Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аҫупа (тĕпĕ: аҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑранӗ пӗчӗккӗ, сӗтел пысӑкӑш кӑна, аҫупа учитель ҫапла калаҫҫӗ: «Ку пирӗн сӑнаса пӑхмалли уй пулать. Ӳлӗмрен лайӑх пулас тырӑ ӳсет кунта», теҫҫӗ.

Грядка маленькая, со стол, отец и учитель сказали так: «Это будет наше испытательное поле. Здесь растет необыкновенное зерно».

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗррехинче эпир аҫупа иксӗмӗр Кивӗ Пушҫӗре кӑмпана кайрӑмӑр.

Как-то пошли мы с отцом по грибы на Старую Пустошь.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ан пӑшӑрхан, аҫупа каллех тӗл пулӑн, — лӑплантарчӗ полковник.

— Ничего, ты еще с ним встретишься, — участливо заметил полковник.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Хӑвӑн аҫупа ҫапла пач кӗтмен ҫӗртен тӗл пулсан эсӗ унпа мӗн ҫинчен калаҫнӑ пулӑттӑн?

— А о чем бы ты разговаривал со своим отцом, если бы вот так встретился с ним с глазу на глаз? —

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Сан аҫупа пирӗн ним ӗҫ те ҫук, — ҫавӑн пекех сиввӗн касса татарӗ ӑна хурах.

— Нам до твоего родного отца нет никакого дела, — так же жестко ответил похититель, —

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Санӑн аҫупа аннӳ пур-и?

— У тебя есть батько и матка?

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аҫупа аннӳ ҫамрӑк ҫынсем мар, — терӗ майор, — вӗсем Мускаврах юлмалли ҫинчен калакан сӑлтав питех туйӑнмарӗ.

Отец с матерью уже в летах, оставлять их в Москве — в этом нет видимой целесообразности.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эсӗ хӑван тӑван аҫупа аннӳн лайӑх ывӑлӗ пулнӑ.

– Ты был хорошим сыном у своего родного отца с матерью.

27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Паллах, эс айӑплӑ мар сана аҫупа аннӳ Тарас ят хунӑшӑн.

Понятно, ты не виноват, что тебя родители так назвали.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

— Хӑвна ҫут тӗнче парнеленӗ аҫупа аннӳне, ҫӗршыва, ял-йыша ан ман, ывӑлӑм...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

9 ҫул тултарсан аҫупа аннӳ сана пӗчӗк кӗнеке парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

1. Ватӑ ҫынпа тӳрккес ан пул, унпа аҫупа калаҫнӑ пек калаҫ.

1. Старца не укоряй, но увещевай, как отца;

1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2-3. «Аҫупа аннӳне хисепле, вара хӑвнах ырӑ пулӗ, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ» — ку ырӑлӑх пама пулнӑ малтанхи ӳкӗт.

2. Почитай отца твоего и мать, это первая заповедь с обетованием: 3. да будет тебе благо, и будешь долголетен на земле.

Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар; 20. ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан, ан вӗлер, ан вӑрла, суя ан кӳнтеле, аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ.

никто не благ, как только один Бог; 20. знаешь заповеди: не прелюбодействуй, не убивай, не кради, не лжесвидетельствуй, почитай отца твоего и матерь твою.

Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ эпир аҫупа иксӗмӗр темӗн тӗрлӗ хуйхӑрса шырарӑмӑр Сана, тенӗ.

Вот, отец Твой и Я с великою скорбью искали Тебя.

Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан; ан вӗлер; ан вӑрла; суя ан кӳнтеле; ан хурла; аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ.

19. Знаешь заповеди: не прелюбодействуй, не убивай, не кради, не лжесвидетельствуй, не обижай, почитай отца твоего и мать.

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Моисей ҫапла каланӑ: «аҫупа аннӳне хисепле» тенӗ; тата: «ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр» тенӗ.

10. Ибо Моисей сказал: почитай отца своего и мать свою; и: злословящий отца или мать смертью да умрет.

Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Пуҫлӑхсем хушшинче ларнӑ чухне аҫупа аннӳне асра тыт: 18. пуҫлӑхсем умӗнче санӑн манӑҫмалла ан пултӑр, хӑнӑхнӑ йӑлапа айванла туса хумалла ан пултӑр, кайран, манӑн ҫуралмалла та пулман тесе, ҫуралнӑ кунна ылханмалла ан пултӑр санӑн.

17. Помни об отце и о матери твоей, когда сидишь среди вельмож, 18. чтобы тебе не забыться пред ними и по привычке не сделать глупости, и не пожелать, что лучше бы ты не родился, и не проклясть дня рождения твоего.

Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Аҫупа аннӳне ӗҫпе те, сӑмахпа та хисепле, вара сана вӗсенчен пиллӗх пулӗ: 9. ашшӗн пиллӗхӗ ачи-пӑчин кил-ҫуртне тӗреклӗлетет, амӑшӗн ылханӗ вара никӗсӗпех тӗп тӑвать.

8. Делом и словом почитай отца твоего и мать, чтобы пришло на тебя благословение от них, 9. ибо благословение отца утверждает домы детей, а клятва матери разрушает до основания.

Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Унтан хӗрне каланӑ: хуняҫупа хунямуна хисеплесе пурӑн, халӗ ӗнтӗ вӗсем санӑн аҫупа аннӳ вырӑнӗнче пулччӑр, сан ҫинчен пирӗн ырӑ хыпар илтсе тӑмалла пултӑрччӗ, тенӗ.

12. Потом сказал дочери своей: почитай твоего свекра и свекровь; теперь они-- родители твои; желаю слышать добрый слух о тебе.

Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех