Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нумай сăмах пирĕн базăра пур.
нумай (тĕпĕ: нумай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай ҫын унпа тӗллевлӗн те усӑ курма пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Пысӑк ушкӑна – хӑнасемпе мӗнпур шайри ертӳҫӗсене, депутатсене, районти актива тивӗҫлипе кӗтсе илес – пите хӗретес мар тесен ҫак вӑхӑтчен (пӗр уйӑхра\!) нумай ӗҫ пурнӑҫлама ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнакан 9 мӑшӑра, нумай ачаллӑ ҫавӑн чухлех ҫемьене, ал ӗҫ ӑстисене парнесемпе сумлани те кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/

Ҫакна калатӑп мар-и: ун умне эпӗ ытла та нумай чӑрмав кӑларса тӑратмастӑп-и-ха.

Я вот и говорю: много у меня всяких условиев получается.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

— Вӑт ҫавна курса калатӑп та; ытла та чир-чӗрпе аптӑракан нумай.

– Вот то-то и гляжу: много хворых.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Сӗмсӗррӗн тӳлеменнисен шутӗнче Светлана Александровна Ҫӗнӗ Шупашкарти ЖКХри УК МУПа асӑнчӗ - «муниципалитет предприятийӗ, хула администрацийӗн ячӗпе ӗҫлет темелле, анчах туллин тӳлемест. Ҫуллахи уйӑхсенче те, халӑх хывакан тӳлевсем пӗчӗк чухне, нумай укҫа тӳлесе ҫитереймест».

Куҫарса пулӑш

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Нумай регионта ҫак ыйту питӗ ҫивӗч-ха та…

Куҫарса пулӑш

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ.

Вопросы чебоксарцев будут принимать по многоканальному телефону 23-50-06.

Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линийӗ» эрне каярах пулӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22355.html

Кунтан шӑршӑ перет, бензинран пенӗ пек, — нумай шухӑшласа тӑраймастӑн.

Этот с вонью, как бензин, — долго не будешь раздумывать.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Унсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Енри «Урожай» спорт обществин ӑмӑртӑвӗсенче нумай хутчен ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ентеш // П.ЗАЙЦЕВ. Каҫал ен, 2019.06.11, http://kasalen.ru/2019/06/11/%d0%bf%d1%83%d0%bb%d1%82%d0%b0%d1%80%d1%83%d0%bb%d0%bba-%d0%b5%d0%bd%d1%82%d0%b5%d1%88/

Йӑлмахва ялӗнче нумай пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫын ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ентеш // П.ЗАЙЦЕВ. Каҫал ен, 2019.06.11, http://kasalen.ru/2019/06/11/%d0%bf%d1%83%d0%bb%d1%82%d0%b0%d1%80%d1%83%d0%bb%d0%bba-%d0%b5%d0%bd%d1%82%d0%b5%d1%88/

Чи маттур та лайӑх ӗҫлесе пыракан, «Каҫал ен» хаҫата 2019 ҫулхи пӗрремӗш ҫурҫултан ытларах тата чи нумай ҫырӑнтарнӑ почта уйрӑмне ПЫСӐК ПАРНЕ кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Маттур ӗҫлекенсене – парне // Каҫал Ен. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

«Хӑй вӑхӑтӗнче пая кӗрсе нумай ҫын улталаннӑччӗ. Ку ыйтусене эпир татса панӑ. Анчах унтанпа яваплӑх условийӗсем улшӑннӑ. Ҫавӑнпа та ҫынсен укҫипе питӗ тирпейлӗ пулмалла».

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Ятне тенӗ пекех: ялӗ пысӑках мар пулин те, Ҫӗнялтан паллӑ ҫын нумай тухнӑ: пӗр полковник, икӗ летчик, тухтӑр, корреспондент…

Как-то так получилось, что из деревни Новой, хоть она небольшая, много вышло знатных людей: один полковник, два летчика, врач, корреспондент…

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Глеб Капустин — хӗрӗхелле ҫывхарса пыракан, нумай пӗлекен, кулма-тӑрӑхлама, сӑмах ҫапма ӑста, тачка туталлӑ шуранка арҫын.

Глеб Капустин – толстогубый, белобрысый мужик сорока лет, начитанный и ехидный.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Укҫа тупни ҫинчен ҫав тери нумай калаҫрӗҫ, ӑна ҫав тери хапсӑнса пӑхрӗҫ, ӑна ҫав тери хытӑ пӑхса савӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та граждансенчен нумайӑшӗ ҫавна курнипе ухмаха ерсе кайрӗҫ.

О ней говорили без конца, завидовали, восторгались, многие горожане даже повредились в рассудке, не выдержав нездорового волнения.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа та, хӑнана пынисенчен нумайӑшӗн вырӑнтан тапранман пурлӑхӗ ҫавӑнтан хаклӑрах тӑнӑ пулин те, тӑруках ҫакӑн пек нумай укҫана нихӑшӗ те курман-мӗн.

Никому из присутствующих еще не приходилось видеть такой кучи денег сразу, хотя у некоторых гостей были капиталы и побольше этого.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн чул нумай ылтӑна курсан, пӑхса ларакансен сывлама сывлӑшӗ те тӑвӑрланса килнӗ пек пулчӗ.

От такой картины у всех гостей захватило дыхание.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унта Тэчерсем, Гарперсем, Роджерссем, Полли мӑнаккӑшӗ, Сид, Мэри, пачӑшкӑ, хаҫат редакторӗ тата ытти халӑх та нумай, вӗсем пурте праҫник чухнехи пек тумланнӑ.

Тэтчеры были здесь, Гарперы, Роджерсы, тетя Полли, Сид, Мэри, пастор, редактор местной газеты и еще много народа, все разодетые по-праздничному.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ну каяр ӗнтӗ, Гек, эпир ахаль те кунта ытла нумай лартӑмӑр.

Ну, пошли, Гек, мы здесь без конца сидим, — должно быть, уже поздно.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех