Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑ сăмах пирĕн базăра пур.
авӑ (тĕпĕ: авӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ, тусӑм, социализма кайнӑ, авӑ ӑҫта ҫул тытнӑ эсӗ вӗсемпе!

Ты, милок, в социлизм шел, вот куда ты с ними направлялся!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ епле хисеплетчӗ вӑл мана, покойник!

Вот он как высоко меня подымал, покойничек!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӗтел ҫинчи хута вула авӑ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна карчӑкӗ, тӑртанса кайнӑ куҫне хаяррӑн йӑлтӑртаттарса.

Читай вон бумажку на столе! — яростно сверкая опухшими глазами, крикнула старуха.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кирлӗ апатсӑр юрату авӑ мӗнле пулса тухать вӑл.

Вот что она означает, любовь без положенного корма.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман пурнӑҫ авӑ мӗнле йывӑр пулчӗ унта.

Вот какая горькая была там моя жизня.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ мӗнле ыйту пачӗ вӑл мана, пачах татса пама май ҫук.

Вот какой вопрос он мне задал, вовсе не разрешимый.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Малтан — Лушка Нагульновӑна, унтан Варька Харламовӑна ҫавӑрса илчӗ, халӗ, авӑ, учительница патне сиксе ӳкнӗ.

Спервоначалу — Лушка Нагульнова, потом окрутил Варьку Харламову, а зараз уже переметнулся к учительнице.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑмне каснӑ чухне тӗк тӑтӑр тесе, эпӗ ҫав анчӑка тем пысӑкӑш сумка сухари ҫитерсе ятӑм, ӗҫ авӑ епле пулнӑ унта…

А я на эту сучонку, чтобы она стояла смирно, когда ее стриг, огромадную сумку сухарей стравил, вон оно какое дело…

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ мӗнле иккен…

— Вот оно, какое дело…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ каласшӑнччӗ-ҫке, хӑв, авӑ, ҫӑварна шыв сыпнӑ пек тӑратӑн…

Ты же вроде говорить хотел, а сам как воды в рот набрал…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ, ҫулать вӑл, сӑртран сулахайри иккӗмӗш машина.

— Вон он косит, вторая косилка слева по бугру.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тимофей килчӗ те авӑ, Лушка, ним шутласа тӑмасӑр, ӑна, Давыдова, пӑрахрӗ, юратнӑ ҫынни хыҫҫӑн чупса кайрӗ.

А вот появился Тимофей, и Лушка, не задумываясь, порвала с ним, с Давыдовым, снова прильнула к Тимофею и пошла за любимым человеком очертя голову.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кай та авӑ хӑвӑн Маринку патне ӑна кала вӑл сӑмаха, тен, Демид Молчун тытса хытӑ кӑна ислетӗ пӗрре.

Ты пойди своей Маринке скажи этакое слово, может, Демид Молчун морду тебе набьет как следует.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ сире кансӗрлеместӗп, ӗне хӑваласа килетӗп авӑ, ӗне кӗтӳрен юлнӑ…» — терӗм.

Я вам не помеха, корову вон гоню, отбилась от табуна коровка…»

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир санпа пӗр тӑвансем пекех вӗт: эсӗ хӗвелтен сунчӑк айне пытанатӑн, эпӗ — тимӗрҫ лаҫҫинче, тӑпра ҫивитти айӗнче; ӗҫлемелли кун эпӗ сыпнине эсӗ тӗрӗс асӑрхарӑн-ха, анчах эсӗ те, ӗҫлекен ҫынсем пек, вырсарникунсенче ҫеҫ сыпмастӑн пулмалла: сӑмсу сан хӗрлех авӑ

Мы же с тобой, говорю, как родные братья: ты от солнца под зонтом хоронишься, а я — в кузне, под земляной крышей; в будний день я выпимши, ты это верно приметил, но и ты, должно быть, не только по воскресеньям, как рабочий люд, пьешь: носик-то у тебя с красниной…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫимен-ха, ӗлкӗреймерӗм, тата ҫиес те килмест, ирех мӗнле шӑрӑх авӑ.

— Не завтракал, не успел, да и не хочется, вон какая с утра жарища.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ мӗнлескер иккен эс, — хыттӑнах мар кулса ячӗ килнӗ ҫын.

— Вот ты, оказывается, какая штука, — негромко рассмеялся приезжий.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унччен авӑ, пӗрмаях е тырӑсем пулмастчӗҫ, е начар пулатчӗҫ, халӗ тата, ҫирӗм пӗрремӗш ҫултан пуҫласа, тырӑсем акӑш-макӑш йӑтӑнса пулма тытӑнчӗҫ!

То, бывало, все неурожаи да недороды, а то с двадцать первого года прямо-таки ломучие хлеба!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов авӑ, хӑйне мӑнна хывманскер, сарлака хулпуҫҫиллӗ те чуна кӑмӑллӑ йӗкӗт, вӑл пачах та ӗҫ айне пулса тӗнчери революцие кӗтсе чунсӑрланса кайнӑ Макар пек мар, Тимофей пек те мар…

А Давыдов был простой, широкоплечий и милый парень, совсем не похожий на зачерствевшего в делах и ожидании мировой революции Макара, не похожий на Тимофея…

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрре пиллӗх илетӗн, халӗ авӑ каллех ҫав влаҫах юратса пурӑнма тӑрӑшатӑн! — хӑпма пӗлмерӗ карчӑк, хӑй ывӑлӗ Яшка «влаҫа улӑштарма» килӗшменнине ниепле те ӑнкарса илеймесӗр юлнӑскер.

То благословление брал, а то уж опять этой власти прислуживаешь! — не унималась старуха, так и не уразумевшая, почему Яшка, сын ее, не согласился «сменять власть».

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех