Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир, ҫур сасӑпа тенӗ пек, шӑппӑн калаҫса лартӑмӑр.

Мы разговаривали вполголоса.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр тенӗ пек кӑна пурӑнтӑм, пирус сутрӑм, сарӑ, симӗс, сара раксем тытрӑм, — сенкер раксем пурпӗрех пӗрре те лекмерӗҫ.

Я просто жил день за днем, торговал папиросами и ловил раков, желтых, зеленых, серых, – голубой так и не попался ни разу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнти «Юратнӑ юлташӑм», «Ырӑ кӑмӑллӑ А. государь» тенӗ сӑмахсенче темскер пытанса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ пирӗншӗн.

Что—то таинственное было в этих обращениях: «Любезный друг» или «Милостивый государь А.Ф.».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анне хырӑмӗнчех тенӗ пек эпӗ гварди сержантӗнче хисепленнин мӗн уссийӗ пулчӗ-ха!

— К чему послужило мне то, что еще в утробе матери я был уже гвардии сержантом!

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«держать в ежевых рукавицах (чӗреп тирӗнчен тунӑ алсапа тенӗ пек тытмалла пултӑр)»…

держать в ежовых рукавицах…

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Апла, кама тенӗ ӑна эрехлӗх пама тытӑнсан, хамӑра та часах акӑ выҫӑ ларма тивӗ, — терӗ вӑл.

Всякому давать на водку, так самому скоро придется голодать, — сказал он.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич, минутсерен тенӗ пекех, ман айӑка ҫапӑнса ахлата-ахлата илет.

Савельич охал, поминутно толкаясь о мои бока.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Минутсерен тенӗ пек, ман шарсем аяккалла сикме тытӑнчӗҫ.

Шары поминутно летали у меня через борт.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл вӑхӑтра Бопре ним туйми, пӗр айӑпсӑр тенӗ пекех, ыйха хӗртет.

В это время Бопре спал на кровати сном невинности.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ калаҫма чарӑнсан вӑл, халӗ ӗнтӗ пурне те пӗлетӗп тенӗ пек, анне ҫине пӑхса илчӗ.

когда я замолчал и, думая, что теперь все ясно, посмотрел за мать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апат ҫинӗ чухне вӑл, мӑнтӑркка приставпа виҫе городовой пристане килсе тухсан, «Мӗскер, Саня» тенӗ пек пӗр вӗҫӗмрен ман ҫине пӑхса ларчӗ.

Он ел и все посматривал на меня – «что, Саня?», – когда толстый пристав и трое городовых появились на пристани.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана хирӗҫ пулнӑ икӗ казак, вӗлерекенне хӑваланӑ май, аманнӑскере ҫӗклесе тӑратнӑ, анчах лешӗн чун тухасси ҫеҫ юлнӑ та пӗр икӗ сӑмах кӑна хушнӑ; «Вӑл тӗрӗс каларӗ!» — тенӗ.

Два казака, встретившие меня и следившие за убийцей, подоспели, подняли раненого, но он был уже при последнем издыхании и сказал только два слова: «Он прав!»

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсӗ кама шыратӑн, тӑванӑм? — тесе ыйтнӑ Вулич, лешӗ тӳрех: — Сана, — тенӗ те ҫавӑнтах ӑна хӗҫпе ҫапса хул пуҫҫийӗнчен чӗри патне ҫитиччен касса татнӑ.

Вулич сказал: «Кого ты, братец, ищешь» — «Тебя!» — отвечал казак, ударив его шашкой, и разрубил его от плеча почти до сердца…

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тупнӑ-ҫке шыраса!.. — тенӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ пур енчен те.

Придет же в голову! — раздалось со всех сторон.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Симӗс сӗтел хушшинче вӑл пурин ҫинчен те манса каять; ҫитменнине, ялан тенӗ пекех, выляса ярать; анчах выляса яни унӑн выляс кӑмӑлне хӗтӗртет кӑна.

За зеленым столом он забывал все, и обыкновенно проигрывал; но постоянные неудачи только раздражали его упрямство.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ун аллине чӑмӑртас тенӗ пулсан, вӑл мана мӑйран ыталаса тытнӑ пулӗччӗ, анчах эп, чул пек, вырӑнтан тапранмарӑм — вӑл тухса кайрӗ.

И если б я показал ему малейшее на это желание, то он бросился бы мне на шею; но я остался холоден, как камень — и он вышел.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Верӑна Пятигорскра курас ҫук тенӗ шухӑш ман чӗрене мӑлатукпа ҫапать.

Мысль не застать уже ее в Пятигорске молотком ударяла мне в сердце.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Манӑн упӑшка нумайччен пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ; вӑл мана мӗн каланине пӗлместӗп, хам мӗн каланине те ас тумастӑп… ӑна эпӗ сана юрататӑп, тенӗ пулас.

Мой муж долго ходил по комнате; я не знаю, что он мне говорил, не помню, что я ему отвечала… верно, я ему сказала, что я тебя люблю…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпир ҫапӑҫас тенӗ вырӑн тӗрӗс виҫкӗтеслӗх пек.

Площадка, на которой мы должны были драться, изображала почти правильный треугольник.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӗрлӗрен ҫынсем пур-ҫке, хӑшӗсем акӑ нимӗнсӗрех эрешменсемпе таракансенчен, шӑшисенчен хӑраҫҫӗ, тӳррипех калас-ши, эпӗ ача чухнех пӗр карчӑк ман пирки аннене юмӑҫ ярса панӑ; хаяр арӑмӗнчен вилмелле, тенӗ вӑл ман пирки; ку мана ун чухнех ытла тӗлӗнтернӗ: авланасси ҫине ҫав тери йӗрӗнсе пӑхакан пултӑм… анчах вӑл калани мана тӗрӗсе килес пек туйӑнать; ҫапах та эпе май килнӗ таран ҫавӑ каярах килтӗрччӗ тесе тӑрӑшӑп-ха.

Ведь есть люди, которые безотчетно боятся пауков, тараканов, мышей, признаться ли, когда я был еще ребенком, одна старуха гадала про меня моей матери; она мне предсказала мне смерть от злой жены; это меня тогда глубоко поразило; в душе моей родилось непреодолимое отвращение к женитьбе… между тем что-то мне говорит, что ее предсказание сбудется; по крайней мере буду стараться, чтоб оно сбылось как можно позже.

Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех