Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн тӗлӗнмелле туранӑ ҫӳҫӗ, таҫтан, ӗнсе чиккинчен пуҫласах, урлӑ май уйӑрса янӑскер, кукшине пытарас шухӑшпа — мал енне кӑшӑл пек антарса янӑскер, мана мӗн ачаран интереслентернӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пилӗк ҫултан пуҫласах мана Савельич стремянной аллине панӑ пулнӑ, хӑйне чипер, урӑ тыткаланӑшӑн, ӑна мана пӑхса пурӑнаканӗ тунӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Акӑ мӗн ҫырса пӗлтерме тивӗҫ эпӗ сирен пата: «Святая Мария» Карск тинӗсӗнчех шӑнса ларчӗ, 1913 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласах ҫурҫӗр пӑрӗсемпе пӗрле Ҫурҫӗрелле шӑвать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ача чухнех, типнӗ ҫулҫӑсем хушшинче, шӑрӑхпа ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ ҫӗр ҫинче пӗтӗм Атӑл тӑрӑхӗнче чапа тухнӑ темӗн пысӑкӑш, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбузсем выртакан пахчана хуралланӑ вӑхӑтра, хӑйӗн пуҫӗ ҫийӗпе йӗкӗр ҫунатлӑ кӗмӗл кайӑк вӗҫсе иртнине курнӑ, ҫав кайӑк тусанлӑ ҫеҫен хир ҫийӗн таҫталла, Сталинград еннелле вӗҫсе кайнӑ, Алексей ҫав кунран пуҫласах хӑй ӑшӗнче лётчик пулса тӑнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхи те патшалӑх чӗлхи, ҫавӑнпа чӑваш ачисем шкулсенче пурте ҫӗр проценчӗпех пӗрремӗш класран пуҫласах чӑвашла вӗренмелле.
Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html
Республика ертӳҫин должноҫне уйӑрса лартнӑ кунран пуҫласах эпӗ Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫине-ҫине палӑртатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Иисус каланӑ вӗсене: ҫакӑн ҫинчен Эпӗ сире малтан пуҫласах калатӑп; 26. Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай; анчах тӗнчене Эпӗ Хама Яракантан мӗн илтнине ҫеҫ калатӑп, Вӑл вара — Чӑнни, тенӗ.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана иудейсем пурте мӗн ҫамрӑкранпах пӗлсе тӑраҫҫӗ: эпӗ малтан пуҫласах хамӑн халӑхӑм хушшинче, Иерусалимра, пурӑнтӑм, 5. вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ, каласа кӑтартас тесессӗн, эпӗ фарисей пулса хамӑр тӗнри чи ҫирӗп вӗренӗве пӑхӑнса пурӑннине каласа пама пултараҫҫӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иоанӑн ытти ӗҫне — унӑн вӑрҫисене, унӑн хастаррӑн тунӑ паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл епле хӳмесем лартнине тата ытти тӗрлӗ ӗҫне — 24. вӑл аслӑ священникра ларнӑ кунсенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ, ӑна хӑйӗн ашшӗ хыҫҫӑн аслӑ священник пулса тӑнӑ кунран пуҫласах ҫырса пынӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Паянтан пуҫласах акӑ сире, пӗтӗм Иудея халӑхне, хырҫӑран тата тӑварпа сутӑ тунӑшӑн, пуҫкӑшӑльшӗн хуракан тӳлеврен хӑтаратӑп; 30. Иудея ҫӗрӗнчен тата ун ҫумне Самарипе Галилейӑран хушӑннӑ ҫӗрсенчен виҫҫӗшӗнчен те илсе тӑнӑ пайӑма — тырпулӑн виҫҫӗмӗш пайӗн укҫине, йывӑҫ ҫимӗҫӗсен ҫуррин укҫине — паянхи кунран тытӑнса ӗмӗрлӗхе пӑрахӑҫлатӑп.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах Эпӗ — Египетран пуҫласах санӑн Ҫӳлхуҫа Турру; санӑн, Мансӑр пуҫне, урӑх турра пӗлмелле мар; Мансӑр пуҫне урӑх ҫӑлакан ҫук.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ вара Египет ҫӗрӗнчен пуҫласах санӑн Ҫӳлхуҫа Турру, уяв кунӗсенчи пек, сана каллех хӳшӗсене вырӑнаҫтарӑп.9. А Я, Господь Бог твой от самой земли Египетской, опять поселю тебя в кущах, как во дни праздника.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Аса илӗр те ҫакна — хӑвӑр ар пулнине кӑтартӑр; Турӑран сивӗннӗскерсем, ҫакна чӗре ҫумне илӗр; 9. унчченхине, пуҫламӑшӗнчен пуҫласах, аса илӗр: Эпӗ — Турӑ, урӑх Турӑ ҫук, Ман евӗрли ҫук.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑслӑлӑх мӗн вӑл, мӗнле пулса кайнӑ вӑл — пӗлтерӗп, 23. сирӗнтен нимӗнле вӑрттӑнлӑха та пытармӑп, ӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласах тишкерӗп, 24. ӑна мӗнле пӗлсе ҫитмеллине уҫса парӑп, чӑнлӑхран пӑрӑнса иртмӗп; 25. хавшатакан-кӑшлакан кӗвӗҫӳпе пӗрле каймӑп: кӗвӗҫӳпе ӑслӑлӑхӑн пӗр пекки нимӗн те ҫук.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак ҫӗре эпир ун чухне Арнон юхӑм шывӗ патӗнчи Ароертан пуҫласах илтӗмӗр; вара Галаад тӑвӗн ҫуррине, хули-мӗнӗпе, эпӗ Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне патӑм; 13. Галаадӑн юлашки пайне тата пӗтӗм Васана, Ог патшалӑхне, эпӗ Манассиян ҫур йӑхне патӑм, ӑна пӗтӗм Аргов ҫӗрӗпе пӗтӗм Васана патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.