Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултаратӑп (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Маншӑн ӑҫта ҫывӑрсан та пурпӗрех: хуть сан патӑнта, хуть ӑйӑрсемпе юнашар, анчах паян киле кайма юрамасть мана, мӗншӗн тесен, карчӑк мана тӗрӗк вӑрҫинчи пекех пӑскӑртма хатӗрленет, эпӗ хам алӑк урапи умӗнчех урасене тӑсса выртма пултаратӑп, ним те мар пултаратӑп!

— По мне все едино, у тебя ночевать или возле жеребцов, но только домой мне нынче объявляться никак нельзя, потому что предстоит мне от моей старухи такая турецкая баталия, что я могу у себя на пороге и копыта к чертовой матери откинуть, и очень даже просто!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Социализмран коммунизма ҫитиччен утма ҫеҫ мар, сиккипе чупма та пултаратӑп, анчах, паллах ӗнтӗ, хамӑн ватлӑха кура, сывлӑшсӑр пулас мар тесе, ытлах васкамасӑр чупӑп.

От социлизма до коммунизма могу не токмо шагом, но даже наметом мчаться, конечно, по моим стариковским возможностям, не дюже спешно, чтобы не задвохнуться.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗрлӗ брошюрсем нумай вуланӑ эпӗ, ҫавӑнпа тӗплӗн пӗлетӗп, кирек кампа та автансем виҫҫӗмӗш хут авӑтичченех тавлашма пултаратӑп: социализм хыҫҫӑн пирӗн пата коммунизм килет, ун пирки сире категорически пӗлтеретӗп!

Много я разных брошюров прочитал и до точности знаю и могу спорить с кем угодно, хучь до третьих кочетов, что после социлизма припожалует к нам коммунизм, категорически вам заявляю!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тата ҫакна хушса калама пултаратӑп: Половцев пысӑк сӑнчӑрӑн пӗр сыппи кӑна-ха вӑл, анчах пӗчӗк сыпӑ мар.

Должен добавить к этому, что Половцев — только звено в большой цепи, но звено не из маловажных.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унта, трубаран тухакан юрӑ ҫеммине итленӗ май, эрех сыпатӑп, ҫакӑн хыҫҫӑн вара эпӗ хамӑн Давыдова талӑк та кӗтме пултаратӑп.

Клюну там водочки под разные песни из трубы, тогда я могу моего товарища Давыдова хучь сутки ждать.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах эсӗ ман сӑмаха ан пӳл-ха, Акимушка, унсӑрӑн эпӗ самантрах шухӑша ҫухатма пултаратӑп.

Только ты меня не перебивай, Акимушка, а то я в один момент с мысли собьюсь.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗркунне тӗлне ман ӗҫ кунӗсем мӗн пама пултарассине курам-ха, май тухмасан, эпӗ тӳрех, каллех, вакӑ хуҫалӑха куҫма пултаратӑп».

Погляжу к осени, во что мой трудодень взыграет, а то я сразу подамся опять в мелкие собственники».

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Турӑ ҫырлахтӑр унпа, пролетарьятпа, анчах, купӑста яшкине тутӑ кӗртмелӗх ӗҫ кунӗ тӑрӑх какай е, калӑпӑр, сысна ҫӑвӗ памасан, эпӗ хӗл ларнӑ тӗле тӑсӑлса выртма та пит лайӑх пултаратӑп.

Бог с ним и с пролетарьятом, а ежли не будут на трудодни давать мясца или, скажем, сала, чтобы щи затолочь, то я к зиме очень даже просто могу протянуть ноги.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ кӗтме те пултаратӑп.

Я могу обождать.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах эсӗ, христарати, ман сӑмаха ан пӳл-ха, ун пек тусан ман шухӑш айккинелле пӑрӑнса кайма пултарать, вара эпӗ сӑмах мӗн ҫинчен пынине манса кайма пултаратӑп.

Только ты меня не перебивай за-ради Христа, а то у меня мысля вильнет в сторону, и я забуду, об чем речь шла.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Урпа кӳпсе тултарнӑ лаша пек, сиплекен чӑлха тӑхӑнса ярам-ха акӑ вара каллех каччӑ пек ташлама пултаратӑп.

Как мерин, какой ячменя обожрался, а поношу чулки целебные — и опять хучь впору плясать за молодого.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Станицӑна пӗр ҫекундра вӗҫтерме пултаратӑп — ку маншӑн ним те мар, — шантарса каларӗ Ҫӑрттан мучи.

— В станицу смотаться в один секунд могу, это мне — пара пустяков, — заверил дед Щукарь.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак Трофима пула, калас пулать, манӑн юлашки сывлӑх пӗтет, ансаттӑнах тула тухмалли вырӑнта вилсе кайма пултаратӑп!

Я из-за этого Трофима, можно сказать, последнего здоровья лишаюсь и, очень даже просто, могу в отхожем месте помереть!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ху кӑмӑлу, пыма та пултаратӑп, пымасса та пултаратӑп.

— Как хочешь, могу ехать, могу и не ехать.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун чухне эпӗ сана питӗ кирлӗ пулма пултаратӑп.

Тогда и я очень даже могу тебе пригодиться.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑт ҫакӑншӑн улпут ӑна пӗҫертме пуҫланӑ: «Эсӗ апла та эсӗ капла, сана ӗҫрен кӑларатӑп, тӗрмене лартатӑп, сан пирки эпӗ пуйӑсран юлма пултаратӑп», — тата ҫакӑн пек тем те пӗр калать.

Вот ему этот барин и вкалывает: «И такой, дескать, ты, и сякой, и уволю тебя с должности, и в тюрьму посажу, через тебя я к поезду могу опоздать», — и все такое прочее.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тулӗк эпӗ ӑна вӑрҫма ҫеҫ пултаратӑп, тӑлӑха хӗнеме алӑ ҫӗкленмест.

Только и могу его выругать, а бить сиротку у меня рука не подымается.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗлменни начар вӑл, анчах сана ку инкекре пулӑшма пултаратӑп: тӑхӑр мӑшӑр вӗсем сирӗн, вунӑ ҫулхисем те унран ватӑраххисем.

Жаль, что не знаешь, но могу тебе в этой беде помочь: девять пар у вас старья, от десяти лет и старше.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ мӗн ҫинчен ҫырса яма пултаратӑп эпӗ сан заводна!

Вот о чем я могу написать на твой завод!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хамӑн хулӑн пӳ-сипе, кӗске урасемпе эпӗ юр ҫинче ҫӳрейместӗп, такӑр вырӑнтах юр ӑшне лакса ларма пултаратӑп.

При моей толщине и коротких ногах я по снегу не ходок, на ровном месте могу в снегу застрять.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех