Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшнӑ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Н.Демидов вӑрҫӑ инваличӗ пулсан та пӗтӗм вӑйне хурса тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫамрӑк специалист пурнӑҫ ҫулне Шупашкарти промышленноҫ тракторӗсен заводӗнче пуҫланӑ: малтанхи вӑхӑтра — цехри сывлӑх кабинетӗнче, каярахпа — заводпа юнашар ҫӗкленнӗ поликлиникӑра /халӗ унта — стоматологи поликлиники/, унтан — Больница комплексӗн неврологи уйрӑмӗнче ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Амӑшӗ Анна Анисимовна Шупашкарти медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хулари 1-мӗш больницӑн поликлиникинче фельдшер-лаборантра тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫавӑнпа ҫынсем тӗллевсене пурнӑҫлассишӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Трактор завочӗллӗ Волгоград, тракторсем шухӑшласа кӑларакан Харьковри институт ертӳҫисем ҫӗршывӑн патшалӑх органӗсенче ӑна хӑйсен патӗнче лартассишӗн тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чӑн та, вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ Алексей заводра.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

1941 ҫулхине Ленинградри заводра токарьте тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Тухтӑрсем Дмитрий пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Юрать, ҫак уяв пултӑр тесе чунӗсене парса тӑрӑшнӑ ҫынсене райцентрта герой палӑкне уҫма тивӗ ӗнтӗ тесе шухӑшласа, ку ҫитменлӗхе шута илес темерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Евдокия Гавриловна стройкӑра, столовӑйӗнче, ача садӗнче тӑрӑшнӑ.

Евдокия Гавриловна работала на стройке, в столовой, детском саду.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Вӗренессе вӑл лайӑх вӗреннӗ, ялан пӗлӗвне ӳстерсе пыма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

1981 ҫулччен вара выльӑх самӑртакан «Ишлейский» совхоз директорӗнче, Учхоз директорӗн ҫумӗнче тата тепӗр 5 ҫул «Заготсбытбаза» директорӗнче тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Шарпаш – «Тӗрлӗрен чӑваш апат-ҫимӗҫӗ», Шупашкаркасси – «Чи илемлӗ чӑваш тумӗсем», Хыркасси – «Чи лайӑх чӑкӑт», Хорнсор – «Чи лайӑх квас», Питтикасси – «Чи лайӑх алӑ ӗҫӗ», Крикакасси ялӗпе Ҫӗктер поселокӗ «Чӑваш культурине аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ» номинацисенче дипломсене алла илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Амӑшӗ Анна Александровна хӑйӗн ачалӑхӗ телейлӗ пулманран /ашшӗпе амӑшӗ вӑрҫӑра вилсен тӑлӑха юлнӑ, шӑллӗсем выҫӑпа вилнӗ/ хӑйӗн тӗпренчӗкӗсемшӗн тем пек тӑрӑшнӑ.

Мать Анна Александровна, не видевшая счастливое детство, (мать с отцом погибли на войне и она росла сиротой, младшие братья погибли от голода) о своих крошках заботилась, как могла.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кирек хӑш ӗҫ патне те алли пынӑран, педагогика институтӗнче вӗреннӗ чухне студентсен строительство отрячӗн йышӗнче 4 ҫул тӑрӑшнӑ, вӗсенчен 2 ҫулне отряда ертсе пынӑ.

Он, будучи мастером на все руки, еще когда учился в педагогическом институте, 4 года работал в составе студенческого строительного отряда, из них 2 года руководил отрядом.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Шкулта вӗреннӗ тапхӑрта ҫуллахи каникулсенче яланах колхозра тӑрӑшнӑ, ашшӗ-амӑшне пулӑшнӑ, лаша кӳлсе хуҫалӑх уй-хирне тухнӑ.

Во время учебы в школе на летних каникулах всегда работал в колхозе, помогал родителям, выходил на колхозные поля с запряженной лошадью.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Кил хуҫи пӗр ӗҫрен те ӳркенменскер, вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ, халӗ тырӑ склачӗн хуралҫинче вӑй хурать, мӑшӑрӗ Татьяна вара 20 ҫул ӗнтӗ доярка.

Хозяин, который не чурается никакой работы, в свое время работал в различных местах, нынче трудится сторожем на складе зерна, а супруга Татьяна уже 20 лет работает дояркой.

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Юлия Филипповна хӑйӗн ӗҫӗ‚ унпа пӗрле тӑрӑшнӑ ӗҫтешӗсем – Римма Кузьминична Яковлева тата Лидия Петровна Яковлева — ҫинчен яланах ӑшшӑн аса илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Телерадиокомпанире 19 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн тытрӑм та ӗҫрен хам ирӗкпе кайма ыйту ҫыртӑм.

После 19 лет работы в телерадиокомпании взял и написал заявление об увольнении по собственному желанию.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ.

По мере возможности старались помочь.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех