Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Тимлӗ пулӑр, ҫакна Иерусалима илсе ҫитерсе, священниксемпе левитсен пуҫлӑхӗсем умӗнче, Израиль ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем умӗнче виҫепе виҫсе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн управӑшне хуриччен тимлӗ пулӑр, терӗм.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. «Эсир пирӗн пата янӑ ҫырӑва ман умӑмра ӑнланмалла вуласа пачӗҫ; 19. хушрӑм та — шыраса тупрӗҫ, пӗлчӗҫ: чӑнах, ку хула мӗн авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑнине, унта пӑлхавсемпе пӑтравсем пула-пула иртнине, 20. Иерусалимра хӑватлӑ патшасем пулнине, вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗре тытса тӑнине, вӗсене хырҫӑ, куланай тата ытти тӳлев парса тӑнине пӗлтӗмӗр. 21. Апла ҫав ҫынсене ӗҫлеме чарӑр, эпӗ каламасӑр вӑл хулана ан туччӑр. 22. Астӑвӑр, пурне те тӗплӗ тӑвӑр, тимлӗ пулӑр; ҫав сиене пула патшалӑхӑн шар курмалла ан пултӑр».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: 7. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, 8. унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ хӑвӑр аҫӑрсем пек чурӑс ан пулӑр, Ҫӳлхуҫана парӑнӑр, Унӑн Ҫуртне, Вӑл ӗмӗрлӗхе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ҫӳрӗр, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗҫлесе тӑрӑр, вара Вӑл Хӑйӗн хаяр ҫиллин ҫулӑмне сирӗн патӑртан сирсе ярӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр аҫӑрсем пек, хӑвӑр тӑванӑрсем пек ан пулӑр: вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче саккуна пӑсса пурӑннӑ; ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӗсене ҫаратса-тустарса тухнине эсир хӑвӑрах куратӑр.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ачамсем! тимсӗр ан пулӑр: Ҫӳлхуҫа сире Хӑй умӗнче тӑма, Хӑйӗншӗн ӗҫлеме, Унӑн чурисем пулса пуҫҫапма тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрекенсем пулма суйласа илнӗ, тенӗ Езекия патша.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пыра-киле Иоас чунӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнетес шухӑш ҫуралнӑ, 5. вӑл вара священниксемпе левитсене пуҫтарнӑ та каланӑ вӗсене: Иудея хулисем тӑрӑх кайӑр та Турӑ Ҫуртне ҫулсеренех тимлӗн тытса тӑма Израильре пурӑнакансенчен пуринчен те кӗмӗл пуҫтарӑр; ку ӗҫре васкаварлӑ пулӑр, тенӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша тухнӑ чухне те, патша кӗнӗ чухне те ун ҫумӗнче пулӑр.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫирӗп пулӑр, ӗҫлӗр, вара Ҫӳлхуҫа ырӑ тӑвакансемпе пӗрле пулӗ, тенӗ Иосафат патша.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давида ҫакӑн ҫынчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл вӗсене хирӗҫ ҫын янӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсене питех те чыссӑрлатнӑ пулнӑ; патша вӗсене ҫапла калама хушнӑ: сухалӑр ӳссе ҫитиччен Иерихонра пулӑр, кайран тин таврӑнӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша тухнӑ чухне те, вӑл кӗнӗ чухне те ялан ун ҫумӗнче пулӑр.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Авессалом хӑйӗн тарҫисене хытарсах каласа хунӑ: сыхӑ пулӑр, Амнон чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсассӑнах, эпӗ сире: «Амнона тапӑнӑр» тейӗп те, эсир хӑраса ан тӑрӑр — вӗлерӗр ӑна; эпӗ сире ҫапла хушатӑп, хӑюллӑ та паттӑр пулӑр.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша вӗсене ҫапла калама хушнӑ: сухалӑр ӳссе ҫитиччен Иерихонра пулӑр, кайран тин таврӑнӑр.И велел царь сказать им: оставайтесь в Иерихоне, пока отрастут бороды ваши, и тогда возвратитесь.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид вара Галаадри Иависра пурӑнакансем патне элчӗсем янӑ, вӗсен ҫапла каламалла пулнӑ: Саул хуҫӑра, [Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине, тата унӑн ывӑлне Ионафана] пытарса, эсир ырӑ ӗҫ турӑр, ҫавӑншӑн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитӗ, 6. сирӗншӗн Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ та шанчӑклӑ пултӑр; ҫапла тунӑшӑн эпӗ те сире ырӑ тӑвӑп; 7. халӗ ӗнтӗ аллӑрсем ҫирӗпленччӗр, хӑюллӑ пулӑр: Саул хуҫӑр вилчӗ, мана вара Иуда килӗ хӑйӗн патши пулма ҫу сӗрчӗ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку вӑл шӑпах пушхирте Египет ҫыннисене тем тӗрлӗ асаплантарса пӗтернӗ Турӑ; 9. ҫирӗп тӑрӑр та паттӑр пулӑр, филистимсем, еврейсем сирӗн патӑрта чуралӑхра пулнӑ пек, сирӗн хӑвӑрӑн еврейсен аллине чуралӑха кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр; паттӑр пулӑр та вӗсемпе ҫапӑҫӑр, тенӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем каланӑ: каяр та тапӑнар вӗсене; эпир питӗ паха ҫӗр куртӑмӑр; эсир вара шухӑша кайса тӑратӑр: ан тӑхтӑр, кайӑр та ҫав ҫӗре еткерлӗхе илӗр; 10. унта ҫитсен, эсир ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑх тӗлне пулӑр, ҫӗрӗ те вӑл анлӑ ҫӗр; Турӑ ӑна сирӗн аллӑра парать; унта пурте пур, пурте ҫителӗклӗ, тенӗ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша: шӑп пулӑр! тенӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, ҫирӗп те хастар пулӑр: сирӗнпе вӑрҫакан тӑшманӑрсене Ҫӳлхуҫа пурне те ҫапла тӑвӗ, тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Эпир аякрисем» терӗр, хӑвӑр пирӗн ҫывӑхрах пурӑнатӑр; 23. ҫакӑншӑн эсир ылханлӑ пулӑр!Сказали: «мы весьма далеко от вас», тогда как вы живете близ нас? 23. за это прокляты вы!
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.