Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суйласа (тĕпĕ: суйла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бесхлебновӑн пилӗк автан, пурте суйласа илнӗ пек пысӑк, тӗсӗ те аван, пуринчен ытла вӗсем пурте хытӑ авӑтаҫҫӗ, пӑхма сумлӑ.

Все пять бесхлебновских петухов были как на подбор рослые и внушительной расцветки, а главное, все они были в меру горласты и по виду очень степенны.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсенчен йӗркеллӗреххисене суйласа илсе, врачсене тӗпчесе пӗлме парас шутпа, пӗр кӗнекене пухса пӗрлештертӗм.

Отобрав из дневника все более или менее связное, я объединил это в одну книгу, чтобы представить ее врачам для научения.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

— Турӑ суйласа пани эс, эс чӑн-чӑнни, ман чӗремӗн майра-патши эс…

Ты избранная Богом, ты настоящая, ты царица души моей…

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Паян кунӗпех вӑл кӗпе-тумтир суйласа ирттернӗ…

Ноне целый день выбирал одежи…

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла вара, вӑл ҫур кун хушшинче те хӑйне юрӑхлӑ пиншак суйласа илеймерӗ.

Так за полдня и не выбрал.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, суйласа илчӗ.

Выберет.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Суйласа ил кӑмӑла кайнине.

— Выбирай на совесть.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушӑран унта ҫиме юрӑхлӑ вӗтӗ армути е хытхура таврашӗ пур, вӗсене сурӑхсемпе качакасем пӗр пӗрчӗ хӑвармасӑр суйласа ҫисе яраҫҫӗ.

Полынок промеж них, он мелкий, съестной, или бурьянина: все это овцы, козы дотла съедят, переберут.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав хутра: партин районри комитечӗ, Райполеводсоюзпа килӗшсе, колхоз правленин председательне суйласа лартма районри комитет уполномоченнӑйне, ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килнӗ Давыдов юлташа сӗнет, тесе ҫырнӑччӗ.

В бумаге писалось, что райпартком, по согласованию с райполеводсоюзом, выдвигает на должность председателя правления колхоза уполномоченного райпарткома, двадцатипятитысячника товарища Давыдова.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пуху уполномоченнӑйсем суйласа ларнӑ колхоз правленин составне ҫирӗплетрӗ.

Собранием утверждено было избранное уполномоченными правление колхоза.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нумай ҫынсене тата вӗсем хушшинчи хутшӑнусене тӗпе-йӗрӗпе ӑнланса илме пулӑшакан ҫара уҫҫи суйласа тупма пултараймарӗ-ха вӑл.

К познанию многих людей и их взаимоотношений не мог он подобрать ключа.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сана, паллах, лайӑх ҫынсене суйласа илсен аван.

Тебе хорошо так людей подбирать.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун пек хуҫа вӑкӑрсене вӑй тӗлӗшпе те, ҫӳлӗшӗ енчен те пӗртаннисене суйласа илет.

Ить он же быков подбирает ровных по силам, по росту.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫынсене те лайӑх хуҫа вӑкӑрсене суйласа илнӗ пекех суйласа илес пулать.

— Людей надо так подбирать, как добрый хозяин быков.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун пек пурнӑҫ ӑна йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулас, хама валли хамӑн кӗтес пултӑр, терӗ пулӗ, ҫулӗсем те сахалах маррине унпа пӗрлех аса илмелле; ун пек чух кирек те кама та, грек чӗлхине вӗрентсе пурӑнакана та качча пырса тухӑн, суйласа тӑма ерҫӳ пулмӗ.

Такая жизнь, вероятно, наскучила, хотелось своего угла, да и возраст принять во внимание: тут уж перебирать некогда, выйдешь за кого угодно, даже за учителя греческого языка.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Судьясем суйласа лартрӗҫ, мӗн таран хӑвӑрт чупмаллине палӑртрӗҫ, — акатуйри пекех тӗплӗн те йӑлтах калаҫса татӑлчӗҫ.

Выбрали судей, назначили предельную скорость бега, — всё, как на скачках, подробно и точно.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хӑвна валли пурнӑҫра лайӑх шӑпа суйласа илнӗ эсӗ, ачам.

Ты славную долю выбрал себе, сокол.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Пулӑ ҫинчен калаҫса пӗтерсен, вӑл хӑйӗн миххисене аса илчӗ, икӗ михӗ пулнӑ имӗш ун, вӗсене тахҫан монахсем «йӑкӑртса» кайнӑ пулать, ҫавӑнпа вӑл ҫухалнӑ михӗсем пирки харкашма пуҫларӗ, унтан тата, Евсей ӳсӗр иккенне, вӑл ӗҫсӗрех ларнине асӑрхаса, монахсене пӑрахрӗ те работникӗсене тапӑнчӗ, чи ирсӗр сӑмахсене суйласа илсе, сывлӑша янтратсах ятлаҫма пуҫларӗ.

Когда иссяк рыбный вопрос, он вспомнил о каких-то его собственных двух мешках, которые якобы «зажулили» когда-то монахи, и стал браниться из-за мешков, потом, заметив, что Евсей пьян и не работает, он оставил в покое монахов и набросился на работника, оглашая воздух отборною, отвратительною руганью.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

— Эсӗ ху тӗллӗн суйласа илнӗ, — хирӗҫ пӳлчӗ Семушкин.

— Ты и подобрал со своего конца, — заспорил Семушкин.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мана та вӑл: «лавсемшӗн ху ответлӑ, ҫынсене ху суйласа ил», терӗ.

— И мне сказала: «За подводы головой отвечаешь и подбирай в помощники кого хочешь».

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех