Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ йӗппе ҫипе вырӑнне хутӑм та, хӗрарӑм сӑмахӗсем мана шутсӑр кӑсӑклантарнӑ пек (тӗрӗссипе чӑнах та ҫаплаччӗ-ха ӗнтӗ):
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӑхӑр, пӑхӑр ӑна: вӑт мӗнле шлепке тӑхӑнса ҫӳреме лекет манӑн, тӗрӗссипе эпӗ хулари чи пуян ҫынсенчен пӗри-ҫке, хамӑн правасене кӑна илейместӗп…
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Атте хӑй тухса кайнӑ чух пӳртре нихҫан та ҫӗҫӗ е урӑх ҫавнашкал ҫивӗч япаласем хӑвармасть: эпӗ, паллах, пур ҫӗрте те шыраса пӑхрӑм, тӗрӗссипе, пӗтӗм вӑхӑта ҫав ӗҫпе кӑна ирттертӗм — пурпӗр урӑх нимӗнле ӗҫ те ҫук-ҫке.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӗрӗссипе, Энӗшкасси ялӗ ҫӗршыв илемӗсӗр пуҫне, ытти ялсенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӗрӗссипе каласан, ӑна та, кӑна та юратса пӑрахма пулать.
XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пӗр студента пӗлетӗп, — вӑл, тӗрӗссипе каласан, пирӗн класра пулман, — вӑл вара, чӑнах та, чаплӑ ҫын.Я знаю одного студента, — правда, он не моего курса, — это действительно замечательный человек.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тӗрӗссипе каласан, унра вӑл искусствӑна тата унӑн формисене мар (симфонисемпе сонатӑсем ҫеҫ мар, оперӑсем те ӑна кичемлентернӗ), унӑн стихийине: паллӑ мар та чуна килентерекен; тӗлсӗр те чӗрере шӑранакан сасӑсене, йӑлтах хӑй енне ҫавӑракан туйӑмсене юратать.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тӗрӗссипе калас-тӑк, эпӗ те авланнӑ вӗт…
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе вӑл хӑй те ним ӑнланмасӑрах юлчӗ пулас.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе каласан, сӑмахсем те мар вӗсем.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе калас-тӑк, Тельтовне эпир курман-ха, каланӑ тӑрӑх, ӑна хамӑр алла илеймен-мӗн-ха.Впрочем, сам Тельтов мы не видели, говорили, что он пока не взят.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе эпӗ Соколова йӗркеллӗ пӗлместӗп те, анчах темскер пур унӑн мана хӑй патнелле туртаканни.По существу, я совсем не знал Соколова, но в нем было для меня что-то притягательное.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе эп ҫеҫ сӑнатӑп-ха вӗсене, лейтенант шухӑша кайнӑ та ним асӑрхамасӑр пырать.Впрочем, смотрел я, а лейтенант крутил волосы и шел рассеянно.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пурте ӑнланчӗҫ ӗнтӗ, тӗрӗссипе, урӑх ним калаҫмалли те ҫук темелле.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе калас-тӑк, эп ун ҫинчен юлашки вӑхӑтра пӗр йӗрке те ҫырман.Признаться, что за все это время я не написал о ней ни строчки?
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе калас-тӑк, Макакӑпа иксӗмӗр эпир шӑпах аптӑраса ӳкрӗмӗр те ӗнтӗ, ҫухалса кайрӑмӑр.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе вӑл халь пачах урӑхла — пуҫланнӑ чухнехи пек мар.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе, ун пирки шутлама вӑхӑчӗ те ҫук пирӗн, мӗншӗн тесен нимӗҫсем темиҫе хут та ӗнтӗ атакӑна тухма хӑтланса пӑхрӗҫ.Нам было не до того: несколько раз немцы пытались подняться из окопов.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе вара вӗсем пӗри те ҫук.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗрӗссипе, Вера Михайловна хӑнӑхтарнӑччӗ мана ку ӗҫе.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.