Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пиччӗшӗн шухӑшне тавҫӑрнине палӑртас мар тесе, вӑл юри хӑпартланса калаҫрӗ:Отводя это разгаданное намерение, он заговорил с напускной оживленностью.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Калӑпӑр, тулӑ ҫирӗм пилӗк центнер илме палӑртас.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чуна хытарнӑ пирки-и, е хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне палӑртас мар тесе, — анчах та вӑл ҫырусенче хӑйне йывӑрри, кичемми ҫинчен пӗр сӑмах та ҫырмасть.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
П… полкӗн пӗлӳлӗхне тата ытларах палӑртас тесе эпир офицерсенчен иккӗшӗ питӗ те вӑйлӑ карт ӑстисем пулни ҫинчен тата выляма ларсан вӗсем мундирӗсене, картузӗсене, шинелӗсене, темлякӗсене, тепӗр чух, аялтан тӑхӑнакан кӗпи-йӗмӗсене выля-выля яни ҫинчен те хушса хурӑпӑр; ун пеккисене кавалеристсен хушшинче те пур ҫӗрте те шыраса тупаймастӑн.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑйсене палӑртас мар тесе тата боеприпассене перекетлес шутпа пулас, вӗсен малти позицире тӑракан артиллерийӗ пемерӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакна палӑртас пулать: кӗнеке-хаҫатри сӑмаха питех те юратакан Кондратьева ҫак портретсем мар, ҫӳлӗк ҫинче хӗсӗк пулни те мар, ӑна кӗнекесем питех те тӗрлӗрен пулни интереслентерчӗ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑй хумханнине палӑртас мар тата Татьяна умӗнче савнӑҫлӑ пулас тесе, Илья ал айне пулнӑ Мишуткӑна хапха умӗнчех ярса тытрӗ те килкартине ҫӗклесе кӗчӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӗҫ тухманнине ӑнланса илсен, хӑй пуррине палӑртас мар тесе, вӑл юлташӗсем выртнӑ ҫӗрелле пӑшал пемесӗрех шуса кайма шут тытрӗ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой хӑй чӗтренсе палӑртас марччӗ тесе, аран ҫеҫ чӑтса тӑчӗ.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл сӑмахпа та, куҫсемпе те хӑйӗн туйӑмне палӑртма пултарать, палӑртас ҫуккине ӗненме епле шанчӑк пур-ха унӑн?
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна пур майпа та хӑйне палӑртас мар тесе тӑрӑшрӗ, ыттисене мала кӑларасшӑн пулчӗ, мала кӑларчӗ те, ҫавна пула мастерскоя заказсем пама пыракан хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ ӑна ытти икӗ закройшицӑран уйӑрса илеймерӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лешӗ кӗтмен ҫӗртен ҫакнашкал юлташла туйӑмне палӑртнипе Лятьевскин кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ, анчах, хӑй хумханнине палӑртас мар тесе, вӑл Половцев патнелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ те, алӑк хӑлӑпне ярса тытса, ҫапла каларӗ:
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй юратакан, хӑй шанакан ҫынсем партие кӗнине унӑн май килнӗ таран чаплӑрах палӑртас килчӗ, ҫавӑнпа та вӑл шухӑша кайрӗ: ҫак паллӑ куна илемлетме тата мӗн тусан аван пулӗ-ши?
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Масар ҫинчен таврӑннӑ чухне сӑн-сӑпатсем пирӗн салхуллӑччӗ, сӑпайлӑччӗ, хамӑр хавас пулнине, тахҫан-тахҫан пӗчӗкҫӗ чухне килтен аслисем тухса кайсан, хамӑрӑн улма пахчинче, пӗтӗмпех ирӗк пулнипе киленсе, пӗрер-икшер сехет чупса ҫӳренӗ чухнехи пек савӑннине никам та, палӑртас темен.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ҫапах та хам хӑранине палӑртас мар-ха…
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Пирӗн обществӑн ырӑ ячӗ анлӑ сарӑлнине палӑртас тетӗп.Я прежде всего с удовлетворением хочу отметить растущую популярность нашего Общества.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Лайӑх, — терӗ Володя, хӑй тӗлӗннине палӑртас мар тесе, лӑпкӑнрах кӑна.— Да, здóрово! — сказал Володя, стараясь не очень показывать, что он просто в восторге.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кулленхи кашни ӗҫне вӑл чӑваш халӑхӗн наци идейине палӑртас тесе, хамӑрӑн чӑн сӑн-сӑпата шырас, тупас тесе тӑватчӗ.
Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405
Нимӗнех те палӑртас мар тата ыйтса ан аптӑратчӑр тесе, эпӗ хама савӑнӑҫлӑ, кӑмӑллӑ, ним пулман пек тытма тӑрӑшрӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Игнатьевсемшӗн кӑҫалхи ӗҫҫи вӑхӑчӗ ырӑ пулӑмран пуҫланнине палӑртас килет: вырма ӗҫӗсене пурнӑҫлама техника маларах ытти хуҫалӑхсенчен тара тытнӑ пулсан халӗ вара пӗтӗмпех хӑйсем ӗлкӗрсе пырӗҫ, мӗншӗн тесен тин кӑна вӗсем ПАЛЕССЕ GS10 комбайн туяннӑ.
Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16