Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗтрӗ (тĕпĕ: типӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бунинӑн куҫӗсенче куҫҫулӗсем курӑнса кайрӗҫ, вӗсене вӑл тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ те тутисене ҫырткаласа илчӗ.

 — В глазах Буниной показались слезы, она вытерла их платочком, покусала губы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хӗртекен август хӗвелӗ тӗтрене сирсе ячӗ, сывлӑша типӗтрӗ, эрешмен картисене типӗтсе таткаласа пӗтерчӗ, тусене ирхи пӗтӗм тулли илемӗпе кӑларса тӑратрӗ.

Горячее августовское солнце расправилось с туманами, освободило травы от тяжестей рос, высушило паутину и порвало ее, раскрыло горы во всей их утренней красоте.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Мана анне хӑйӗн аллине илчӗ те куҫҫулӗме шӑлса типӗтрӗ.

Меня подхватила мать, вытерла слезы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫемен салтак кӗпи вӗҫӗпе йӗпеннӗ куҫне шӑлса типӗтрӗ, пӗр курка шыв ӗҫрӗ, шӑлӗсене хыттӑн ҫыртса питҫӑмартисене чӗтреткелесе илчӗ.

Насухо вытер он концом бязевой солдатской рубахи слезы, выпил полную кружку воды и, стиснув мелкие зубы, заиграл скулами.

XXVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Мариам вӗсем ҫине нимӗн ӑнланман пекех пӑхса илчӗ те нӳрлӗ ҫамкине шӑлса типӗтрӗ

Мариам смотрела на них, будто ничего не понимая, затем машинально вытерла влажный лоб…

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӑл куҫҫулӗсене хӑвӑрт шӑлса типӗтрӗ.

Она быстро вытерла слезы.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ал тупанӗ йӗп-йӗпех пулчӗ унӑн, вӑл йӗпеннӗ аллисене пӑхса илчӗ те йӗмӗ ҫумне шӑлса типӗтрӗ.

Ладонь стала мокрой, и он, взглянув на нее, вытер о штанину.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Атте алшӑллипе кӑкӑрне шӑлса типӗтрӗ те ман ҫинелле пӑхса илчӗ.

Отец растер полотенцем грудь, посмотрел на меня:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Макӑрнине пӑхмасӑр, ачана ҫуса ячӗ, алшӑллипе шӑлса типӗтрӗ, хӑй арки ҫине лартрӗ.

Не обращая внимания на рев, она вымыла девочку, вытерла полотенцем и взяла ее на руки.

Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хӗвел пире кӑштах типӗтрӗ.

Солнце немного обсушило нас.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Оля куҫне шӑлса типӗтрӗ те ӗҫе пуҫӑнчӗ.

Оля вытерла насухо глаза и принялась за работу.

Вӑрттӑнлӑх // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, куҫҫулӗсене шӑлса типӗтрӗ те, пуҫ тайса, яланхи пек: — Каям-ха эпӗ… — терӗ.

Она встала, вытерла насухо слезы и, поклонившись, сказала свое обычное: — Пойду пока…

50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Калинкке патӗнче тӑнӑ чухне вӑл, сасартӑк темскер аса илсе, тарланӑ ҫамкине ывӑҫ тупанӗпе шӑлса типӗтрӗ.

Стоя у перелаза, он вдруг что-то вспомнил и потер ладонью вспотевший лоб.

6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Амӑшӗ тин ҫеҫ ҫуласа типӗтрӗ ӑна…

— Только что облизала его мать…

6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Мазин ывӑҫ тупанӗпе йӗпе ҫӳҫӗсене шӑлса типӗтрӗ, ҫиленсе: — Кала ӗнтӗ хӑвӑртрах, атту ҫынсене йӗпететӗн кӑна, — тесе хучӗ.

Мазин вытер ладонью мокрые волосы и сердито сказал: — Да говори, что ли, а то обливаешь только людей!

1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Амӑшӗ аллисене хӑвӑрт шӑлса типӗтрӗ, сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартрӗ.

Мать наскоро вытерла руки, накрыла на стол:

21 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Унтан тарланӑ ҫамкине шӑлса типӗтрӗ.

После чего он вытер потный лоб.

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Федосья, тутисене ҫыртса, витресене илсе тухрӗ, валашкине сиктерсе, шывпа йӗпетсе пӗтернӗ урайне шӑлса типӗтрӗ.

Федосия со стиснутыми губами вытирала заляпанный пол.

VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Шурочка, ура ҫине сиксе тӑрса, аллине саппун аркипе шӑлса типӗтрӗ.

Шурочка вскочила, вытирая руки о передник.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл ассӑн сывласа илчӗ те, куҫҫульне кӑтартас мар тесе, питне аллисемпе хупларӗ, унтан куҫӗсене ывӑҫ тупанӗсемпе шӑлса типӗтрӗ.

Она вздохнула, закрыла лицо руками, чтобы не показать слез, потом вытерла глаза ладонями.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех