Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫил вӗрнипе те пӗртте хускалманни, пӗртте выляманни ҫинчен эпӗ нихӑҫан та шухӑшламан-и?
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Ҫил-тӑман кассӑн-кассӑн вӗрнипе анкартинче чӑнкӑ тусем евӗр кӗрт хӳсе лартнӑ; хӑшпӗр тӗлте вӗсен хушшинчен хурлӑхан тӗмӗсем курӑнаҫҫӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сӑртсем ҫинчен ҫил вӗрнипе сывлӑш уйри пекех уҫӑ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах артековецсен хӗвелпе пиҫӗхсе ылттӑн тӗслӗ пулнӑ питҫӑмартисене ачашлакан, йывӑҫ ҫулҫисене кӑшт ҫеҫ хускатакан, ҫул ҫине ӳкнӗ роза чечек ҫеҫкине хуллен вӗҫтерсе каякан лӑпкӑ ҫил вӗрнипе «Павлик Морозов» вӗҫет те вӗҫет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мачта тӑрринчи вӑрӑм та ансӑр ялав ҫурҫӗр сивӗ ҫилӗ вӗрнипе вӗлкӗшет.Длинный узкий флаг развевался на ней, подхлестнутый холодным северным ветром.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унпа вылякан салтакӗ те, — тармакланса вӗрнипе пичӗ хӑпарса тухнӑскер, кӑвакарса кайнӑскер те куҫӗ шӑвӑҫланса ларнӑскер, — тӑшман пекех туйӑнчӗ ӑна.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кимми, тӳрех утрав еннелле ҫул тытса, ҫил майла вӗрнипе питӗ хӑвӑрт ишсе килет.Лодка держала курс прямо на остров и, подгоняемая сильным попутным ветром, быстро приближалась.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах эпӗ вӗсене илсе тухаймарӑм, мӗншӗн тесен ҫил ҫыран енчен вӗрнипе вӗсем тинӗс варринелле юхса кайрӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл ҫапла вӗрнипе Огняновӑн чӗри хӗссе ыратса кайрӗ.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кассӑн-кассӑн ҫил вашлатса вӗрнипе таткаланса илтӗнекен йытӑ сассисем хутор тӑрӑх кичеммӗн те чарӑна пӗлмесӗр янӑрашаҫҫӗ, Давыдов юр тытса хӑварасси ҫинчен Яков Лукич каласа панине аса илчӗ та ассӑн сывласа ячӗ:
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗррехинче, театртан кая юлса таврӑнсан, вӑл лавҫӑпа пӗрле пӗр сехете яхӑн хапхана шаккаса тӑчӗ; йытӑ та сӑнчӑр тӑрӑх сиксе вӗрнипе сассине ҫӗтерчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫил вӗрнипе ун пуҫӗ тӗлӗнчен гик сулахайран сылтӑмалла йывӑррӑн куҫрӗ.Повернутый ветром гик грузно перешел над самой головой слева направо.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шухӑшланипе вӑл ҫӗнӗ паруса кӳҫӗпех курать, акӑ вӑл ун умӗнчех тӗреклӗ, хулӑн, ҫил вӗрнипе карӑнса ҫап-ҫаврака тӑрать.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Алӑкӗ, пӗр ҫӳлти хӑлӑпӗ ҫинче ҫеҫ ҫакӑнса, ҫил вӗрнипе чирӗклетсе сулланкаласа тӑнӑ.Дверь косо висела на одной верхней петле, скрипя и покачиваясь от ветра.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пуҫӗ ҫинчен сӗвӗнсе аннӑ шӗлепке ҫил вӗрнипе ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫапкаланса пынӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Монастырь хыҫӗнче — ҫаран, ҫил вӗрнипе вӑл тинӗс пекех хӑйӗн тӗсне улӑштарать, пӗрре ем-ешӗл, тепре сарӑ сӑнлӑ пулать.за монастырем — луга, то светло-зеленые, то желтые, под ветром менявшие цвета, как море.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сивӗ ҫил вӗрме пуҫларӗ, ҫил вӗрнипе йӗмпӗҫҫисем хӑпарса тӑраҫҫӗ.Холодный ветер начал тянуть откуда—то сзади, штаны мои раздувались,
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫулӑм хыр лӑссине хыпса илчӗ те, ҫил вӗрнипе ҫатӑртатса, чӑшлатса ҫунма пуҫларӗ.Пламя перебежало на хвою и, раздуваемое ветром, разгоралось со стонами и свистом.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
18. Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханнӑ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Турӑ вӗрнипе пӑр пулать, шыв ҫиелтен шӑнса ларать.10. От дуновения Божия происходит лед, и поверхность воды сжимается.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.