Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗтрӗ (тĕпĕ: типӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Альбина ӗсӗклесе те, сасӑпа та йӗмерӗ, унӑн куҫӗсенчен ҫутӑ куҫҫуль тумламӗсем кӑна пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑмӑртанса тухрӗҫ, вӑл вӗсене час-часах йӗпенсе кайнӑ пӗчӗк тутӑрпа шӑла-шӑла типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Юлашкинчен вӑл хӑйне ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ, пӗчӗк тутӑрпа питне шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫакна вӑл пытармарӗ, юлташӗсен умӗнчех тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— «Йысна» темеллисем тӑваттӑнах пулнӑ-и? — тутине тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Аркашшӑнах мар, урӑххишӗн чун хурланать ман, — шывланнӑ куҫне ал тупанӗпе шӑлса типӗтрӗ Глафира.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хальтерех тунӑ чул ҫурт алӑкне уҫиччен вӑл плащ тӳмисене вӗҫертрӗ, пит-куҫне тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Курӑсӑн: хӑвалӑх йӳҫек куҫҫульне вӑр-вар шӑлса типӗтрӗ, ҫӗнӗрен сӗтеке кӗнӗ пек, йӑрӑс тӳрленчӗ; суранӗсен ыратӑвне шелла ҫыртса ҫӗнсе, таптанса-аманса тӑнкӑр пулнӑ курӑк-марӑк пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӗҫех карчӑк аллине питшӑллипе сӑтӑрса типӗтрӗ те ҫамрӑксене сӗтел хушшине чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тамара ятлӑ хӗр пӗр хушӑ шӑпӑртах ларчӗ, йӗпеннӗ тӗксӗм хура ҫӳҫне пӑра-пӑра типӗтрӗ, унтан Сима еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тухтӑр ҫийӗнчи плащне хывса ҫакрӗ, аттине шӑлса типӗтрӗ те кинемей патне пуканпа пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ахаль те хура та, тарланипе тикӗт пекех курӑнакан йӑлтӑркка ҫамкине ҫӑка ҫулҫисемпе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Фретич хулпуҫҫийӗ ҫинчен аллине илме ӗлкӗрнӗ директор, Стурзӑн хаяр сассине илтсен, каллех хӑюлланнӑ пек пулчӗ, Флорида куҫҫулӗсене шӑлса типӗтрӗ, вара ҫав самантрах ҫирӗпленчӗ те упӑшкипе юнашар пырса тӑчӗ.

Директор, который убрал было уже руку с плеча Фретича, точно ожил, услыхав энергичный окрик Стурзы; Флорида вытерла слезы и, мгновенно приободрившись, надменно застыла плечом к плечу с мужем.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларса, тарне шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тути-ҫӑварне кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иккӗмӗш черккине васкамасӑр сӑрӑхтарса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр хушӑ ҫапла хӳхлесе макӑрнӑ хыҫҫӑн Тарье темиҫе хутчен ассӑн сывласа илчӗ, ахаль те тӑртанса хӗрелнӗ куҫӗсене кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ те, хӑйне лӑпкӑрах тытма тӑрӑшса, подвал алӑкӗ патӗнче тӑракан Сергей патне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан вӑл лаҫ ҫумӗнчи кивӗ валашкара аллине ҫурӗ, умне ҫакнӑ пир саппунӗпе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Аллисене хӗвне чиксе типӗтрӗ те вӑл чӗлӗмне тултарчӗ, ҫулупа ҫапса ӑввине тивертрӗ, ӑна чӗлӗм ӑшне хурса пӳрнипе пусрӗ.

Обсушив руки в рукавах шубы, он набил трубку и высек оселком из трута огонь, примял табак, запалил его.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван ҫамкине ҫанни вӗҫӗпе шӑлса типӗтрӗ те ҫул хӗрринчи чул ҫине канма ларчӗ.

Ухтиван вытер рукавом рубахи выступивший на лбу пот и присел на камень у обочины дороги передохнуть.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех