Шырав
Шырав ĕçĕ:
Василёк, хӑнӑхса тата ӑшӑнса ҫитсен, тепӗр хут каласа пачӗ, каланӑ май ҫакна хушса хума та манмарӗ:Василек, освоившись и обогревшись, повторил свой рассказ, не преминув добавить:
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫапах куҫҫуль хуйха кӑшт ҫӑмӑллатать, ун витӗр, ӑшӑнса ҫитеймен ҫӗре шӑтарса тухакан ачаш калча пек, йӑваш та минутран минута вӑй илекен кулӑ курӑнать.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӗсем хура пӑнчӑллӑ хӗрлӗ кукамайсене, ҫуркунне сассине чи малтан илтекен, кунӗпех тӑпрасӑн ӑшӑнса типнӗ хӗрринче чупаканскерсене, куҫ хывнӑ пулмалла.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ӑшӑнса ҫитсен, ача тавралӑха чӑр-чӑр-чӑр пӑхма тытӑннӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тен, ку ватӑ вӑрӑмтунах кӑмака ҫинчи мотыльсем хушшинче ӑшӑнса чӗрӗлнӗ, анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен чӗрӗлсе нӑйлама тытӑннӑ-ҫке.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Акӑ ӗнтӗ аппа килчӗ те манран ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, анчах эпӗ пӗр ыйтӑвне те ӗретлӗ тавӑрса калаймарӑм, мӗншӗн тесен нимӗн те ӑнкараймастӑп: фермерӗсем ҫав тери пӑлханаҫҫӗ, пӗрисем хурахсене хирӗҫ халех тухмалла, ҫур ҫӗр ҫитесси темиҫе минут кӑна юлнӑ теҫҫӗ, хурах ҫынни сурӑхла макӑрма тытӑниччен тӑхтамалла теҫҫӗ; ҫитменнине тата, Салли аппа хӑпа пӗлмест, эпӗ йӑлт чӗтрене ертӗм, хӑранипе ура ҫинче аран тӑратӑп; пӳлӗм ӑшӑнса кайрӗ, манӑн шлепке ӑшӗнчи ҫу, ирӗлсе, мӑйпа тӑнлав тӑрӑх юхма тытӑнчӗ; пӗр фермерӗ халех хӳшше кайса, вӗсене сыхласа лармалла та пырса кӗрсенех ярса тытмалла тесен, — эпӗ чутах тӳнсе каймарӑм; ҫак вӑхӑтра манӑн ҫамка тӑрӑх ҫу юхса анчӗ.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр чирлӗ негр ҫеҫ тӑпрас ҫинче хӗвел питтинче ӑшӑнса ларать, вӑл каласа панӑ тӑрӑх, хулари пӗтӗм халӑх, чирлисемпе ватӑ-вӗтӗсӗр пуҫне, вӑрмана, икӗ мильӑна, турра кӗлтума кайнӑ-мӗн.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Аякран ҫеҫ улӑхран, хӗвелпе ӑшӑнса кӗмӗл ҫӗлен пек авкаланса пыракан юханшыв енчен, кӑшкӑрнӑ сасӑсем килеҫҫӗ.Лишь издали, снизу, оттуда, где серебристой змейкой пригрелась на солнце река, долетали крики.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Акӑ бетон ҫинче пӗр эрне хушши ӑшӑнса выртрӗ, улӑмӗ нимӗн те пулӑшмасть-ҫке, кайран вара «ещӗке кӗрсе выртӗ», — терӗ грузчик Акима салхуллӑн.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫӗр каҫа сивӗ шӑннӑ ачасем, хӗвел ҫинче ӑшӑнса, ҫывӑрса кайрӗҫ.Пригреваемые солнышком, уснули, продрогнув за ночь, ребятишки.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Эпе кӗтессе кӗрсе ларсан, ӑшӑнса ҫитрӗм те шухӑша кайрӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Тунката ҫинче, хӗвелпе вӗриленнӗ ҫӗрте, эпӗ вунӑ шӑрчӑк, икӗ калта, ултӑ шӑна, икӗ пӑван ӑшӑнса ларнине куртӑм.
Ватӑ асатте // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 102–103 с.
Пӗрре каҫхине эпир вут хурса ӑшӑнса лараттӑмӑр, ҫав вӑхӑтра пирӗн пата ҫывӑхри ялтан пӗр асатте пырса, пире пӑшисем ҫинчен сунарҫӑсен тӗрлӗ юмах-халапӗсене каласа пама тытӑнчӗ.
Пӑшисем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 85–87 с.
Хӑш чухне, ырӑ шӑршӑллӑ ваннӑран тухса, пӗтӗмпех ӑшӑнса ачашланса кайнӑ, ун пек чухне вӑл пурӑнӑҫ нимӗскере те тӑманни ҫинчен, хуйхӑлли ҫинчен, ӗҫпеле усал ҫинчен те шухӑша кайнӑ…
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ман чӗрем хаяррӑн ҫӗкленчӗ те хытрӗ; эпӗ ҫӗрлечченех куҫ харшисене пӗрсе, тутана ҫыртса ҫӳрерӗм — кӗсьере ӑшӑнса кайнӑ ҫӗҫҫе сӑтӑркаласа, малтанах темле хӑрушӑ ӗҫ тума хатӗрленсе, каллӗ-маллӗ уткаларӑм.
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Хыр лӑссипе те сарӑ ҫулҫӑпа витӗннӗ ҫӗр ҫинче хӗвел ӑшшипе ӑшӑнса пӗр хускалмасӑр, пӗр шухӑшсӑр тенӗ пек выртас килчӗ унӑн.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл ҫунатне усса, тӗкӗсене тӑратса хӗвел ҫинче ӑшӑнса ларнӑ.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл часах типсе те ӑшӑнса та ҫитрӗ.
Хӑрушӑ каҫ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Тимӗр кӑмака умӗнче тумтирне типӗтрӗ, ӑшӑнса ҫитрӗ те Григорий ҫумне сак ҫине пырса ларчӗ.Высушив одежду возле печурки, обогревшись, подсел к Григорию на нары.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорин шӑлӗсем шаккарӗҫ, ҫурӑмӗ сӑрӑлтатрӗ, хӑй те вӑл пӗтӗм кӗлеткипе сиксе чӗтрерӗ, анчах ҫил пек вӗҫтерсе пынипе часах ӑшӑнса ҫитрӗ те хутор патнелле ҫывхарарахпа, йӗри-тавралла унӑн-кунӑн пӑхса, кашни сас-чӗве тимлӗ тӑнласа, лашисене уттарса кайрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.