Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Патша хӑйӗн шанчӑклӑ улпутне хула хапхине сыхлама тӑратнӑ; хапха анинче вӑл халӑх ури айне пулнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ; Турӑ ҫынни хӑй патне патша пынӑ кун мӗн каланӑ, пурте ҫавӑн пек пулса иртнӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне пӗрийӗн пуртти шыва ӳкнӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патши Иосафат вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Иорам Израиль патши пулма ларнӑ, вӑл вуникӗ ҫул патша пулнӑ, 2. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, анчах та ашшӗпе амӑшӗ чухлех иртӗнмен: вӑл Ваал кӗлеткине, хӑйӗн ашшӗ ӑсталанӑскерне, вырӑнӗнчен илсе пӑрахнӑ, 3. апла пулин те Нават ывӑлӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенчен, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхсенчен, хӑпман, ҫавӑн пекех туса тӑнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне Илия ту ҫинче ларнӑ, ҫав алпӳ ун патне улӑхнӑ та каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ту ҫинчен ан» тет.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Фесва ҫыннине Илияна каланӑ: Самари патши янӑ ҫынсене хирӗҫ тух та кала: Израильре Турӑ ҫук-им?
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине каланӑ: эсӗ мӗнле, эпӗ те ҫапла; сан халӑху мӗнле, ман халӑхӑм та ҫавӑн пекех; санӑн урхамахусем мӗнле, ман урхамахсем те ҫавӑн пекех, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пекех, Турӑ Иезавель ҫинчен те каларӗ: Иезавеле ӗнтӗ Изреель хӳми хыҫӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, терӗ; 24. Ахав кил-йышӗнчен кам хулара вилет, ҫавна йытӑсем ҫисе ярӗҫ; кам хирте вилет, ӑна вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ; 25. Ахав пек ҫылӑха парӑннӑ ҫын пулман-ха: вӑл, хӑйӗн арӑмӗ Иезавель хӗтӗртни хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса тӑчӗ; 26. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хуса янӑ аморрейсем пекех, йӗрӗхсене пуҫҫапса, йӗрӗнчӗк ӗҫсем туса пурӑнчӗ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Илия.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Навуфейпе пӗр хулара пурӑнакан ятлӑ ҫынсем вара — аслӑ ҫынсемпе чаплӑ ҫынсем — Иезавель хушнӑ пек, хӑйсене ярса панӑ ҫырура мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек тунӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫырӑвӗсенче вӑл ҫапла ҫырнӑ: халӑха типӗ тытмалли куна пӗлтерӗр, Навуфее халӑх умне лартӑр; 10. ӑна хирӗҫ икӗ юрӑхсӑр ҫынна лартӑр, вӗсем ӑна хирӗҫ кӳнтелесе калаччӑр: «эсӗ Турӑпа патшана хурларӑн» тетчӗр; ҫавӑн хыҫҫӑн илсе тухӑр та ӑна чулпа персе вӗлерӗр, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫавӑн чухне пророк ывӑлӗсенчен пӗри, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх, тепӗрне каланӑ: хӗне мана, тенӗ.35. Тогда один человек из сынов пророческих сказал другому, по слову Господа: бей меня.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша вӗсем каланине итленӗ, ҫавӑн пек тунӑ та.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сири патшине вара тарҫисем ҫапла каланӑ: вӗсен Турри — сӑрт-ту Турри, [айлӑм Турри мар,] ҫавӑнпа ҫӗнтерчӗҫ пире; вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫас пулсассӑн, эпир ҫӑмӑллӑнах ҫӗнмелле вӗсене, 24. эппин, ҫапла ту: ҫарсене ҫав патшасем ертсе ан кайччӑр, вӗсем вырӑнне ҫӗр пуҫлӑхӗсене ларт; 25. унтан — мӗн чухлӗ ҫын пӗтнӗ санӑн, ҫавӑн чухлӗ ҫӗнӗрен пуҫтар: лаши те, ҫар урапи те унччен мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавӑн чухлех пултӑр; вара вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫӑпӑр, ун чухне вӗсене ҫӗнтермеллипех ҫӗнтерӗпӗр, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл каланӑ: вӗсем килӗшӳ сӗнесшӗн тухнӑ пулсассӑн, чӗрӗлле тытса илӗр, вӑрҫӑпа тухнӑ пулсассӑн та, ҫавӑн пекех чӗрӗлле тытса илӗр вӗсене, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑн хыҫҫӑнах тӳперен Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑмӗ аннӑ та парнене те, вутта та, чулсене те, тӑпрана та ҫунтарса янӑ, урти шыва та типӗтсе янӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ҫавӑн пек тунӑ та.]
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне Ахав хӑй керменӗн пуҫлӑхне Авдие чӗнсе илнӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухне Израиль халӑхӗ икке пайланнӑ: пӗр пайӗ Фамния, Гонаф ывӑлне, патшана лартасшӑн пулнӑ, тепӗр пайӗ Амврий майлӑ пулнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Вааса ӗнтӗ Рама хулине тума чарӑннӑ та Фирца хулине таврӑннӑ.21. Услышав о сем, Вааса перестал строить Раму и возвратился в Фирцу.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иеровоам саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче уяв ирттермелле тунӑ, ҫак уяв Иудейӑра ирттерекен уяв евӗрлӗ пулнӑ; ҫавӑн чухне парне вырӑнӗ ҫинче парнесем кӳнӗ; хӑй тунӑ пӑру кӗлеткисене те Вефильте парне кӳнӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Турӑран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 23. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — кала, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм йӑхне те, ытти халӑха та кала: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе, Израиль ывӑлӗсемпе, вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тет.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.