Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Айккинчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл коридор тӑрӑх хуллен иртрӗ те, шаккамасӑрах, айккинчи пӗчӗк пӳлӗме хӗсӗнсе кӗчӗ, кунта правлени хуралҫи пурӑннӑ, вӑлах уборщицӑ пулнӑ, кирлӗ чухне ӑна ҫынсене чӗнме те чуптарнӑ.

Он тихонько прошел по коридору и без стука втиснулся в небольшую комнату-боковушку, где ютилась сторожиха правления, она же уборщица, а при нужде и посыльная.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Куринке айккинчи тупӑ патӗнче пӗр минута яхӑн шӑп тӑчӗҫ; инҫех мар пытанса выртнӑ сӑнавҫӑ кӑна, чӗркуҫҫи ҫине сиксе тӑрса, темӗн кӑшкӑрса каларӗ, аллисемпе хӑмсаркаласа хӑлаҫланчӗ.

На минуту под курганом возле орудия установилась тишина; лишь находившийся неподалеку наблюдатель, вскочив на колени, кричал что-то и размахивал руками.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫӗ тарпа хупланчӗ, аллисем ҫыран айккинчи сивӗ сакӑлтасем ҫинче шӑва-шӑва кайрӗҫ.

Глаза его застилал пот, руки скользили по холодным уступам яра.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, ҫурӑмӗпе ҫапӑнса, шырлан айккинчи тӑма ишӗлтерчӗ, аран ури ҫинче тытӑнса тӑчӗ, анчах ӳлеме чарӑнчӗ.

Спиной он осыпал со стенки яра глину и еле удержался на ногах, но выть перестал.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурне те ҫырма тӗпӗнчи хӗрлӗ тӑмлӑ пырлан айккинчи ланкашкана илсе тухрӗ, тытӑнчӑклӑн, анчах лӑпкӑнрах курӑнма тӑрӑшса, ҫапла сӗнчӗ:

Всех вывел под вымоину в красноглинистом боку яра, предложил, заикаясь, но стараясь сохранить спокойный вид:

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫывӑхра ҫул айккинчи хытхура тӗмӗсем, тикӗс мар сӑртсем, шӑртланчӑк тип ҫырмасем хирӗҫ килнӗ пек курӑнаҫҫӗ, аякра, ҫунапа тан шуса, юрлӑ хирсем кӑнтӑралла кукӑрӑлса куҫаҫҫӗ.

Вблизи бурьяны над дорогой, холмистая зыбь, щетинистые буераки наплывали навстречу, а дальше снежные поля, кружась, шли на юг вровень с санями.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӳпере хутран-ситрен кӑна ҫак ҫеҫенхир пек, ҫуллахи ҫул айккинчи юр ҫӗлӗклӗ (йӗри-тавра ҫӑра ашкӑрса ӳснӗ хура армути тӗмӗсем ҫав ҫӗлӗке хӗррипе акӑш-макӑш илемлӗ хантӑр тытса ҫавӑрнӑ пек кӑтартаҫҫӗ), ҫӳллӗ куринке пек ватӑ ҫӑхан вӗҫсе иртет.

Изредка пролетит в вышине ворон, древний, как эта степь, как курган над летником в снежной шапке с бобровой княжеской опушкой чернобыла.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑхатӑн та — Дон тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене хуп-хура ҫӑра пӗлӗт хупласа илсе унта чӗмсӗррӗн те хӑрушшӑн капланса тӑнӑн, вӑл кӗҫ-вӗҫех, тирек йывӑҫҫисене асар-писеррӗн ҫӗр ҫумне ава-ава хурса, типпӗн шартлатса ҫурӑлакан аслати сассипе кӗмсӗртетсе каяссӑн, унтан Дон леш айккинчи шурӑ вӑрмана шӑтӑр-шатӑр хуҫса-ватса пӗтерме, акшар сӑрчӗсем ҫинчен аҫа чулӗсене вӑркӑнтарма, вӗлерсе ярас пек хаяр аслати сассипе кисренме тытӑнассӑн туйӑнать.

И стало так, словно покрыла Обдонье туча густым, непросветно-черным крылом, распростерлась немо и страшно и вот-вот пригнет к земле тополя вихрем, полыхнет сухим, трескучим раскатом грома и пойдет крушить и корежить белый лес за Доном, осыпать с меловых отрогов дикий камень, реветь погибельными голосами грозы…

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хутор айккинчи пӗччен кил тӗлӗнче йӗнерӗ ҫинчен анчӗ те, утне картишне ҫавӑтса кӗрсе, крыльца умне тӑратрӗ.

Григорий спешился возле стоявшего на отшибе дома, завел во двор, поставил у крыльца коня.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Площадь айккинчи ҫӑл патӗнче ҫеҫ пӗр ватӑ казак валашкари пӑра катса тӑрать.

Возле площадки, у колодца, старик казак рубил в корыте лед.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳллӗ ҫыран айккинчи ҫавра шӑтӑклӑ цемент стена ҫине пӑхса, вунпилӗк метр тӑршшӗ пӑрӑхран шыв мӗнле хытӑ кӗрлесе анасса аса илчӗ.

Увидев, на откосе высокого бугра бетонированную стену с дырой, он представил, с какой силой забурлит вода, падая по пятнадцатиметровой трубе.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫул айккинчи юра анчахрах ӑшӑ тӑнӑ ҫанталӑк ирӗлтерсе пусӑрӑнтарнӑ, унӑн ҫӳхе пӑрлӑ сийӗ курӑк тунисенчен ҫакланса тӑрать, уйӑх ҫутинче пурӑ ҫӑнӑхӗ тӗсӗпе тӗлкӗшсе, пин-пин хӗлхемлӗн йӑлтӑртатса ҫуталать.

По бокам леденистая пленка снега, прибитого недавней ростепелью, держалась, цепляясь за травяные былки, при свете месяца блестела и переливалась меловым текучим огнем.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем вакун алӑкӗсем ҫумне сӗвентерсе хунӑ хӑмасем тӑрӑх учӗсене васкавлӑн ҫавӑтса тухрӗҫ та йӗнерлесе тӑратрӗҫ, хыпаланнипе манса юлнӑ япалисене илме вакунсене вӑркӑна-вӑркӑна кӗчӗҫ, лутӑрканчӑк утӑ кушилккисене чукун ҫул айккинчи йӗпе хӑйӑр ҫине ывӑтрӗҫ, тӗлсӗррӗн вӗткеленчӗҫ.

Торопливо сводили казаки лошадей по подмостям, седлали, бегали в вагоны за позабытыми второпях вещами, выкидывали прямо на мокрый песчаник путей растрепанные цыбики сена, суетились.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрман айккинчи сӗвек уҫланкӑра пульӑсем, чулсем ҫине пыра-пыра ҫапӑнса, аяккалла сирпӗне-сирпӗне каяҫҫӗ.

На пологой площадке у леса рикошетили пули.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ха, шывсем епле сарӑлса кайнӑ, — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатрӗ Дорофей кучер, вара айккинчи лашине тилхепепе ерипен тивертсе илчӗ те: — Ытла та сарӑлнӑ! — тесе хучӗ.

— Погляди ты, речки как разлились, — сам себе сказал Дорофей и, тронув вожжой подручного коня, добавил:- Да, очень здорово разлились.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем сӑрт айккинчи займище еннелле уттарчӗҫ.

Ехали к займищу под горой.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах ку пӗтӗмӗшпех мар-ха: чиркӗве кӗрсенех, хӑрах айккинчи стена ҫине Вакула тамӑкри шуйттан сӑнне ӳкерсе хунӑ.

Это, однако ж, не все: на стене сбоку, как войдешь в церковь, намалевал Вакула черта в аду.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Сӑрт айккинчи вӑл евӗр тӗмене куртӑн-и?

— Видел взлобок вроде вала на склоне?

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей ун чухне мӗн курнине пурне те: лӑпкӑ ҫилпе хуллен те хаваслӑн хумханакан ыраш пуссине те, ун ҫийӗн шуса иртекен курӑксен мӗлкине те, ҫул айккинчи ешӗл вӑрман хӗррине те, ҫап-ҫутӑ уяр тӳпене те халь тӗлӗкре курчӗ…

Андрей увидел все, что видел когда-то наяву: и веселую рябь тронутых ветерком хлебов, и скользящие по ним тени грачей, и яркую, ласковую зелень перелесков в стороне от дороги, и сверкающее небо…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Акӑ вӑл, пирӗн пуласлӑх! — кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑй айккинчи икӗ ачине хӑй ҫумне хӗстерсе.

— Вот оно, наше будущее! — закричал он, прижимая к своим бокам двух детей.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех