Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр хутах вӑл унта пулчӗ, ирхине вара, чемодансӑр-мӗнсӗр, шыҫӑнса хӗрелнӗ пит-куҫпала тухса, пушӑ тройкипе кӑна хӑйӗн ҫулӗпе вӗҫтерчӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Мӗн асӑрхаттарни унта?
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗр виҫӗ сехете яхӑн пынӑ апат тинех пӗтрӗ; хуҫи салфеткӑна сӗтел ҫине хучӗ, вара пурте тӑрса, гостинӑйне утрӗҫ, унта хӑнасене кофей, карт вӑййи, столовӑйӗнче чаплӑн пуҫланнӑ ӗҫкӗ малалла та тӑсӑлса пырасси кӗтнӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унта тӗп-тӗрӗссипех, вӑл ҫирӗм виҫҫӗре тесе каланӑ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Телее, ял ҫывӑхчӗ те, майлаштаркаласа яла ҫитиччен, унта тимӗрҫе шыраса тупиччен виҫӗ сехет шӑп иртрӗ — нимӗн тума та ҫук.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Халь вара, госпитале лексен, Алексей сасартӑк Оля хӑй патнелле туртӑнма пуҫланине сисрӗ, — вӑл вӑтанса тӑмасӑрах ҫырусенче хӑй тунсӑхлани ҫинчен каланӑ, ҫавӑн чухне Аркаш пичче вӗсене илме вӑхӑтра пыманшӑн куляннӑ, Алексее хуть те мӗн пулсан та хӑйне хисеплекен ҫын пурри ҫинчен астума, ют ҫӗрсенче ҫӳренӗ чух та унан хӑйӗн кӗтесӗ пурри ҫинчен, вӑрҫӑран унта вӑл тӑван ҫын пек пырса кӗме пултарни ҫинчен пӗлсе тӑма ыйтнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эх, мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ унта!..
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ыйт ӗнтӗ халь — киле яраҫҫӗ сана, унта хӗрарӑмсемпе командовать тӑватӑн, тылра та ӗҫе пӗлекен ҫын ытлашши мар, ҫапла-и?Вот и просись, отпустят, будешь бабами командовать, в тылу тоже деловой человек не лишний, а?
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗрарӑмсем вӗсем, паллах, тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, тӗрӗсех ку, анчах ҫапах та, мур пӗлет вӗт, мӗнле пурӑнкалаҫҫӗ вӗсем унта пирӗнсӗр…Да-а-а, бабы, они, конечно, деловые, это верно, однако ж бабы, черт его знает, как они там без нас…
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ирина Михайловна тепӗр самант ҫинче те пусӑм турӗ: йӗркесӗр пӗр-пӗр тӗслӗх пирки унта та кунта ҫыраҫҫӗ, кӑтартаҫҫӗ, анчах ҫав йӗркесӗрлӗхе пӗтерни ҫинчен кайран никам та шарламасть.
Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2019.08.05
— Анран тухса кайнӑ вӗсем унта, оборонӑра ларса.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унта Кирила Петрович, упасем патне кушаксемпе йытӑ ҫурисем ярса, сехечӗ-сехечӗпе аппаланнӑ.Там Кирила Петрович по целым часам возился с ними, стравливая их с кошками и щенятами.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Троекуровӑн пысӑк библиотека пулнӑ, унта пуринчен ытла XVIII емӗрти француз писателӗсем ҫырнӑ кӗнекесем усраннӑ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Чуп, чӗнсе кил эсӗ ӑна, ҫуртран хамӑрӑннисене пурне те илсе тухӑр, пӗр чун та унта ан юлтӑр — приказнӑйсемсӗр пуҫне.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унта приказнӑйсем айӑплӑ мар.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмне — атте вилсе кайнӑ пӳлӗме — тӑшманӑн приказчикӗ вырнаҫӗ, е унта вӑл гарем туса хурӗ…А в ее спальной, в комнате, где умер отец, поселится его приказчик или поместится его гарем.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Староста халӑх енне ҫаврӑнчӗ те: — Кам сӑмах чӗнчӗ унта? — тесе ыйтрӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Кам унта ҫӑвар уҫма хӑйрӗ? — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ исправник.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Аякранах Владимир унта, темле, ахаль чухнехи пек мар шавланине, хыттӑн калаҫнине илтрӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унта, сӗтел ҫине ҫитти витсе, апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе, эрехӗсене тултарса хатӗрленӗ те иккен.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949