Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнма (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ентӗ Кейро ҫинчен асӑнма та кирлӗ мар.

Так что с Кейроом все было кончено.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Чӑвашсем, ӗмӗрхи йӑлапа, камӑн мӗнле вӑй ҫитнӗ таран, тӑванӗсене асӑнма пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑшпӗр этемсем, тинтерех ҫеҫ хӑрӑмлӑ хура пӳртсенче пӑнчӑхса пурӑннӑскерсем ӗҫре пӗчӗк чӑрмав тупӑнсанах, вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑччӗ тенешкел, ӗлӗкхи пурнӑҫа ырӑпа асӑнма пӑхатчӗҫ.

Но некоторые люди, только недавно жившие, задыхаясь в черных, испачканных сажей домах, едва столкнувшись с небольшим препятствием в работе, говорили, что у мертвой коровы молоко было вкусным, пытались вспоминать прежнюю жизнь добром.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӗнерхине асӑнма кирлӗ мар!

— А что до вчерашнего, так не надо вспоминать!

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл хӑй те хӑрушлӑхра пулсан та, хӑйӗн яхти ҫинчи экипажӑн трагедиллӗ шӑпи ҫинчен те сехӗрленмесӗр асӑнма пултараймасть.

Как ни опасно было его собственное положение, он не мог без ужаса вспоминать о трагической судьбе экипажа своей яхты.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑн пек ҫӗртен тухса тарасси ҫинчен асӑнма та кирлӗ мар.

При этих условиях нечего было я думать о побеге.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫыран хӗррине ҫитсен, Бюрней «каннибализмпа варворствӑн сценине куртӑм, вӗсем ҫинчен ҫӳҫенсе илмесӗр асӑнма та май ҫук: пирӗн юлташсен пуҫ-урисемпе хырӑмлӑхӗсем сӗтел ҫинче выртаҫҫӗ, ҫавӑнтах анчӑккисем вӗсен шӑммисене кӑшлаҫҫӗ», тенӗ вӑл.

Причалив к берегу, Бюрней застал «сцену каннибализма и варварства, о которой нельзя вспомнить без содрогания: головы, конечности, внутренности наших товарищей валялись на столах, а собаки тут же грызли их кости».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Асӑнма пултарайман та вӗсем, — тесе килӗшрӗ Джон Мангльс, документсемпе карттӑсене лайӑхрах килӗштерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн.

— Ни в каком случае, — согласился Джон Мангльс после тщательного сличения документов и карты.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халь пире вӗсем ҫинчен асӑнма кӑна тивет, — вӗсем пурте вилсе пӗтнӗ…

Которые, к сожалению, теперь вывелись… нам остается лишь их вспоминать.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем юхӑннӑ колонин кичемлӗ ванчӑкӗсем пулнӑ, ҫак вырӑнсенчи пурлӑхсемпе унти вӑрмансен пуянлӑхӗ ҫинчен калас пулсан, вӑл ята асӑнма та аван мар: «Дункан» Голод порчӗн умӗпе иртсе пырать.

То были печальные развалины покинутой колонии, название которой так противоречит изобилию этих мест и богатству здешних лесов: «Дункан» проходил мимо порта Голода.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ан хӑй унӑн ятне асӑнма!

Не смей упоминать его имя!

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Вӑл тӳрех хӑйӗн векселӗсем ҫинчен калаҫма, хашлатма, чухӑнлӑхне асӑнма, мӗскӗнленсе йӗрмӗшме тытӑнчӗ, анчах пӗрре те именсе тӑмарӗ: ҫавӑн пекех хыттӑн табак шӑршларӗ, ҫавӑн пекех пукан ҫинче ҫаврӑнкаласа, пӑркаланса ларчӗ.

Она тотчас заговорила о своих векселях, вздыхала, жаловалась на свою бедность, «канючила», но нисколько не чинилась: так же шумно нюхала табак, так же свободно поворачивалась и ерзала на стуле.

VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Тата ытти ятсене те асӑнма пултаратӑп, ҫапах санӑн кӑсӑклӑх туртӑмӗ пысӑккине асра тытса вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсӗ хӑвах вӗсем ҫинчен пӗлекен пуласса шанатӑп.

Могу перечислить еще много имен, но я надеюсь на твою любознательность и думаю, что о многих из них со временем ты сам узнаешь.

Поэт ҫуралнӑ ялта // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 43,45,47,49 с.

Героиньӑна асӑнма килнисем хушшинче ҫак хӗрарӑма пӗлменнисем пулсан, вӗсене: ку — Василиса Прокофьевна — Чайка амӑшӗ тенине илтсен, ӑна хисеплесе ҫӗлӗкӗсене хываҫҫӗ.

Если среди прибывших почтить память героини оказываются люди, которые не знают, кто эта суровая женщина, им называют имя, перед которым невольно обнажаются головы: «Василиса Прокофьевна — мать Чайки!»

Эпилог // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Ку — Петьӑна асӑнма

«Это — Петю поминать…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Хирӗҫ мар, рапортра колхозсене те, председателӗсене те асӑнма юрать.

— Не возражаю, чтобы упомянуть в рапорте и колхозы и председателей!

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Активлӑ строитель тесе ман ята асӑнма сӑмах пар кӑна.

Только дай слово, что упомянешь как активного строителя.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергейпе сӑмах тапратса фронтовиксене мухтама пуҫларӗ те диалектикӑллӑ материализм патне ҫитрӗ, вара сӑмахне тӗнчери лару-тӑру ҫинелле пӑрчӗ — Черчилль юлашкинчен тухса каланине кӗскен асӑнса иртрӗ, тӑватӑ министрӑн Парижра пулса иртнӗ ларӑвне те кӗртсе хӑварчӗ, Бикини атолла районӗнче атом бомбине пӑрахса пӑхни ҫинчен пичетре хыпар пулнине асӑнма манмарӗ…

Начав свой разговор с похвалы фронтовикам, он перешел к международному положению, бегло коснулся и последнего выступления Черчилля, и Парижского заседания четырех министров, и даже не забыл упомянуть о промелькнувшем в печати сообщении об испытании атомной бомбы в районе атолла Бикини…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑсӑклӑ докладсен йышӗнче Трак салинчен килнӗ Зинаида Михайловӑнне асӑнма пулать — Н.И.Ашмарин сӑмах кӗнекине тӗпченӗ май вӑл 160 ытла вӑхӑт лексикине тупма пултарнӑ.

В числе интересных можно упомянуть доклад Зинаиды Михайловой из села Траки, исследуя словарь чувашского языка Н.И. Ашмарина она смогла найти более 160 лексик с временными характеристиками.

Академиксемпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем пӗрле Николай Ашмарин ӗҫне хакларӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24445.html

Панихида туса ирттернӗ хыҫҫӑн тӑххӑрмӗш кунне вӑрҫӑра вилнӗ Григори воина асӑнма Виссарион пупа тата хӑйсен тӑванӗсемпе хурӑнташӗсене пуҫтарчӗҫ.

На девятый день после панихиды пригласили попа Виссариона и родных на поминки по убиенном воине Григории.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех