Шырав
Шырав ĕçĕ:
34. Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр: 35. вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ; 36. ҫавӑнпа кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата вӗренекенӗсене те каланӑ: акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр; 23. сире: «акӑ кунта» е «авӑ унта» тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр: 24. ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫӳлхуҫа каланӑ: хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑ пек пулӑр, хуҫи ӑна ытти тарҫисене вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫсе тӑма та лартӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Пилӗкӗр сирӗн ҫыхнӑ пултӑр, ҫутаткӑҫӑр ҫунса тӑтӑр; 36. эсир, хуҫи туйран таврӑнассине кӗтсе, вӑл килсе шаккасанах уҫмашкӑн хатӗр тӑракан ҫынсем пек пулӑр.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫапла ӗнтӗ Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр, каялла илессе шанмасӑрах кивҫен парӑр; вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ывӑлӗсем пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Сире ҫынсем Этем Ывӑлӗшӗн курайми пулсассӑн, хӑвӑра хӑваласа ярсассӑн, хӑртсассӑн, сирӗн ҫинчен усал ят сарсассӑн, эсир телейлӗ пулӑр.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет.34. И сказал им: душа Моя скорбит смертельно; побудьте здесь и бодрствуйте.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Сире каланине пуриншӗн те калатӑп: сыхӑ пулӑр, тенӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫапла ӗнтӗ сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр; 36. вӑл, сасартӑк килсе, эсир ҫывӑрнӑ тӗле ан пултӑрччӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсир вара сыхӑ пулӑр.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир вара сыхӑ пулӑр: сире сут тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ; Ман пирки сире тӳресемпе патшасен умне Ман ҫинчен вӗсен умӗнче кӳнтелеме тӑратӗҫ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус вӗсене тӳрех сасӑ панӑ: хӑюллӑ пулӑр, ку Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ.И тотчас заговорил с ними и сказал им: ободритесь; это Я, не бойтесь.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет.38. Тогда говорит им Иисус: душа Моя скорбит смертельно; побудьте здесь и бодрствуйте со Мною.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп: ӗнтӗ ҫӗлен пек чее пулӑр, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.16. Вот, Я посылаю вас, как овец среди волков: итак будьте мудры, как змии, и просты, как голуби.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем пек ан пулӑр: сире мӗн кирлине Аҫӑр эсир Унран ыйтичченех пӗлсе тӑрать.8. Не уподобляйтесь им, ибо знает Отец ваш, в чем вы имеете нужду, прежде вашего прошения у Него.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Аҫӑр епле пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ, эсир те ҫапла пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ пулӑр.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эй халӑхӑм, итле ҫак сӑмаха: вӑрҫа хатӗрленӗр, инкеклӗ вӑхӑтра урӑх ҫӗртен килнӗ ҫынсем пек пулӑр.41. Слушай слово, народ мой: готовьтесь на брань, и среди бедствий будьте как пришельцы земли.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. «Эсир Манӑн халӑхӑм пулӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулам, эсир Манӑн ывӑлӑмсем пулӑр, Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулам» темерӗм-и?29. чтобы вы были Мне народом и Я вам Богом, чтобы вы были Мне сынами, и Я вам Отцом?
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗлсех тӑрӑр: эхер те эпир вӗсене хирӗҫ мӗнле те пулин усал ӗҫ тусассӑн е кӳрентерес пулсассӑн, пире хирӗҫ тӑраканӗ этем мар пулӗ, пирӗн пӗтӗм ӗҫӗмӗршӗн яланах тавӑрса тӑраканни пур пуҫлӑха та тытса тӑракан ҫӳлти Турӑ пулӗ. Сывлӑхлӑ пулӑр» тенӗ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.