Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиме (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Района та каймалла, хуҫалӑхпа та чупмалла — супатӑн та, апат ҫиме юлашки хут хӑҫан ларнине те манса каятӑн…

То в район, то по хозяйству — так мотаешься, что забудешь, когда в последний раз жрать садился, не то что…

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫав кун кӑнтӑр апатӗнче, ҫемье сӗтел хушшинче юшкӑн шӑрши кӗрекен симӗс шӗвеке сыпса ларнӑ чухне, аслӑ ывӑлӗ сасартӑк кашӑкне сӗтел ҫине пӑрахнӑ: — Ӑш пӑтранать, — тенӗ вӑл, — ҫиме пултараймастӑп, — ашшӗ ҫине куҫ айӗн пӑхса, хуллен чӗтрекен сассипе ыйтнӑ:

Как-то в полдень, когда семья сидела за столом и хлебала зеленую, пахнущую тиной жижу, старший сын вдруг бросил ложку на стол и сказал: — С души воротит — не могу, — и, исподлобья взглянув на отца, спросил с тихой дрожью в голосе:

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Халлӗхе эпӗ хусах-ха, пӗр чирлӗ йӑмӑка кӑна пӑхса усратӑп, эпӗ йӳнеҫтеркелесе пыратӑп, ҫиме те, тумланма та ҫитет, анчах, сӑмахран, килте хамӑн пӗчӗк библиотекӑ тӑвас килет — кӗнекесем валли укҫа юлмасть…

— Пока я холостой и у меня на руках только одна больная сестра, я концы с концами свожу, хватает и на витание и на одежду, но хотелось бы, например, завести личную библиотечку, а на книги денег уже не остается…

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей ӑна хуравламарӗ, нимӗн чӗнмесӗр арӑмӗн аллинчен шаритленӗ чӑх татӑкӗ илсе, ун ҫине тӑвар сапрӗ те ҫиме пуҫларӗ.

Аникей не удостоил его ответом, молча принял из рук жены кусок жареной курицы, посыпал солью и стал есть.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Выльӑхсем вилеҫҫӗ, ҫиме ҫук.

Скот дохнет, жрать нечего.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан пӑртак тӑрсан вӑл: — Ваше благородие! Хӗрхенсемӗр пӑртак… Виҫӗ эрне… нимӗн ҫиме те юлмарӗ… — тенӗ.

— Ваше благородие! — взмолился мужик, — явите божескую милость… Три недели… Проелись все…

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Анчах тупӑ сасси хӗнтӗртетсе илтӗннӗ хыҫҫӑн Прохор ӑна атӑ кӗлипе хырӑмран таклаттарчӗ те, лаша, курӑк ҫиме вӑхӑт маррине ӑнланнӑ пек, ал-хапӑлах ӑна юртӑпа силлентерсе чупса кайрӗ.

Но после орудийного выстрела Прохор толкнул его каблуками, и конишка, словно понимая, что теперь не время кормиться, охотно перешел на тряскую рысь.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тымарсемпе лашасем пӗтсен, лаша тирӗсене ҫиме пуҫланӑ.

А когда кончились коренья и лошади, взялись за конские шкуры.

Салӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Уйрӑмах лашасене ҫиме ҫитмест.

Особенно для лошадей.

Апат тата вӗҫкӗн помещиксем ҫинчен // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Барохвостов, Суворов пекех, шӳрпе те, салтаксен пӑттине те ҫиме тытӑннӑ.

Стал Барохвостов есть так же, как и Суворов, щи и солдатскую кашу.

Чап // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Суворов ҫиме пуҫланӑ.

Уселся Суворов, принялся есть.

Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗҫернӗ те ҫиме ларнӑ.

Сварили, принялись есть.

Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Кала ӗнтӗ, хӑратӑн ӳте кӗриччен аш ҫиме

Скажи уж, что боишься оскоромиться…

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кубань таврашӗнчи ӗлӗкхи йӑла ҫапла хушать: апат ҫиме пуҫлас умӗн тӑрса сӑмах каламасан — эрехӗ те пылак пулмӗ, апат тутине те сисеймӗпӗр…

Старинный обычай на Кубани так гласит: не будет сладким вино и не ощутим мы вкуса пищи, ежели перед тем, как приступить к обеду, не сказать слово…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ак ҫывӑхри участок ҫинче ҫынсем апат ҫиме ларчӗҫ ав, вара канма выртаҫҫӗ — эпӗ пурне те куратӑп…

Вот на этом ближнем участке люди уже обедают, потом прилягут отдохнуть — и я все вижу…

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тӑхлачӑ, тумтирна хыв та пирӗнпе апат ҫиме лар-ха.

— Снимайте, сваха, одежину да сидайте до нас завтракать.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑмахран, Усть-Невински ҫыннисен апат пӗҫермелли хурансем те, вӑхӑтлӑх тунӑ столовӑйсем те ҫук, — ҫынсем ҫиме киле ҫӳреҫҫӗ.

У устьневинцев, например, нет ни котлов для варки пищи, ни каких-либо подсобных строений вроде наскоро устроенных столовых, — люди питаются дома.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Апатне ҫиме ӗлкӗрӗп-ха, — терӗ Сергей.

— Поесть еще успею, — сказал Сергей.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ак тамаша, — терӗ ҫиме чарӑнсах Сергей.

— Занятно! — сказал Сергей и перестал есть.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апат ҫиме памастӑр, йытӑсем!

Пожрать не даете, сволочи!

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех