Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кайри шӑлӗсем юлманпа пӗрех-ҫке, хӑрах куҫсӑр, чӗрнисем катӑлса пӗтнӗ, усӑк хырӑмлӑ…

— Кутних зубов почти не осталось, на глаз кривая, копыта все порепанные, вислопузая…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫиелтен пӑхма кӗсри чип-чиперех пек курӑннӑ: шӑши тӗслӗ, усӑк хӑлхаллӑ, хӑрах куҫне шур илнӗ, анчах питех те шухӑскер пулнӑ.

Кобылка, когда при покупке он осматривал ее, на вид была кругла, масти мышастой, вислоуха, с бельмом на глазу, но очень расторопна.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна алла тытрӑм та… — Половцев темле айӑплӑн, именчӗклӗн, тутин хӑрах енӗпе кӑна йӑл кулса илчӗ.

И вот тогда я взял его на руки… — Половцев улыбнулся как-то виновато, смущенно, одною стороною рта.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов хӑрах енчен ҫак комсомолецӑн, Давыдов ӗнер хӑйне кура мар ачашшӑн Ванюшка тесе чӗннӗ йӗкӗтӗн, нимӗнпе те палӑрман, темле, хуратутлӑ пичӗ-куҫӗ ҫине тимлӗн тинкерсе пӑхса пырать.

Нагульнов сбоку пытливо всматривался в неприметное, засеянное какими-то ребячьими веснушками лицо комсомольца, которого Давыдов вчера с несвойственной ему ласковостью назвал Ванюшкой.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара вӑл шӑрпӑкне чӑлтах ҫутса ячӗ те курах кайрӗ: кӗтесре, сӑсӑл тултарнӑ ещӗк хыҫӗнче, Лятьевскин хӑрах куҫӗ йӑлтӑртатса илчӗ, унпа юнашарах тата ним тума аптӑраса ӳкнӗрен юбкине турткаласа, ҫамки ҫине анса ларнӑ тутӑрне тӳрлеткелесе хӑмач пекех хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ кинӗ тӑрать…

Чиркнув спичкой, увидел в углу за ящиком с отрубями одиноко блеснувший глаз Лятьевского, а рядом красную, как кумач, сноху, смущенно одергивавшую юбку и поправлявшую сбитый на затылок платок…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫрӗ (Яков Лукич ун ҫине минтер айӗнчен хӑрах куҫӗпе пӑхса выртрӗ), пӗҫернӗ груша туртса кӑларчӗ, чаплаттарса ҫиме пуҫларӗ, чикарккине мӑкӑрлантарса, хӑпарсарах тӑракан ҫап-ҫара кӑкрине шӑлкаласа, хӑй патне кӗчӗ.

Попил (Яков Лукич смотрел на него из-под подушки одним глазом), достал разваренную грушу, зачавкал, пошел, дымя цигаркой, поглаживая по-бабьи голую пухловатую грудь.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй, власть тӗпренех улшӑнасса, чуна килентерекен юнлӑ тавӑру вӑхӑчӗ ҫитессе чӗререн савӑнса кӗтекенскер, тӗтӗм кӑларса тултарнӑ сывлӑша тӗрӗс тӑрса юлнӑ хӑрах сӑмси ҫунаттине карӑнтара-карӑнтара, лӑкӑрт та лӑкӑрт сывлать.

И, предвкушая переворот, кровяную сладость мести, от удовольствия раздувая одну уцелевшую ноздрю, с хлюпом всасывал ею прокуренный воздух.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынни хӑрах урипе вилӗм шӑтӑкӗнче тӑрать, эсӗ пур…

Человек одной ногой в могиле, а ты…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн ҫыхман хӑрах питҫӑмартине те ҫавӑн пекех ерипен тӗксӗм кӑвак сӑн килсе ҫапрӗ, хӑлхи шуралма пуҫларӗ.

И так же медленно крылась трупной синевой одна незавязанная щека его, бледнело ухо.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Иван Иванычӗ вара пӗрмаях хӑрах аяккинчен тепӗр аяккинелле ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна вырткаласа, ассӑн сывла-сывла ярса ирттеркеленӗ хыҫҫӑн ура ҫине тӑчӗ, каллех тулалла тухрӗ, алӑк умне ларса чӗлӗмне чӗртсе ячӗ.

А Иван Иваныч все ворочался с боку на бок и вздыхал, а потом встал, опять вышел наружу и, севши у дверей, закурил трубочку.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Ак сценка сире: Коваленко, яштак, ҫирӗп, мӑнттай этем, тӗрленӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, урампа утса пырать, картуз айӗн тухса анакан ҫӳҫ муклашки ҫамки ҫине ӳкнӗ; хӑрах аллинче пӗр тӗрке кӗнеке, тепринче туратлӑ хулӑн туя.

Вот вам сцена: идет Коваленко по улице, высокий, здоровый верзила, в вышитой сорочке, чуб из-под фуражки падает на лоб; в одной руке пачка книг, в другой толстая суковатая палка.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Пӗр рота салтак, хӑрах флангӗпе ҫурт стени ҫумне, теприпе йывӑҫ пахчин тимӗр решетки ҫумне тӗренсе, дворец патне тухмалли ҫула картласа илнӗ.

Рота солдат опиралась одним флангом о стену здания на углу Невского проспекта, другим о железную решётку сада, преграждая дорогу на площадь ко дворцу.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Салтаксем, хӗҫӗсемпе хӑмсарса, вӗсене ҫын пуҫ тӑррисем ҫинелле янӑ, хӗҫпе каснӑҫем вӗсен кӗлеткисем хӑрах айӑккинелле чалӑшнӑ.

Солдаты взмахивали саблями и опускали их на головы людей, и вслед за ударом тела их наклонялись набок.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ҫавӑнтан вара унӑн хӑрах питҫӑмартийӗ ҫинче шӑтӑк пулса юлчӗ; ҫав вырӑна чуптусан питӗ юрататчӗ…»

С той поры у него на щеке стала ямка, и он любил, когда я целовала ее…

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Унӑн хӑрах енчи хӑмӑр мӑйӑхӗнче улӑм пӗрчи ҫакланса тӑнӑ, тепӗр улӑм пӗрчийӗ сулахай питҫӑмартинчи хырман сухал шӑрчӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, хӑлхи хыҫне вӑл тин ҫеҫ хуҫнӑ пӗчӗк ҫӑка турачӗ хӗстернӗ.

В одном буром усе у него торчала соломина, другая соломина запуталась в щетине левой бритой щеки, а за ухо он заткнул себе маленькую, только что сорванную ветку липы.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Юлхавлӑн утаҫҫӗ выльӑхсем; кӗтӳҫӗ — хӑрах куҫлӑ, пӑрнӑҫ туталлӑ ватӑ старик, пуҫне уснӑ та хӑйӗн ури ҫине пӑхса пырать.

Пастух, дряхлый старик с одним глазом и покривившимся ртом, идет, понуря голову, и глядит себе под ноги.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Лешӗ, хӑрах аллипе пӳрт кӗтессинчен тытӑнса, тепринпе хурт ҫинелле шыв сирпӗтрӗ.

Тот, держась одной рукой за угол избы, другой начал кропить пчел водой.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрача хушӑран ташлакаласа илчӗ, хушӑран, хӑрах урине тӑрна пек хуҫлатса, вӗтеленнӗ чӗркуҫҫине хыҫасшӑн пулчӗ.

Девочка то пританцовывала, то, поджав, как журавль, одну ногу, другой старалась потереть обожженное крапивой колено.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑрах алӑ вӗҫҫӗнех пурсӑра та ҫӗнтерӗп! —

— Выходи на одну руку, всех поборю! —

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катерина хыҫӗнчен, калинкке алӑкӗ хупӑнсанах, Феня пиччӗш тавра хӑрах уран сике-сике, пурне те каласа пачӗ; Санька халӗ госпитальти суранланнӑ ҫын вырӑнӗнче, вӑл вара санитарка пекки, суранлӑ Санька вӑл хушнине пурне те итлемелле: йывӑр япала йӑтмалла мар, килтен тухмалла мар, вырӑн ҫинче кӑна выртмалла.

Но, как только за Катериной захлопнулась калитка, Феня запрыгала вокруг брата на одной ножке и все выболтала; он, Санька, теперь как раненый в госпитале, а она вроде санитарки, и раненый должен ее во всем слушаться, тяжелого ничего не поднимать, из дому не отлучаться и лежать в постели.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех