Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVII

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.14 19:15

Пуплевӗш: 167; Сӑмах: 1186

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ольховецсем комендатура еннелле утнӑ вӑхӑтра Крылатовпа Костя пӗр ушкӑн партизан ертсе, Бояркин хушнипе Анна Чернявкина патне чупрӗҫ. Унӑн пӳрчӗ пуш-пушах пулчӗ. Кил хуҫи арӑмӗн вырӑнӗ лӳчӗркенсе пӗтнӗ, минтерӗсем ӑҫта килнӗ унта выртаҫҫӗ, кухня варрине лаханпа витре тӳнтерсе хӑварнӑ. Партизансем хунар ҫутипе тӗпсакайӗнчен пуҫласа мачча таран тата картишӗнчи пур кӗтессене те тӑрӑшсах, тӳрӗ кӑмӑлпа шыраса тухрӗҫ. Анна Чернявкинӑна ниҫта та тупаймарӗҫ. Сарай патӗнчен анкартине тухакан ҫӗнӗ йӗре асӑрхаса илсен, партизансем унталла ыткӑнчӗҫ. Анчах, ҫынсем каларӗшле, Аннӑн йӗрӗ те юлман; йӗр анкарти урлӑ иртсе, ял тулашӗпе пырать те Болотнӑя каякан аслӑ ҫул ҫине тухсан ҫухалать.

Партизансем вӑрҫса илсе, ҫул хӗрринче чарӑнчӗҫ, шупка уйӑх ҫутатнипе тӗксӗммӗн ялтӑртатакан юр ҫийӗн инҫетелле пӑхрӗҫ.

— Тарнӑ, ирсӗр!

— Хытӑ чупнӑ, мур илесшӗ!

Каялла килнӗ чух Костя хӑй ирӗкӗпе Чернявкин пӳртне чупса кӗчӗ, Лозневой валли пысӑках мар хут ҫырса, тӑвар суланчи айне хӗстерсе хӑварчӗ. Костя хӑй ҫырӑвӗнче ҫитес кунсенчех хӑйӗн авалхи пӗлӗшне, Лозневоя, пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах леш тӗнчене ӑсатма сӑмах пачӗ. Юлташӗсене вара:
— Малтанах хатӗрленсе тӑтӑр, сволочь! — тесе ӑнлантарчӗ.

Шавлӑн калаҫкаласа халӑх комендатурӑран таврӑнать. Хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗсем кӗрӗксемпе ҫӑматӑсем йӑтнӑ. Ача-пӑчасем минутсерен хӗрарӑмсен ҫулӗ урлӑ каҫса пӗр-пӗрне сӑран алсишсемпе ҫапкаласа илеҫҫӗ. Хӑшпӗр, ҫӗрте хӗрсем хаваслӑн кулкалани те илтӗнет. Ҫак каҫ нимӗҫсем оккупациленӗренпе пӗрремӗш хаваслӑ та шавлӑ каҫ пулчӗ; акӑ ҫапла саланатчӗ халӑх колхоз клубӗнчен ҫурҫӗр иртсен.

Крылатовпа Костьӑна хӗрарӑмсен ушкӑнӗ чарчӗ. Партизансем Аннӑна шырама кайнине пӗлнӗ пулас вӗсем, ҫак икӗ ҫын ӑна шыракансем пулнине чухласа илчӗҫ. Вара малта пыракан ватӑ хӗрарӑм:
— Аннӑна тупаймарӑр-и? — тесе ыйтрӗ хӑйӑлти сассипе.

— Тарнӑ, мур илесшӗ! — хирӗҫ тавӑрчӗ Костя.

— А-а, Болотнӑя тарнӑ ӗнтӗ! Шел, ачасем, шел! Эпир ӑна хӗрарӑмсем, хамӑрах ҫӳҫ тунинчен тӑпӑлтарнӑ пулӑттӑмӑр тата ӑна, кӗрт йыттине, чунӑмӑр килениччен намӑслантарнӑ пулӑттӑмӑр! Пире, хӗрарӑмсене, намӑс кӑтартрӗ!

— Хӑваласа ҫитмеллеччӗ, — терӗ тепри. — Кунта пӗр ҫул. Лаша кӳлсе лартмалла та, ун хыҫҫӑн хӑваламалла. Ӑҫта кайса кӗтӗр вӑл?

Хӗрарӑмсем хӑйсен хушшинче калаҫма пуҫларӗҫ:

— Халь вӗсене Болотнӑйран кӗтсех тӑр!

— Халь килсе ҫитеҫҫех ӗнтӗ!

Крылатов вӗсемпе кӑмӑллӑн калаҫрӗ:

— Эсир комендатурӑран-и?

— О, эпир ҫавӑнтан килетпӗр! — хирӗҫ тавӑрчӗ хӑйӑлти сасӑллӑ ватӑ хӗрарӑм. — Пирӗн унта пуху пулса иртрӗ. Акӑ куратӑр-и! Ӗнер нимӗҫсем туртса илчӗҫ, паян партизансем пурне те каялла пачӗҫ! Акӑ мӗнле ӗҫсем! Ах, турӑҫӑм, мӗн чухлӗ тӗрлӗрен пуху пулса иртмерӗ-тӗр пирӗн! Пӗрин хыҫҫӑн тепри, умлӑн хыҫлӑн! Ҫав ораторсене итлесе шӑл шанакан пулчӗ… Чӗнетчӗҫ пухӑва, каяс килместчӗ! Паян чӗнмесӗрех чупрӑм! Ҫӗр варринче тата! Степан Егорыч мӗнле каларӗ! Вӑт каларӗ! Вӑт каларӗ-тӗк каларӗ! Вӑл нихҫан та ҫавӑн пек лайӑх каламан!

Аркатса тӑкнӑ комендатура пуш-пушах пушанса юлнӑ. Партизансем, хуралта тӑраканнисемсӗр пуҫне пурте юнашарти пысӑк та ӑшӑ пӳрте пуҫтарӑннӑ. Алӑк кӑштах уҫӑ тӑрать. Алӑк янаххи ҫумӗнчех, табак тӗтӗмне ҫенӗкелле вӗрсе, хӗрлӗрех сухаллӑ ватӑ партизан Зеленцов тӑрать. Крылатова курсан вӑл шӑппӑн кӑна:
— Кӗрейместӗр, ан та тӑрмашӑр! — терӗ шӑппӑн.

— Мӗн вара кунта?

— Пуху.

— Мӗнле пуху тата?

— Партизансен пурин те, — терӗ те Зеленцов, пӑшӑлтатса ҫакна пӗлтерчӗ:  — Корнилов комиссар хӑй ирттерет. Ну вӑрҫать те вӑрҫать вара! Вӑл малти пӳлӗмрен калаҫать.

— Мӗншӗн вӑрҫать-ха вара?

— Начар ҫапӑҫатпӑр, тет, — унчченхи пекех шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ Зеленцов. — Мана кунтан лайӑхах илтӗнмест, пурте вӑкӑрсем пек, йывӑррӑн сывлаҫҫӗ… Ҫав тери хытӑ вӑрҫать! Пӗр ҫак ҫеҫ илтӗнет: «Эсир, — тет, — кунта партизанщина туса ан хурӑр!» Ман шухӑшпа вара, пурне те аркатса тӑкрӑмӑр пулсан, тата мӗн кирлӗ-ха?

— Командир кунта-и?

— Вӑл ҫук, килне кайса курасшӑн пулчӗ, терӗҫ. Чылайранпа пулман вӗт, тепӗр сехетрен каллех вӑрмана каймалла.

Крылатов Костя енне ҫаврӑнчӗ:

— Ӑҫта пурӑннине пӗлетӗн-и?

— Тупатпӑр!

Степан Бояркин, килхушшиччи пек, хӑмӑр кӗпе тӑхӑннӑскер, йӳле пилӗкӗнех малти пӳлӗмри сӗтел хушшинче, чӗркуҫҫи ҫинчи икӗ ҫулхи шур пуҫлӑ ачине шӗве вир пӑтти ҫитерсе ларать. Ачи хушӑран ашшӗ аллинчи кашӑкне туртса илсе унпа турилккене шаккать, е тутине, сӑмсине, питҫӑмартисене пӑтӑпа вараласа пӗтерет. Пилӗк ҫулсене ҫитнӗ тепӗр ачи, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗскер, куҫӗсене телейлӗн выляткаласа ашшӗпе юнашар ларать, вӑл та пӑтӑ ҫиет, хушӑран-хушша ачашшӑн ашшӗ ҫумне йӑпшӑнкаласа илет. Лукерья уҫса хунӑ арча умне чӗркуҫленсе ларнӑ та упӑшки валли кӗпе-йӗм шырать; сайра хутран сӗтел енне ҫаврӑнса ӑшшӑн пӑхса илет, Степана ачана пӑхманшӑн ачашшӑн хӑтӑркалать, арчара кӗпе-йӗм шыранӑ хушӑра вара телейлӗ те хуйхӑллӑ та куҫҫулӗсене уншӑн та, куншӑн та пӗр тан юхтарать…

Бояркин умӗнче сӑранланнӑ кӗрӗкне йӳле янӑ лутака ватӑ ҫын тӑрать, вӑл тӗксӗм пит-куҫлӑ, ҫӳҫне тем тӑршшӗ ӳстерсе янӑ; ун хыҫӗнче икӗ ҫамрӑк ача, килес ҫултах призыва кӗмеллескерсем, тӑраҫҫӗ. Бояркинпа ватти кӑна калаҫать; Крылатовпа Костя сӑмах мӗн ҫинчен пынине часах тавҫӑрса илчӗҫ: вӗсем виҫҫӗшӗ те хӑйсене отряда илме ыйтаҫҫӗ иккен.

Партизансем кухньӑра кӗтсе тӑма пулчӗҫ.

— Пирӗн хамӑрпа пӗрле мӗн илмелле вара? — ыйтрӗ лутака хресчен. — Пӗр кунлӑха кӑна каймастпӑр Степан Егорыч.

— Хаярлӑхӑр ытларах пултӑр, — терӗ Бояркин.

— Ку ҫителӗклӗ, Степан Егорыч!

— Шиклӗхе киле, тӗпсакайне хӑварӑр.

— Куна та тӑватпӑр, — кӑмӑллӑн килӗшрӗ лутака ҫын. — Епле пулсан та, Степан Егорыч, тирпейлӗн пуҫтарӑнмалла, ҫапла-и?

— Ытларах табак ил.

— Хӑвах пӗлетӗн вӗт: эпӗ туртмастӑп.

— Ыттисем туртӗҫ. Пирӗн табак тӗлӗшпе начар.

— Ӑна тупӑп-ха. — Лутака хресчен хыҫалалла ҫаврӑнчӗ. — Эсир тупатӑр пулӗ, ачасем?

Ачасем иккӗшӗ те икӗ енчен пӗр харӑс кӑшкӑрчӗҫ:

— Пур, тупатпӑр!

— Ну, Степан Егорыч, ҫул ҫине тухма пиллетӗн-и?

— Хатӗрленӗр, ире хирӗҫ тухса каятпӑр. Вӗсем виҫҫӗшӗ те малти пӳлӗмрен тухрӗҫ.

Лутака хресчен ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ чух, ҫӑмламас куҫхарши айӗн партизансене хаваслӑн куҫ хӗссе илчӗ.

— Йышӑнчӗ! — терӗ вӑл.

Крылатов рапортне итлесе пӗтерсен, Бояркин ним те пулман пек, каласа хучӗ:

— Мур ҫине! Эпӗ ӑна намӑслантарасшӑн кӑначчӗ. Унпа аппаланса алла вараламастӑп ӗнтӗ.

Вӑл хӑй ҫемйипе кӑна юласшӑн пулчӗ.

— Халлӗхе кайӑр-ха, — терӗ вӑл. — Кайӑр.

Анчах партизансене ҫийӗнчех чарчӗ:

— Куратӑр-и, манӑн ачасем мӗнле? Ку, акӑ, букварь вӗренет, профессор пулать. Ку вара… куратӑр-и, кашӑкпа мӗнле ӗҫлет? О-о, ку тата пысӑкрах ҫын пулать!

Степан Бояркинӑн типшӗм те шурчак пичӗ сасартӑк ҫуталса кайрӗ, ирхи хӗвел ҫути ӳкнӗ пек хӗрелчӗ.

— Акӑ вӑл, пирӗн пуласлӑх! — кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑй айккинчи икӗ ачине хӑй ҫумне хӗстерсе. — Вӗсем чӑн-чӑн коммунизмра пурӑнакансем пулаҫҫӗ! Миҫе ӑру ӗмӗтленнӗ ун ҫинчен! Мӗнле ӗмӗтленнӗ-ха тата! Халь вара… Эпир те, чӗрӗ юлсан, коммунизмра пурӑнса куратпӑр, вӗсен пӗтӗм пурнӑҫӗ унта. Унӑн сӑмсине шӑлатӑн та, ку вӗт коммунизмра пурӑнмалли ҫын тесе шутлатӑн. Эпир вара хамӑр аттесемпе асаттесенчен кая-и? Вӗсем коммунизм ҫинчен шухӑшланӑ, ӑна курман, апла пулсан та уншӑн мӗнле ҫапӑҫнӑ, вилӗм ҫине кӗнӗ! Эпир ӑна куратпӑр — кармашсан алӑ ҫитмелле! Эпир кивӗ пурнӑҫ туса хума паратпӑр-и вара? Акӑ ҫав фашистсем… мӗншӗн-ха вӗсем пирӗн ҫине тапӑннӑ чух пирӗн ҫывӑхри, куҫа курӑнакан пуласлӑх ҫинчен шухӑшласа пӑхман?

Кӗҫӗн ачи ун айккинче мӑшӑлтатма пуҫларӗ.

— Эй, коммунизмри юлташ! — терӗ Бояркин. — Мӗн мӑшӑлтататӑн? Сӑмсуна пар-ха! Тӑхта, тӑхта, татса илместӗп ӗнтӗ!

Унтан вӑл хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Шел, манӑн ҫакнашкал шухӑшсем яланах кирлӗ вӑхӑтра килсе кӗмеҫҫӗ. Халь кӑна колхозниксен пухӑвӗнче сӑмах тухса каларӑм, нимех те калаймарӑм! Ҫакӑнта темскер ларать вӑт, кӑмӑла пӑтратать… Акӑ ларатӑп ачасемпе… мӗнле сӑмах каласа хутӑм! — Вӑл кухьнӑран арӑмӗ пӑхнине курсан:
— Ну, кайӑр ӗнтӗ, кайӑр! — тесе хучӗ.

Крылатовпа Костя вара Бояркин килӗнчен килти канлӗхе, ҫемьеллӗ пурнӑҫӑн ырлӑхӗпе илемлӗхне туйса тухрӗҫ. Степан Бояркина ҫемьере арӑмӗпе ачисем асла хурса хисепленине курса тӗлӗнчӗҫ…

Вӗсем Корнилов пуху ирттерекен ҫурт умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Партизансем ҫывӑхри пӳртсене канма саланаҫҫӗ ӗнтӗ: вӗсене ольховецсем хӑйсемпе пӗрле туртаҫҫӗ.

— Вӗсем инҫетре пурӑнаҫҫӗ-и — ыйтрӗ Крылатов.

— Камсем?

— Ан кутӑнлан, эпӗ кам ҫинчен каланине пите лайӑх пӗлетӗн вӗт!

— Ҫук инҫе мар. Мӗн вара?

— Айта кӑштах кайса ларар…

— Ҫынсене ав чӗнсе каяҫҫӗ, эпир вара чӗнмесӗрех каяр-и?

— Вӗсем пире чӗнчӗҫ вӗт! Манса кайрӑн-и?

— Ячӗшӗн чӗнчӗҫ.

— Ан айванлан! — Крылатов ҫиленме пуҫларӗ. — Хӑвӑн вӗсем патне кӗрес килмест тетӗн-и? Эсӗ манран мӗн пытаратӑн? Кайса кӑштах ларар, вӗсене курар… Мӗн эсӗ, вӑкӑр пек, чӑхӑмлатӑн?

Ҫак хушӑра вӗсем патне Фая ыткӑнса ҫитрӗ.

— Ой, Костя, эсӗ-и ку? Анне те, Марийка та… — Вӑл сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. — Пурте сана чӗнеҫҫӗ. Чей ӗҫӗпӗр. — Вӑл Илья Крылатов патне пычӗ. — Эсир-и ку? Эсир те айтӑр!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех