Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗтрӗ (тĕпĕ: типӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик ӑна шӑлса пӑрахрӗ, аллаппине чӗрӗ пиртен ҫӗленӗ аялти йӗм ҫумне шӑлса типӗтрӗ.

Дед смахнул ее, ладонь вытер о суровые холщовые подштанники.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Леҫнӗшӗн, мӗн чухлӗ тӑрать, тӳлӗп, — терӗ пан, унтан хӗремесленнӗ пичӗ ҫинчи тарне шарфпа шӑлса типӗтрӗ те аяккалла кайса тӑчӗ, хулпуҫҫийӗ урлӑ чӗнпе ҫакса янӑ фляжкӑна хывма пикенсе, аяккӑн чалӑшса илчӗ.

— Что стоит — заплачу, — посулил пан и, вытирая шарфом пот с багрового лица, отошел в сторону, скособочился, снимая с плеча узкий, прикрепленный к фляге ремешок.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, урисемпе йӗнер йӑрани ҫине чӗввӗн тарса, кашкӑр хыҫӗнчен сӑнама тытӑннӑ, ҫил каснипе шывланса кайнӑ куҫӗнчи куҫҫульне ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Привставая на стременах, Григорий следил за ним, вытирал рукавом слезы, застилавшие нахлестанные ветром глаза.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗтмен ҫӗртенех вӗткеленсе ӳкнӗ Петро пуҫӗ ҫине пӗр цыбарка ҫӑл шывӗ ячӗ, унтан типшӗнме ҫакнӑ ут ҫиттийӗпе лайӑх шӑлса типӗтрӗ те пуп патне кӑларса ячӗ.

Ошалелому от неожиданности, вылила Петру на голову цибарку колодезной воды, досуха вытерла подвернувшейся под руку попоной, проводила к попу.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑравҫӑлӑхпа чӑтӑмсӑрлӑх кӑварӗ ҫӑткӑннӑн ҫуласа илчӗ унӑн питне, типӗтрӗ ҫӑварӗнчи сурчӑкне.

Огонь страха и нетерпения жадно лизал ей лицо, сушил во рту слюну.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӑлтӑркка куҫҫуль тумламӗ ҫине хӗвелҫаврӑнӑш тусанӗсем витӗр тусанланса тухнӑ чалпашла ҫутӑ ӳксе ҫутатрӗ, питҫӑмарти тӑрӑх кусса аннӑ тумламӑн нӳрӗ йӗрне типӗтрӗ.

Кривой, запыленный в зарослях подсолнухов луч просвечивал прозрачную капельку, сушил оставленный ею на коже влажный след.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья юбкине пӑрса типӗтрӗ, пулӑ миххине хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хучӗ, хӑйӑр ярӑмӗ тӑрӑх чупса кайнӑ пекех ыткӑнчӗ.

Аксинья, морщась, выжала юбку, подхватила на плечи мешок с уловом, почти рысью пошла по косе.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Марийка сасартӑк шӑпланчӗ, кутник ҫинчен тӑрса, нӳрлӗ пит-куҫне шӑлса типӗтрӗ.

Марийка вдруг замолкла, поднялась на нарах, энергично обтерла платком мокрое лицо.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Григорий тӳрленсе тӑчӗ, ҫӳҫне аллипе пӑрса типӗтрӗ, вара, ҫурӑмӗпе кӑкӑрне алшӑллипе шӑла-шӑла, пӳрте васкаса кӗрсе кайрӗ.

Григорий выпрямился, сбил рукой волосы и, вытирая спину и грудь полотенцем, торопливо ушел в дом.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Татьяна ачипеле тӑванӗсем патне килчӗ, колхозра ӗҫлеме пуҫларӗ, партине кӗчӗ; ҫакӑнта, ҫак пӳлӗмре тата ҫак кровать ҫинче упӑшкишӗн макӑрса куҫҫулне типӗтрӗ, арсӑр арӑмӑн йывӑр хуйхине тӳсрӗ…

Татьяна приехала с ребенком к родным, стала работать в колхозе, вступила в партию и тут, вот в этой комнате и на этой кровати, выплакала все слезы по мужу и испытала страшное вдовье горе…

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Минтер питне хывса илчӗ те вӑл хул-ҫурӑмӗнчи сивӗ тарне шӑлса типӗтрӗ, тумланчӗ.

Он снял пижаму, вытер пот на груди и на спине, оделся.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

— Христос ҫӑлтӑр сана, — терӗ старик, — унтан урайӗнче йӑваланса выртакан чамбарӗпе пишметне илсе тӑхӑнчӗ те чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ, аллисем ҫине чӳлмек катӑкӗнчен шыв юхтарчӗ, вӗсене кивӗ чамбарӗ ҫумне шӑлса типӗтрӗ, тура хуҫӑкӗпе сухалне якатса тӳрлетрӗ те Лукашка умне тӑчӗ, — Хатӗр, — терӗ вӑл.

— Спаси тебя Христос, — проговорил старик, поднял валявшиеся на полу чамбары и бешмет, надел их, затянулся ремнем, полил воды из черепка на руки, отер их о старые чамбары, кусочком гребешка расправил бороду и стал перед Лукашкой, — Готов! — сказал он.

XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Часах хӗвел тухрӗ, ҫӗре, ҫӑм миххисене, Егорушка тумтирне типӗтрӗ, анчах михӗ ҫинче выртакан ача ҫаплах чӗтрерӗ те чӗтрерӗ-ха.

Егорушка лежал на тюке и дрожал от холода, хотя солнце скоро показалось на небе и высушило его одежду, тюк и землю.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫук, вӑл куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ.

Нет, она утерла слезы.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Макар Лушкӑран асӑнмалӑх юлнӑ чӗнтӗрлӗ тутӑрӗпе ҫамки ҫинчи тарне шӑла-шӑла типӗтрӗ, Ҫӑрттан мучи, ҫӑварне карса пӑрахса, ҫур кун тилӗ хыҫҫӑн хӑваланӑ вӗшле йытӑ пек сывлать.

Макар вытирал оставшимся на память о Лушке женским кружевным платочком пот со лба, дед Щукарь, широко раскрыв рот, дышал, как гончая собака, полдня мотавшаяся за лисой.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хамӑрӑн ӗҫ… хальхинче ӑнӑҫлӑ пулайманшӑн йӗретӗп… — сассине янӑратсах каларӗ Половцев, унтан, аллине сарлакан сулса илсе, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хыврӗ, унпала куҫҫулне шӑлса типӗтрӗ.

— О том плачу, что не удалось наше дело… на этот раз… — звучно сказал Половцев и размашистым жестом снял белую курпяйчатую папаху, осушил ею глаза.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Половцев тарӑннӑн сывласа илчӗ, толстовка пиҫиххийӗ хушшинчен сулахай аллин пӳрнисене туртса кӑларчӗ, аллаппи тӳрчӗпе ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ, унтан хытӑрах сасӑпа малалла каларӗ:

— Половцев глубоко вздохнул, вынул из-за пояса толстовки пальцы левой руки, вытер тылом ладони пот на лбу и громче продолжал:

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ-и? — Щукарь мучи тарласа кайнӑ ҫамкине ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ, куҫӗсене мӑчлаттарма пуҫларӗ.

— Я-то? — Дед Щукарь вытер рукавом вспотевший лоб, заморгал.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫук, ҫук! — хӑраса ӳкрӗ секретарь, унтан, хутаҫланса ларнӑ куҫӗсене чирлӗ ҫын евӗр хӗсӗнтерсе, пӗчӗк тутӑрпа ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ.

— Нет-нет! — испугался секретарь и, болезненно щуря сумчатые глаза, вытер платочком со лба пот.

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк хуҫи пӗчӗк тутрипе ҫамкине тата тути хӗррисене шӑлса типӗтрӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Хозяин лисьего треуха вытер платочком лоб и губы, продолжал:

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех