Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхасӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑлхасӑр (тĕпĕ: хӑлхасӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑлхасӑр пулса лармарӑм-ши эп ку ҫӑлтӑр ҫинче?

Вдруг я оглох на этой звезде?

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Ыйтрӗ, йӑлӑнчӗ-тархасларӗ — Сергей, хӑлхасӑр пекех, нимӗн те илтмест.

Просила, умоляла — Сергей оставался глух к ее просьбам.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хӑлхасӑр мар пулӗ эс?

Оглох ты, что ли?

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ хӑлхасӑр мар, тата авӑ Никитӑ та суйма ирӗк парас ҫук…

Я вроде не глухой еще, да и Никита вот не даст соврать…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Казаксене алӑ тытса тухнӑ хыҫҫӑн Мирон Григорьевич хӗрлӗ тӑрӑллӑ хӑлхасӑр ҫӗлӗкне хыврӗ те, шӑртланса тӑракан тӗксӗм шурӑ ҫӳҫне шӑлкаласа, кулса илчӗ.

Поручкавшись с казаками, Мирон Григорьевич снял красноверхий треух, погладил торчмя стоявшие белесые волосы и улыбнулся.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑлхасӑр, хӑлхасӑр, — кӳренчӗ Тимофей Ильич.

— Глухой, глухой, — обиделся Тимофей Ильич.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малашка, хӑлхасӑр эсрелӗ, ӑҫталла туртатӑн?

Малашка, дьявол глухой, куда тянешь?

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑл хӑлхасӑр вӗт!

— Он же без ушей!

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ мар хӑлхасӑр пулнӑ, кабинетри шӑнкӑравсем ӗҫлеме чарӑннӑ!..

Да не я оглох, а звонки из кабинета выключились!..

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Манӑн завхоза чӗнмелле, пӗр шӑнкӑрав та ӗҫлемест — пурте хӑлхасӑр пулнӑ!

Мне нужно вызвать завхоза, а ни один звонок не действует — все оглохло!

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӑлхасӑр та чӗлхесӗр! — Ну, ӗҫессӳ килет-и, ӗҫес килет-и сан? — хытах кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑлхасӑр чӗлхесӗр ҫынна кӑшкӑрнӑ пек, унтан сухалне ҫӗклесе, хӑй-пырне икӗ хутчен шаклаттарса кӑтартрӗ.

Глух и нем! — Ну, выпить-то, выпить хочешь? — закричал он, как кричат глухонемым, и, подняв бороду, два раза щелкнул по горлу.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑлхасӑр та чӗлхесӗр!

— Глух и нем!

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн, хӑлхасӑр пулса тӑчӗ-им вӑл унта?

Оглох он там, что ли?

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Поэт суккӑр, анчах та хӑлхасӑр мар.

Поэт был слепым, но он не был глухим.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Хӑлхасӑр сутӑҫ кӑнтӑрла кӑна сут тӑвать, вӑл тахҫанах кайнӑ ӗнтӗ.

Глухой продавец уже ушел, а днем он торговал.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Пантелей лавпа юнашарах утать, ҫӳллӗ тӑрӑллӑ шӗлепкипе хулпуҫҫине вӑл чӑптапа витнӗ; аслатие пула хӑлхасӑр юлнӑ пек тата ҫиҫӗме пула суккӑрланнӑ евӗр, хӑрани те, канӑҫсӑрланни те сисӗнмест унӑн.

Пантелей шагал около воза, его высокая шляпа и плечи были покрыты небольшой рогожей; фигура не выражала ни страха, ни беспокойства, как будто он оглох от грома и ослеп от молнии.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Е вӗсем хӑлхасӑр та суккӑр-и, таврара мӗн пулса иртнине курмаҫҫӗ-и?

Или они глухи и слепы и не видят, что творится вокруг?

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кунта улӑм пӗрчи кӑна тӗлкӗшет, Панагюриште таврашӗнче вара утӑ капанӗсем ҫунаҫҫӗ, анчах пирӗн правительство хӑлхасӑр та мар, суккӑр та мар…

— Здесь только соломинка тлеет, а вокруг Панагюриште горят целые стога, однако правительство у нас не глухое и не слепое…

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Суккӑрланнӑ-и вӗсем е хӑлхасӑр пулнӑ-и?

Ослепли они или оглохли?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пулас пӑлхавӑн вӑрттӑнлӑхӗ тинех вӑрттӑн пулма чарӑнчӗ; ҫавна хӑлхасӑр ҫын та илтет.

Тайна предстоящего восстания перестала быть тайной; о нем и глухие слыхали.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех