Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӑсл 6

Пай: Библи –> Соломонӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:30

Пуплевӗш: 15; Сӑмах: 293

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эппин, итлӗр, патшасем, ӑса кӗрӗр, вӗренӗр, пӗтӗм ҫӗр тӳрисем! 2. Тӑнлӑр, нумайӑшне тытса тӑракансем, халӑхсене алӑра тытнипе мӑнаҫланакансем! 3. Патшалӑхӑра сире Ҫӳлхуҫа панӑ, вӑй-хӑват та — Ҫӳлти Турӑран, Вӑл сирӗн ӗҫӗрсене тӗпчӗ, шухӑшӑрсене тӗрӗслӗ: 4. эсир, Унӑн патшалӑхӗшӗн ӗҫлес ҫынсем, тӳррипе сут туман, саккуна уяман, Турӑ ирӗкӗпе пурӑнман. 5. Вӑл сирӗн пата кӗҫех хӑрушшӑн килӗ, пуҫлӑхра тӑракансене ҫирӗп сут тӑвӗ: 6. мӗскӗн ҫынна каҫарӗ, вӑйлисене вара вӑйлӑ тӗрӗслӗ, тӗппипе тӗпчесе пӗлӗ. 7. Пуринӗн те Ҫӳлхуҫи никамран та хӑрамӗ, аслӑлӑхран та шикленмӗ: кӗҫӗннине те, аслине те Вӑл пултарнӑ, Вӑл пуриншӗн те пӗр пекех тӑрӑшать; 8. анчах пуҫлӑхра тӑракансене ҫирӗп тӗрӗслев кӗтет. 9. Эппин, хаяр патшасем, ӑслӑлӑха вӗренӗр, ҫылӑха кӗрсе ан ӳкӗр тесе сӑмахӑма сире калатӑп: 10. сӑваплӑха сӑваплӑн упракансем сӑваплӑ пулӗҫ, ҫакна тума вӗреннисем тӳрре тухӗҫ. 11. Апла манӑн сӑмахӑмсене йышӑнӑр, вӗсене юратӑр та вӗренӗр. 12. Ӑслӑлӑх ҫутӑ та чӗрӗ, шанмасть, хӑйне юратакана хӑвӑрт курӑнать, хӑйне шыракана тупӑнать; 13. хӑйне пӗлес теекенсем патне вӑл хӑех, малтанах, пырать. 14. Ӑна ир-ирех шырама тытӑнакан ӗшенмест: ӑслӑлӑха вӑл хӑйӗн алӑкӗ умӗнчех тупӗ: вӑл ҫавӑнтах ларать-мӗн. 15. Ун ҫинчен шухӑшланиех ӑстӑна тасатать, уншӑн ҫӗр ҫывӑрман ҫын часах чӑрмавсенчен хӑтӑлать: 16. ӑслӑлӑх вӑл хӑйне тивӗҫлисене хӑех йӗри-тавра шыраса ҫаврӑнать, савӑк кӑмӑлӗпе вӗсене ҫул ҫинче курӑнать, вӗсене кирек мӗн шухӑшласассӑн та тӗл пулать. 17. Ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ — ӑна вӗренесшӗн ӑнтӑлни, 18. вӗренме тимлени вара — юрату, юрату вара — ӑслӑлӑх саккунӗсене упрани, саккунсене уяни вара — вилӗмсӗрлӗх никӗсӗ, 19. вилӗмсӗрлӗх вара Турӑ патне ҫывӑхартать; 20. ҫавӑнпа та ӑслӑлӑхшӑн ӑнтӑлни ӗмӗрлӗх патшалӑх патне илсе ҫитерет. 21. Ҫапла вара, халӑхсенӗн хуҫисем, эсир патша пуканӗпе, патшалӑх туйипе киленетӗр пулсассӑн, ӗмӗрех патшара ларас тесессӗн, ӑслӑлӑха хисеплӗр. 22. Ӑслӑлӑх мӗн вӑл, мӗнле пулса кайнӑ вӑл — пӗлтерӗп, 23. сирӗнтен нимӗнле вӑрттӑнлӑха та пытармӑп, ӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласах тишкерӗп, 24. ӑна мӗнле пӗлсе ҫитмеллине уҫса парӑп, чӑнлӑхран пӑрӑнса иртмӗп; 25. хавшатакан-кӑшлакан кӗвӗҫӳпе пӗрле каймӑп: кӗвӗҫӳпе ӑслӑлӑхӑн пӗр пекки нимӗн те ҫук. 26. Ӑсчахсем нумай пулсассӑн, тӗнче ҫӑлӑнӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ патша — халӑх тӑнӑҫлӑхӗ. 27. Эппин, манӑн сӑмахӑмсенчен вӗренӗр, сирӗншӗн усӑллӑ пулӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех