Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗскен сăмах пирĕн базăра пур.
кӗскен (тĕпĕ: кӗскен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахӑртнех, кӗскен мӗнпе те пулин ҫатлаттарса хумалли авӑрлать-няк.

Видно, думал, как покрепче сказать.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Ҫакӑн пирки кӗскен те пулин каласа парӑр-ха, тархасшӑн.

Расскажите, пожалуйста, об этом хотя бы кратко.

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Паян ӗҫе пухӑннисем Ҫимӗк регионта епле иртни пирки те кӗскен пӑхса тухнӑ.

В ходе совещания также подведены итоги проведения православных праздников – Троицкой родительской субботы и Дня Святой Троицы.

Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр, - ТЭЦсемпе магистраль ӑшӑ сечӗсене хӗллехи тапхӑра мӗнле хатӗрленине кӗскен хакларӗ «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чӑваш Ен» филиалӗн директорӗ Юрий Цешковский.

Куҫарса пулӑш

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Анлӑ ларура Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ Евгений Семенов Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ ҫурхи призыв мӗнле пынипе, призыв комиссийӗн ӗҫӗпе кӗскен паллаштарчӗ, ҫар комиссариатне килессинчен пӑрӑнса ҫӳрекен призывниксемпе вырӑнсенче уйрӑммӑн ӗҫлемеллине ҫивӗчлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтӑвӗсем тӗрлӗрен, тӗллевӗ — пӗрре // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.04

Тавах, пире юр-варпа та пулӑшаҫҫӗ,_ паллаштарчӗ кӗскен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи уйрӑмӗн заведующийӗ Наталия Березина.

Куҫарса пулӑш

Тикеш хулашӗ - аваллӑх управҫи // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Тылри ҫарсен командирӗ фон Курт Биссинг (ялти ҫынсем ӑна кӗскен «Курт» теҫҫӗ) хӑй пурнӑҫӗ пирки мӗн каланине илтесшӗн имӗш.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Тепӗр ӗнене шыв парса пӑхрӗ — ӗни шыва ӗҫсе ячӗ, аллинчи туйипе ӗнесем выртнӑ ҫӗрте хытса выртакан тислӗке тӗртсе илчӗ те, ӗнесене мӗнле пӑхмалли ҫинчен питӗ кӗскен каласа пама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӗсем пӗлеҫҫӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 175–176 с.

Кӗскен каласан, унӑн кӗнеки чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче нумай пулни ҫинчен аса илтерет.

Короче говоря, его книга напоминает о том, что чувашские слова присутствуют и во многих других языках.

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Чи малтанах библиотека ӗҫченӗ Валентина Боровкова Светлана Гордееван биографине кӗскен каласа пачӗ.

Сначала сотрудник библиотеки Валентина Боровкова вкратце рассказала биографию Светланы Гордеевой.

Сӑввисенче ытарайми тӗнче сӑнланнӑ // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/05/%d1%81a%d0% ... bd%d0%bda/

Вӗсенчен кашни сӑмах илсе кӗскен хӑй ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗ, вӗрентекенсене ӗҫре ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Каждый из них взяв слово вкратце рассказал о своей работе, пожелал учителям успехов в работе.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

Кӗскен шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.

Вкратце познакомила с деятельностью школы.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

Ҫакӑн пирки кӗскен каласа хӑварӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

Ҫӳп-ҫапа сортласа пуҫтарма тытӑнмасӑр завод строительствине пуҫарма ир, – терӗ вӑл кӗскен.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ В. Н. Алексеев предприятин аталану ҫул-йӗрӗпе ачасене кӗскен те интереслӗ паллаштарчӗ: — Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 95 ҫул тултарать.

Главный редактор Чувашского книжного издательства В. Н. Алексеев кратко и интересно познакомил детей с путём развития предприятия: - Чувашскому книжному издательству 12-го ноября этого года исполняется 95 лет.

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

Юрӑҫ куракансемпе ӑшшӑн калаҫни, кашни юрра кӗскен ӑнлантарса пани килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21

Унӑн хӑйӗн профессилле ӗҫӗпе ҫыхлансах кайманнине пула эп кунта Атнер Петровичӑн тепӗр енӗпе ҫыхӑннӑ япала пирки кӗскен, хам мӗн пӗлнӗ, мӗн пултарнӑ таран темиҫе сӑмах тухса каласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Ман шухӑшпа, калав вӗҫӗнче Ястребова ӗҫрен кӑларнине кӗскен ҫеҫ асӑнса хӑварса автор хӑйшӗн ҫӗнӗ «тема» палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Вӗсем пирки калавҫӑ уҫҫӑн палӑртать хӑйӗн позицине, ытларах чухне питӗ кӗскен.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Кӗскен.

Коротко.

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех