене, магазинсен витринисене, хӗрарӑмсене кураттӑм.

Через окошечко я смотрел на улицы, витрины магазинов, на киоски с цветами, на толпы прохожих, на женщин.

VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хӑшӗсенче урамсене хӑтлӑлатса хытӑ ҫулсем сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑтлӑхӗшӗн // Ирина ЯКОВЛЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Пӗр самантрах вара урамсене ухмах пек ҫӳрекен тумланнӑ-тумланман ҫынсем тухса тулнӑ.

В одну минуту улицы переполнились ликующими полуодетыми людьми.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Июнӗн 12-мӗшӗнче ҫынсем ялавсемпе, хӑюсемпе урамсене тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей вӑй-хӑвачӗн пысӑк уявӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17

Анчах пирӗн урамсене таса теме ҫук-ха, экологсем те ҫитменлӗхсем ҫине кӑтартсах тӑраҫҫӗ.

Но наши улицы нельзя назвать чистыми, экологи тоже указывают на недостатки.

Таса хуласем // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Халӗ пӗтӗм техника Тапканчӑ ялӗнчи урамсене ҫӗкленӗ ҫӗрте.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Вӑл йӗпе-сапара та урамсене кӗрсе тухать.

Он и в слякоть заезжает на улицы.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Донецк ҫыннисем — чӑн-чӑн паттӑрсем, вӗсен пурнӑҫӗ халь блокадӑри Ленинградри ҫынсенни пек. Юн юхать пулин те вӗсем мирлӗ пурнӑҫа йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Хулари транспорта хута янӑ, урамсене тасатаҫҫӗ, арканнӑ хулана сӑн кӗртеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Вӗсем «Восток» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ӗҫченӗсемпе, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче урамсене, ҫул айккисене тирпейлекенсемпе тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чӑннипех, хӗллехи вӑхӑтра та урамсене тасатса тӑнипе ҫулсем уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Укҫа-тенке ӗҫ укҫи тӳленӗ, урамсене тирпей-илем кӗртнӗ, вӗсене ҫӗрлехи вӑхӑтра ҫутатнӑ, ҫул-йӗре юсанӑ тата тытса тӑнӑ ҫӗрте усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех