Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӑшисем

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 85–87 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 10:23

Пуплевӗш: 39; Сӑмах: 347

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Пӗрре каҫхине эпир вут хурса ӑшӑнса лараттӑмӑр, ҫав вӑхӑтра пирӗн пата ҫывӑхри ялтан пӗр асатте пырса, пире пӑшисем ҫинчен сунарҫӑсен тӗрлӗ юмах-халапӗсене каласа пама тытӑнчӗ.

— Пӑшисем мӗнле вӗсем? — тесе ыйтрӗ пирӗнтен пӗри.

— Пит аванскерсем, — терӗ асатте.

— Ӑҫтан аван пулччӑр-ха вӗсем! — терӗм эпӗ. — Элес-мелес пысӑк, урисем ҫип-ҫинҫе, сӑмси кукӑр, мӑйракисем — кӗреҫе пек. Чӑнах та вӗсем калама ҫук илемсӗр.

— Ҫук, пит аванскерсем, — тет ҫине тӑрсах асатте. — Шыв чакнӑ вӑхӑтра пӗрре ҫапла пулчӗ: пӑхатӑп, пӑши икӗ пӑрушӗпе ишсе килет. Эпӗ йывӑҫ тӗмӗ хыҫне пытантӑм. Пӑшалпа перес тесе шутланӑччӗ, анчах урӑхла шухӑш килсе кӗчӗ: вӑл пурпӗрех ниҫта та каяс ҫук, тухтӑр-ха типӗ ҫӗре, терӗм. Акӑ вӑл ишет те ишет, ачисем ун хыҫӗнчен ӗлкӗреймеҫҫӗ, шыв хӗрринче ӑшӑх: вӑл пылчӑк тӑрӑх пырать иккен, пӑрушӗсем путаҫҫӗ, кая юлчӗҫ. Мана интереслӑ пулчӗ. Курӑнам-ха ун куҫне: пӑрахса тарӗ-и вӑл, е ачисене хӑвармӗ-и? тесе шухӑшларӑм.

— Эсӗ ӑна вӗлерес тесе шутланӑ вӗт? — терӗм эпӗ.

— Акӑ аса илтӗм! — терӗ асатте тӗлӗнсе. — Эпӗ ун чухне манса кайнӑ, пурне те маннӑ, пӗр япалана ҫеҫ астӑватӑп: хӑйӗн ачисене пӑрахса тарӗ-и вӑл, е вӗсен пирӗнни пекех-и, тетӗп. Ну, мӗнле шухӑшлатӑр эсир?

— Шухӑшлатӑп, — терӗм эпӗ, тӗрлӗрен пулнӑ ӗҫсене аса илсе, — вӑл вӑрман патне чупса кайӗ те ҫавӑнтан, йывӑҫсем хыҫӗнчен е сӑрт ҫинчен, сӑнаса е каясса кӗтсе тӑрӗ, — тетӗп.

— Ҫук, — терӗ асатте, ман сӑмаха пӳлсе. — Вӗсен те пирӗнни пекех иккен. Амӑшӗ ман ҫине хаяррӑн ҫиленсе пӑхрӗ, манӑн ун ҫине сӑнӑпа сулмалла пулчӗ. Пӑрахса тарӗ те, эпӗ пӑрушӗсене тытса илӗп, тесе шухӑшларӑм. Вӑл нимӗнне те пӑхмасть — тӳрех ман ҫине килет, хӑй хаяррӑн пӑхать. Пӑши пӑрушӗсем пылчӑкран тухаҫҫӗ. Мӗн шутлатӑр ӗнтӗ эсир? Мӗн тума тытӑнчӗҫ-ха вӗсем, ҫӗр ҫине тухсан?

— Амӑшне ӗмме?

— Ҫук, ҫӗр ҫине тухсан — тӳрех выляма тытӑнчӗҫ. Эпӗ кимӗпе вӗсем патнех пырса чарӑнтӑм та, ытараймасӑр пӑхатӑп — шӑп ачасем пекех. Пӗри уйрӑмах маттурччӗ. Нумайччен вылярӗҫ, выляса тӑрансан, амӑшӗ патне чупса кайрӗҫ, амӑшӗ вӗсене малалла ертсе кайрӗ, лӑпкӑнах кайрӗҫ те кайрӗҫ…

— Эсӗ вӗсене тивмерӗн-и вара?

— Ҫапла, манса кайрӑм, манӑн аллӑмсене ҫыхса лартнӑ пекех пулчӗ. Хамӑн аллӑмри сӑнна пӗрре ҫеҫ сулса ямаллаччӗ…

— Эх, мӗнле студень пулатчӗ! — терӗм эпӗ.

Асатте ман ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ те:

— Пӑши пӑрушӗнчен студень чӑнах та аван пулать. Анчах вӗсем ытла та аванскерсем… Студень ҫинчен те манса кайрӑм, — терӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех