Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫутҫанталӑкӑн сӑнӗ-пичӗ чӑн та вӑтанма пӗлмест иккен: вӑл унран виртлешсе кулнӑ пек хӑтланать!..У природы прямо-таки бесстыдный вид: она точно насмехается над ним!..
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмахпа каланӑ япали вара пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн амӑшӗ пулать, урӑхла каласан, ҫутҫанталӑк…
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Кусем — харпӑр хӑй хуйхипе асапланакан кичем ҫынсем; хуйхӑ вӗсене, хӑйсен хӗсӗр те ырхан тӑван ҫӗрӗнчен уйӑрса, кӗркуннехи сарӑхнӑ ҫулҫӑсене ҫил вӗҫтернӗ пек, ҫакӑнта илсе ҫитернӗ, кунта вӗсене ют ҫутҫанталӑкӑн чаплӑ илемӗ тӗлӗнтерсе янӑ, куҫӗсене шартарнӑ; йывӑр ӗҫ вара ку ҫынсене пӗтӗмпех ҫапса хуҫнӑ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Вӑл ҫав ҫынсене хӗрхеннӗн туйӑнать: ҫак ӗҫченсем хӑйпе хирӗҫ маррине вӑл хӑй ӗмӗрӗнче вӗренсе ҫитнӗ; ку ҫынсем пулӑсем пекех иккенне, вӗсене ҫутҫанталӑкӑн кӗтмен ҫӗртен тухакан инкек-синкекӗсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса кӗрешме тивнине, ҫав кӗрешӳре вӗсене ҫутҫанталӑк тавӑрма хатӗр тӑнине тинӗс тахҫанах пӗлнӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унӑн ҫакӑ чӗререн тухакан сассинче ҫутҫанталӑкӑн калама ҫук кӑмӑллӑ сӑрӗсем умӗнче чӑнласа пуҫ тайнинчен ытла хӑйсене илемлӗхе витӗр пӗлсе тӑракан ҫын вырӑнне хисепленине ҫухатасшӑн мар хавхаланакан нумай поэтсен риторикӑллӑ хӑтланӑвӗнчен шухӑшпа туйӑм яланах ытларахчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
«Мӗнле тӑрмашаҫҫӗ кунта! — шухӑшларӗ Обломов, чӗр-чунсем хӗвӗшни ҫине пӑхса тата ҫутҫанталӑкӑн ҫак шавне тимлӗн итлесе. Тултан пӑхма вара пурте шӑп та лӑпкӑ!..»
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн чӗринче йывӑрлӑх пулман пулас, ҫутҫанталӑкӑн ҫак лӑпкӑ ирӗ пек лайӑх пулнӑ.Видно, что у ней не было тяжело на сердце, а только хорошо, как в природе в это тихое утро.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫыннӑн виҫеллӗ тӗллевӗ — ҫутҫанталӑкӑн тӑватӑ вӑхӑтне, тепӗр майлӑ каласан, тӑватӑ ӗмӗтне ытлашши иртӗнмесӗр пурӑнса ирттересси, пурнӑҫӑн савӑтне пӗр тумлам ахаль тӑккаламасӑр юлашки куна илсе ҫитересси пулать, алхасакан пушарсен ҫулӑмӗ кирек мӗнле ялкӑшсан та, пӗр майлӑ та хуллен ҫунни авантарах», тенӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗттӗмре пурӑннӑ пирӗн мӗскӗн тӗп асаттесем; вӗсен хӑйсен кӑмӑлӗсене ҫӗклентерме те, тытса чарма та пултарайман, кайран вара майсӑр та усал ӗҫсенчен айваннӑн тӗлӗннӗ, вӗсен сӑлтавӗсене ҫутҫанталӑкӑн уҫӑмсӑр паллисем тӑрӑх тӗпчесе пӗлме тӑрӑшнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нимӗн те тума пултарайман вӑйсӑр ҫын пурнӑҫ ҫине сехӗрленсе пӑхнӑ, вара хӑйне хупӑрласа тӑракан ҫутҫанталӑкӑн вӑрттӑнлӑхне уҫмалли уҫӑ шыранӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗл, пырса перӗнме ҫук сивӗ кӑмӑллӑ пике пек, вӑхӑтлӑ килекен ӑшӑччен хӑй кӑмӑлне чарса тӑрать; ӑнсӑртран ӑшӑткаласа виртлемест, халиччен илтмен сивӗсемпе ҫынна авса пӑрахмасть; пурте кулленхи ҫутҫанталӑкӑн палӑртса хунӑ тивӗҫлӗ йӗркипе пулса пырать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑкӑн хаяр шӑв-шавӗ умӗнче тискер кайӑк улани те вӑйсӑр, ҫын сасси те ниме тӑмасть.Бессилен рев зверя перед этими воплями природы, ничтожен и голос человека,
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫсем ӑшӑнсах пычӗҫ; ҫутҫанталӑкӑн куҫа курӑнман пултараслӑхла ӗҫӗн васкаварӗ сисӗнсе тӑчӗ вӗсен ҫӑра та нӳрӗ тӗттӗмӗнче…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Полесье… тӗттӗм кӗтес… ҫутҫанталӑкӑн никам тӗкӗнмен таса чӗрҫийӗ… ансат ӑслав… сӗм авалхилле кӑмӑл-екӗ, — шухӑшларӑм эпӗ вакунра ларса пынӑ май, — маншӑн пӗр пӗлмен халӑх, тӗлӗнтермӗшле йӑла-йӗрке, хӑйне евер чӗлхе… тата, паллах, мӗн чул ҫунатлӑ легенда, тӗрлӗ самах-юмахпа юрӑ пулма кирлӗ!»
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Чӑнах, штабс-капитан та манса кайрӗ, ҫутҫанталӑкӑн илемӗпе унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑлӑхне ахаль ҫынсен чӗри тӗлӗнсе кайсах каласа паракансемпе ҫыракансенчен ҫӗр хут вӑйлӑрах та чӗрӗрех туйса илет.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун патӗнче чи чаплӑ художниксем нумайшар вӑхӑт пурӑннӑ, вӗсем вара кунти пур вырӑнсене те картинӑсем ҫине ӳкерсе, Российӑри ҫутҫанталӑкӑн илемне кӑтартса панӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ, нумаях пулмасть йывӑрӑш ҫуккине вара ҫутҫанталӑкӑн пӗр элеменчӗ тесе палӑртнӑ.В качестве одного из элементов природы недавно обнаружена невесомость.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Ҫутҫанталӑкӑн хайӗн саккунӗ…
Шупашкартан самолетсем вӗҫеймеҫҫӗ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/21684.html
Ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнтермӗшӗсем чылай.
Кунунарра ҫийӗн сайра ҫиҫӗм ҫиҫнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/21428.html
10. Ҫӳлхуҫа Кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ, вара тӳпе кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫутҫанталӑкӑн тӗп пайӑрӑмӗсем хӗрсе кайса ишӗлсе анӗҫ, ҫӗр те, ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.