Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускава (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнтерӳҫӗ командӑна Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Мускава кадетсен класӗсен смотр-конкурсне йыхравлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ялта ӗҫ вырӑнӗ ҫуккипе вӑл Мускава тухса кайрӗ.

Оттого, что в деревне нет работы, он уехал в Москву.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хӗр кайран Мускава ӗҫлеме кайрӗ, никам та кӗтмен, пулӑшман ӑна унта, — ачисем пирки куҫҫульне шӑла-шӑла каласа пачӗ Эмилия Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ывӑл Мускава ӗҫлеме ҫӳрет, яланах килте тӑмасть.

Сын подрабатывает в Москве, частенько его нет дома.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Укҫа енчен хӗсӗк пулсан отпуск вӑхӑтӗнче Мускава е Ҫӗпӗре калӑм тума ҫул тытатӑп.

Если уж очень туго с деньгами, то еду калымить в Москву или Сибирь во время отпуска.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Мускава ҫӳреме тытӑнсан пӑрахӑҫларӑм ӑна.

Когда начал ездить в Москву отвергнул ее.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Пӗрисем, ав, Мускава ҫул тытаҫҫӗ, Соловьевсем вара ялтах ӗҫсӗр пӗр кун та лармаҫҫӗ.

Некоторые, вот, держат путь в Москву, а Соловьевы и в деревне ни дня без работы не сидят.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗрремӗш хут Мускава хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартма кайса килчӗ.

Чувашский государственный академический театр в первый раз побывал в Москве со своими спектаклями.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Республикӑра пурӑнакансемшӗн хамӑр патрах ҫавнашкал майсем пурри чӑннипех лайӑх: Мускава, ытти хулана кайса вӑхӑт ҫухатмаҫҫӗ, ҫул укҫи тӑкакламаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫавна май нумай ҫын Мускава, ытти региона ӗҫлеме ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Мускава хӳтӗленӗ ҫӗрте икӗ ҫул пулнӑ ентешсем.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Вӗсем пурте Мускава сыхлама - 350-мӗш зенитлӑ артиллери дивизин 8-мӗш прожектор полкне лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Часах ӑна Мускава В.И.Ленин ячӗллӗ ҫарпа политика училищине вӗренме яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

СССР историйӗнче икӗ парад ыттисенчен уйрӑм иртнӗ: 1941 ҫулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнчи ҫар парадӗнчен пирӗн салтаксем Мускава хӳтӗлеме тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускаври Хӗрлӗ пдлощадьри парада хутшӑннӑ ентешсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Аслӑ хӗрӗм те шкул хыҫҫӑн Мускава тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Эпир ҫул ҫинче 30 кун ытла пулӑпӑр, 35 пин ытла километра парӑнтарӑпӑр, 150 ял-хулана кӗрсе тухӑпӑр. Акци харӑсах 5 тӑрӑхра — Севастопольте, Архангельскра, Вырӑс утравӗнче, Дербентра, Брестра — старт илчӗ. Эпир пурте пӗрле ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Владимир хулинче пухӑнӑпӑр. Унтан пӗрлехи колонна Мускава каять. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эпир Хӗрлӗ тӳрем тӑрӑх «Вилӗмсӗр полк» колонна пуҫӗнче Ҫӗнтерӳ Ялавне йӑтса утӑпӑр», — палӑртрӗ акци командирӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Актерсемпе режиссерсене Мускава, Питӗре, ытти хулана пултарулӑх лабораторийӗсене ярса ӑсталӑха туптасси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл ман пата Мускава янӑ пӗр ҫыру вӗҫӗнче ҫапла пил панӑччӗ: «Петя, йӗркеллӗ пул!

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пире ырӑпа асӑнни лайӑх-ха, анчах та кил-ҫурта, ҫемьене пӑрахса пурте Мускава тухса каяймастпӑр-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех