Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпланӑ (тĕпĕ: айӑпла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавсем тӑрӑх вара аслӑ революционера айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Халӑх суд туса айӑпланӑ Ефим Трубачевпа Батальщиков ҫырса пӗлтернӗ тӑрӑх, станцине илсе кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, Дымок ирӗк пурнӑҫшӑн, Гремячий Лог хуторӗшӗн тунсӑхлама тытӑннӑ та тарма хӑтланнӑ.

Ефим Трубачев и Батальщиков, осужденные народным судом, писали, что по дороге на станцию Дымок затосковал по воле, по Гремячему Логу и попытался бежать.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна комсомолтан кӑларса пӑрахнӑ, иртӗхнӗшӗн тата ҫынна вут тӗртнӗшӗн судпа та айӑпланӑ.

Его исключили из комсомола, судили за хулиганство и за поджог.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашниех ҫаксенчен пӗр-пӗрне вӑрттӑн вӑрланӑ тесе айӑпланӑ, виҫҫӗш те хӑйсем пит чее те ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсем пек туйӑннӑ та, патша каланӑ вара вӗсене: — Сирӗн ӗҫӗре татса париччен, эсир малтан эп мӗн каланине итлӗр, — тенӗ.

Каждый из них обвинял другого в тайном похищении, и так как все трое казались людьми очень хитрыми и тонкими в речах, то сказал им царь: — Прежде чем я решу ваше дело, выслушайте то, что я расскажу вам.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кӗнекесене пичетлесе кӑларма май килнӗ, анчах вӗсене тӳрех конфискациленӗ, авторне вара «аслӑ влаҫа чӑрсӑрла хисеплеменшӗн» айӑпланӑ.

Хотя книги удалось издать, но они сразу же были конфискованы, а автор обвинен в «дерзостном неуважении к верховной власти».

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Адмиралтейство лорчӗсене Рид асӑрхаттарӑвӗсене шута илменшӗн судпа айӑпланӑ, приговорне бронза хӑма ҫинех ҫырса хунӑ та Лондонри святой Павел соборӗнче вырнаҫтарнӑ.

Лорды адмиралтейства были осуждены за «невежественное упрямство», и приговор суда был выгравирован на бронзовой доске, поставленной в память о гибели «Кэптена» в соборе святого Павла в Лондоне.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Анчах хӑш-пӗр профессорсем Остроградские христианство вӗренӗвӗпе иртнӗ лекцисене ҫӳременшӗн айӑпланӑ, университет пӗтерни ҫинчен калакан аттестата та пама хирӗҫ пулнӑ.

Но реакционно настроенные профессора обвинили Остроградского в том, что он не слушал лекций по «богопознанию и христианскому учению», ему не дали аттестата об окончании университета.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Лешӗ: «Таса кӗпе-йӗм тӑхӑнса вилме ирӗк парӑр», — тесе тархаслать те Чашлама вӑрманне тухса тарать — хӑтӑлса юлать (каварланнӑ чӑвашсене кайран айӑпланӑ).

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Кунта ӗнтӗ тӗрлӗрен ӗмӗтсӗр комбинацисем пулма пултарнӑ, ҫаксенчен пӗрин пирки Вышимирский айӑпланӑ та Николай Антоныча.

Тут были возможны разные жульнические комбинации. И в одной из них Вышимирский обвинял Николая Антоныча.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑн та ҫапла пулма кирлине тата та ҫирӗпрех ӗненет, аслатиллӗ ҫумӑр пулмасан, хӗвел хӗртнипе хӑй типсе кайма пултарнине чухлать вӑл, хӑйӗн пурнӑҫӗнче вырнаҫать, — мӗн тӑвас тенине тӑвать, хӑйне хӑй, пӗчӗк ачана тивӗҫлӗн айӑпланӑ пек, айӑпласа ӗҫе кӗртет вӑл.

Она знает, что без гроз постоянный зной солнца ее иссушит; она проникается своей собственной жизнью, — лелеет и наказывает себя, как любимого ребенка.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ кунта ҫынсен чӑн ячӗсене пурне те улӑштартӑм пулин те, кунта кам ҫинчен каланӑ, ҫавсем хӑйсене палласа илме пултарӗҫ тата кунти тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ ҫыннӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене тӳрре кӑларӗҫ-и, тен, унсӑрӑн вӗсем халичченех ӑна ҫеҫ айӑпланӑ пулӗччӗҫ-ха: эпир вӗт мӗн ӑнланнине кирек хӑҫан та тенӗ пекех каҫаратпӑр.

Хотя я переменил все собственные имена, но те, о которых в нем говорится, вероятно себя узнают, и, может быть, они найдут оправдания поступкам, в которых до сей поры обвиняли человека, уже не имеющего отныне ничего общего с здешним миром: мы почти всегда извиняем то, что понимаем.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна пӗлтӗрхи августра должноҫ полномочийӗсемпе киревсӗр тӗллевпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Джо индееца хулари пилӗк ҫынна вӗлернӗ тесе айӑпланӑ, анчах мӗнех-ха вара вӑл.

Говорили, что индеец Джо убил пятерых жителей городка, но что же из этого?

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсене кулак тесе айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Руслан Матюшкинӑн тӑванӗсем ӳкӗнсе каҫару ыйтас вырӑнне Клавти аппанах айӑпланӑ: «Ывӑлӑра хӑвӑр лайӑх пӑхман эсир», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

1937 ҫулсенче ҫӗршыври шкулсенчи чылай вӗрентекене Совет влаҫне хирӗҫ тӑрать тесе айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Асаннен тӑванне Униҫӗме кулак тесе айӑпланӑ, унӑн пурлӑхне туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

16. Пӗр ҫын тунӑ ҫылӑх хыҫҫӑн мӗн пулнине ниепле те Турӑ тивлечӗ мӗн панипе танлаштарма ҫук: ун чухне пӗр усал ӗҫшӗнех сут туса хытӑ айӑпланӑ, халӗ вара Турӑ тивлечӗ чылай усал ӗҫшӗн те тӳрре кӑларать.

16. И дар не как суд за одного согрешившего; ибо суд за одно преступление - к осуждению; а дар благодати - к оправданию от многих преступлений.

Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ, ҫынна сут тӑваканскер, кирек кам пулсан та, айӑпран хӑтӑлаймӑн, эсӗ ҫынна мӗнле айӑппа айӑплатӑн, хӑвна ху та ҫав айӑппах айӑплатӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫынна айӑпланӑ чухне эсӗ ху та ҫав айӑпах тӑватӑн.

1. Итак, неизвинителен ты, всякий человек, судящий другого, ибо тем же судом, каким судишь другого, осуждаешь себя, потому что, судя другого, делаешь то же.

Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Павел кӗрсе тӑрсанах, ӑна Иерусалимран пынӑ иудейсем сырса илнӗ, ӑна ӗнтӗ темӗн тӗрлӗ те айӑпланӑ, анчах айӑпӗсем чӑннине кӑтартса парайман.

7. Когда он явился, стали кругом пришедшие из Иерусалима Иудеи, принося на Павла многие и тяжкие обвинения, которых не могли доказать.

Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех