Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупанӗсемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуна хӑйӗн тупанӗсемпе юр ҫине ҫаврака йӗрсем йӗрлесе хӑварчӗ те хапхаран тухса куҫран ҫухалчӗ.

Сани вычертили на снегу синие округлые следы полозьев, скрылись за воротами.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ал тупанӗсемпе чавсисем ӳте якан та тип-тикӗссӗн сӗртӗнни ӑна, тем лайӑххи, пылакки пуласса систерсе, йӑлт та йӑлт сиктере-сиктере илнӗ.

И гладкое, скользящее прикосновение ее ладоней и локтей к телу заставляло ее вздрагивать от сладкого предчувствия.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унтан, килне таврӑнатчӗ те, сӗтел хушшине кӗрсе ларатчӗ, хӑйӗн хӗрлӗ сухаллӑ сарлака питне-куҫне чугунран тунӑ пек ывӑҫ тупанӗсемпе хупласа, шухӑша каятчӗ: «Хӑҫанччен ҫапла тертленмелле-ши тата? Вӗлеретӗп!» — тетчӗ.

А потом приходил домой, садился за стол, хоронил в чугунных ладонях свое широкое рыжеусое лицо, думал: «До коих же пор так? Убью!»

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ара вӑл — тимӗрҫӗ! — тӗлӗнсе кӑшкӑрчӗ сарӑ мӑйӑхлӑ пӗр ҫамрӑк казак, Давыдовӑн тимӗр-тӑмӑр тыткаланипе хура тӑхлан тӗсӗ ҫапнӑ ал тупанӗсемпе ҫӗвӗллӗ-ҫӗвӗллӗ чӗрнисем ҫине тӗллесе кӑтартса.

— Да он коваль! — разочарованно воскликнул молодой желтоусый казачишка, указывая на руки Давыдова, покрытые на ладонях засвинцованной от общения с металлом кожей, с ногтями в застарелых рубцах.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юлашкинчен, йӗри-тавра алӑ ҫупса тӑракан ҫынсем хушшинче «барыня» ташшине лётчик ҫав тери хӗрӳллӗн, шӑхӑрса, ывӑҫ тупанӗсемпе хӑйне айӑкӗсенчен, питӗнчен ҫапса тӑпӑртаттарса илсен, унтан йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ, пӑлханса кайнӑскер военврач патнелле хӗсӗнсе тухсан, ку унӑн аллине кӑмӑллӑн тытса чӑмӑртарӗ.

Под конец, после того как летчик лихо сплясал в центре рукоплещущего круга «Барыню» — да с гиком, с прихлопываниями ладонями по бедрам, по щекам — и потом, вспотевший и оживленный, пробился к военврачу, тот с уважением пожал ему руку.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑш-хӑш чухне вӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнса тачӗҫ, ывӑҫ тупанӗсемпе шыв ӑсса, пӗр-пӗрне пичӗсенчен чашлаттарчӗҫ, кашниех, хӑйне ан сирпӗтчӗр тесе, питне аяккалла пӑрса, тӑшман патне йӑпшӑнса утса пычӗ.

Они то нагибались все разом и начинали плескать друг в друга водой, отворачивая только лицо, чтобы можно было вздохнуть.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех