Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Эсир чӑн тӗне пӑхӑнса пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп, ҫавах та эпӗ сире: ырӑ тума ӑслӑ пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр, тетӗп.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӳсӗмлӗх паракан, лӑплантаракан Турӑ сире Христос Иисус вӗрентнӗ пек пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшлӑ пулма патӑр, 6. вара эсир Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, пӗр кӑмӑлтан, пӗр ҫӑвартан мухтакан пулӑр.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кун ҫутинче пурӑннӑ пек йӗркеллӗ пурӑнар: ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхмесӗр, намӑс ӗҫ тумасӑр, аскӑнланмасӑр, вӑрҫу-тавлашу хускатмасӑр, ӑмсанмасӑр; 14. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр евӗрлӗ пулӑр, ӳтшӗн тӑрӑшнӑ чухне ӑна ан иртӗхтерӗр.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 10. пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр; 11. тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр; 12. шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр; 13. йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр; 14. хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре ҫылӑх пусмӑрласа ан тӑтӑр, ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайса ҫылӑха парӑнмалла ан пулӑр; 13. хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те усал ӗҫсем тутарса тӑма ҫылӑх аллине ан парӑр, эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пулса Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнӑр, хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те тӳрӗ ӗҫсем тутарса тӑма Турӑ аллине парӑр.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эй ачамсем, Унпа пӗрле пулӑр, Вӑл килсессӗн эпир хӑюллӑ пулар, Ун умӗнче намӑса юлмалла пулар мар.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсир Турӑ Ывӑлӗнчен илнӗ тивлет хӑвӑрӑнтах, ҫавӑнпа сирӗн камран та пулин вӗренме те кирлӗ мар; хӑвӑра суйласа илнӗ чухне панӑ тивлет сире хӑй пурне те вӗрентсе тӑрать, вӑл — чӑн, суясӑр; вӑл сире мӗне вӗрентнӗ, ҫавӑн пек, Унпа пӗрле, пулӑр.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр, 18. тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫул ҫӳрекенсене пӗр ӳпкелемесӗр хапӑл пулӑр.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ырӑ ӑслӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе пурӑнӑр; хӑвӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен ыйтса тӗпчекене кирек кама та ӑшшӑн, йӑвашшӑн каласа пама ялан хатӗр тӑрӑр; 16. ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр, эсир Христоса ӗненсе ырӑ пурӑннине хурлакан ҫынсем сире усал ҫынсем вырӑнне картса хӑртнӑшӑн намӑса юлччӑр.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унтан тата пурсӑр та пӗр шухӑшлӑ пулӑр, ҫын асапне ҫӗклӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр, туслӑн пурӑнӑр, йӑваш ӑслӑ пулӑр; 9. усал тунӑшӑн усалпа, вӑрҫнӑшӑн вӑрҫса ан тавӑрӑр; апла тума мар, хӑвӑра пиллӗх илме чӗннине пӗлсе, пиллӗх парӑр.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл — ҫынсем тиркенӗ, анчах Турӑ суйласа илнӗ чӗрӗ, хаклӑ чул; Ун патне пырса, 5. хӑвӑр та чӗрӗ чул пулса, хӑвӑртан тап-таса ҫурт туса хурӑр, ҫапла Иисус Христос урлӑ Турӑ кӑмӑлне килекен сӑваплӑ парнесем кӳрсе тӑма таса священниксем пулӑр.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫырура: «Эпӗ таса, эсир те таса пулӑр» тенӗ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кӳнтем ачасем пек пулӑр, ӗлӗкхи пек, хӑвӑр пӗлмен чухнехи пек, ӳт хыҫҫӑн ан кайӑр; 15. хӑвӑра чӗнсе илнӗ Туррӑн тасалӑхне кура пур ӗҫре те таса пулӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗрентнине туса тӑракансем пулӑр, хӑвӑра хӑвӑр улталаса сӑмаха итлесе тӑракансем анчах ан пулӑр.22. Будьте же исполнители слова, а не слышатели только, обманывающие самих себя.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй ырӑ ҫыннӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫирӗп пулӑр; эпӗ Турра шанса тӑратӑп — мана епле каланӑ, ҫапла пулать те.25. Посему ободритесь, мужи, ибо я верю Богу, что будет так, как мне сказано.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сывӑ пулӑр».
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр: 35. вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ; 36. ҫавӑнпа кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата вӗренекенӗсене те каланӑ: акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр; 23. сире: «акӑ кунта» е «авӑ унта» тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр: 24. ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.