Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сир 23

Пай: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:50

Пуплевӗш: 30; Сӑмах: 474

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эй Ҫӳлхуҫам, эй Аттем, эй пурӑнӑҫӑма тытса тӑракан Патшамӑм! Мана чӗлхе-ҫӑварӑм ирӗкне ан пӑхӑнтар, ӑна пула пӗтме ан пар мана.

2-3. Манӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсене хӗрхенмесӗр питлемешкӗн, вӗсем аташнине чарса лартмашкӑн тата айӑпӑмсем нумайланасран, аташни-йӑнӑшни хушӑнасран, хама курайман ҫынсем умӗнче ӳкесрен, тӑшманӑмсене савӑнтарасран манӑн шухӑшӑм тӗлне кам чӑпӑркка кӑнтарӗ-ши, манӑн чӗреме кам ӑс парса тӑрӗ-ши? 4. Эй Ҫӳлхуҫам, эй Аттем, эй пурӑнӑҫӑма тытса тӑракан Туррӑм! Куҫӑма мӑнаҫланса пӑхма ан пар мана, ӳт аскӑнлӑхӗнчен хӑтар мана. 5. Пыр иртӗнни хыҫҫӑн, аскӑнлӑх хыҫҫӑн кайма ан пар мана, намӑссӑр чун тыткӑнне лекмелле ан ту мана.

6. Эй ачамсем, чӗлхе-ҫӑвар тӗлӗшӗнчен ӑс панине итлӗр-ха: ҫакна тимлекенӗ чӗлхине пула инкеке кӗрсе ӳкмӗ. 7. Чӗлхине пула ҫылӑхлӑ ҫын инкек курӗ, усал чӗлхеллӗ, мӑнаҫлӑ ҫынна чӗлхи-ҫӑварӗ такӑнтарӗ. 8. Чӗлхӳне тупа тума ан вӗрент, 9. тупа тунӑ чухне Святой ятне асӑнассине йӑлана ан кӗрт. 10. Ялан патак ҫиекен чура суранран хӑтӑлса ҫитеймен евӗр, ялан Святой ячӗпе тупа тӑвакан та ҫылӑхран тасалаймасть. 11. Тӑтӑшах тупа тӑвакан йӗркерен тухать, унӑн килӗ-ҫуртӗнчен хӗн-асап татӑлмасть. 12. Вӑл ҫылӑх турӗ пулсассӑн — ҫылӑхӗ хӑй ҫинчех; тупа тӗлӗшӗнчен тимсӗр пулсассӑн икӗ хут ытларах ҫылӑха кӗрет; 13. кӑлӑхах тупа турӗ пулсассӑн тӳрре тухаймасть, унӑн кил-ҫуртне хӗн-хур пусса илет. 14. Вилӗмпе тан сӑмах пулать: ун пекки Иаков еткерӗнче ан тупӑнтӑрах! 15. Ҫакӑн пекки таса пурӑнакансенчен аякра тӑрать, вӗсем ҫылӑхпа чӑлханса ӳкмеҫҫӗ. 16. Чӗлхӳ-ҫӑварна киревсӗр калаҫма ан вӗрент: ун пек сӑмахра ҫылӑх никӗсӗ пур. 17. Пуҫлӑхсем хушшинче ларнӑ чухне аҫупа аннӳне асра тыт: 18. пуҫлӑхсем умӗнче санӑн манӑҫмалла ан пултӑр, хӑнӑхнӑ йӑлапа айванла туса хумалла ан пултӑр, кайран, манӑн ҫуралмалла та пулман тесе, ҫуралнӑ кунна ылханмалла ан пултӑр санӑн. 19. Киревсӗр сӑмаха хӑнӑхса пыракан ҫын ӗмӗрне те ӑслӑлӑха вӗренеймест.

20. Ҫылӑха икӗ тӗрлӗ ҫын йышлӑлатать, виҫҫӗмӗш йышшине пула ҫилӗ ҫитет: 21. вӗри чун, ҫунакан ҫулӑм евӗрлӗскер, ҫунса пӗтмесӗр те сӳнмест; 22. юн хутӑштарсах аскӑнакан этем те вучӗ ҫунса пӗтмесӗр лӑпланаймасть. 23. Аскӑн ҫыншӑн кирек мӗнле асӑхни те кӑмӑллӑ: вӑл ӗнтӗ мӗн виличчен те чарӑнмасть. 24. Выртакан вырӑнне ирсӗрлесе ҫылӑха кӗрекен ҫын хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшлать: «кам курать мана? 25. Йӗри-тавра сӗм тӗттӗм, пӳртре хӳтӗ, мана никам та курмасть: камран хӑрас манӑн? Ҫӳлти Турӑ манӑн ҫылӑхсене аса илмӗ». 26. Этем куҫӗ курасран ҫеҫ хӑрать вӑл, 27. Ҫӳлхуҫа куҫӗ хӗвел ҫутинчен вунӑ пин хут вӑйлӑрах ҫутатса тӑнине, 28. этем ҫул-йӗрне пурне те курса тӑнине, улах ҫӗртине те витӗр курса тӑнине пӗлмест вӑл. 29. Ҫакна та пӗлмест вӑл: Турӑ пурне те малтанах, пултаричченех, пӗлсе тӑнӑ, вӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн та пӗтӗмпе пӗлсе тӑрать. 30. Ҫавӑн пек ҫынна хула урамӗнче хаса парӗҫ, ӑна хӑй шутламан ҫӗртех ярса тытӗҫ. 31. Хӑй упӑшкине пӑрахса ют артан ача ҫуратакан арӑма та ҫавах пулӗ: 32. пӗрремӗшӗнчен, вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне пӑхӑнман, иккӗмӗшӗнчен, упӑшки тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗнӗ, виҫҫӗмӗшӗнчен, аскӑнланса ҫӳресе ют артан ача-пӑча ҫуратнӑ. 33. Ҫав арӑма халӑх умне илсе тухӗҫ, унӑн ачи-пӑчине тӗрӗслӗҫ. 34. Унӑн ачи-пӑчи тымар яраймӗ, унӑн хунавӗсем ҫимӗҫ кӳреймӗҫ. 35. Ҫав арӑма ылханса аса илӗҫ, унӑн намӑсӗ нихӑҫан та сирӗлмӗ. 36. Чӗрӗ юлнисем пӗлӗҫ вара: Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннинчен ырри нимӗн те ҫук, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене тӑнлассинчен тутлӑраххи нимӗн те ҫук. 37. Чи аслӑ мухтав — Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пурӑнни, Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне юрасассӑн, сана вӑрӑм кунҫул килӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех