Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӗсем пурте сан кӑмӑлна кайнӑшӑн савӑнатӑп эпӗ! — терӗ Павел лӑпкан.

— Я рад, что они тебе нравятся! — тихо сказал Павел.

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Эсӗ мана акӑ мӗн ҫинчен каласа пар: мӗншӗн эпӗ сан кӑмӑлна каймарӑм?

Ты вот дай ответ: почему я тебе не по нутру пришелся?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсӗ ыйтнӑ, вӑл сан кӑмӑлна юранӑ, ҫапла-и?

— Просил, а он тебя уважил?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл санӑн кӑмӑлна каятех, курӑн акӑ.

Он тебе понравится, ты увидишь…

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Хура ҫӳҫли ҫав тери кӑмӑлна кайрӗ пулсан, мӗн эсӗ ун хыҫҫӑн каймастӑн?

Что ж ты не идешь за брюнеткою, когда она так тебе понравилась?

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

— Ман шутпа, ачасем, ҫакӑн пек пулмалла, вӑрҫӑ пуҫланчӗ пулсан, сан ҫӗршывна тӑшман тапӑнчӗ пулсан, эсӗ ху кӑмӑлна мӗн илӗртнине тумалла мар, мӗн тумалла пулать, ҫавна тумалла.

— По-моему, ребята, если уж началась война, если на твою Родину нападают, ты уж должен делать не то, что тебе хочется, а то, что нужно делать…

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Эсӗ ырӑ кӑмӑлна кӑтартрӑн.

Ты благородно поступил.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Кӑмӑлна кайрӗ-им? —

— Понравилось? —

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ху кӑмӑлна килекене шырарӑн пулмалла.

— Видно, что искал по характеру.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пӗрремӗш ҫав, мӗншӗн тесен, хӗр сан кӑмӑлна килсен вӑл эсӗ те хӗр кӑмӑлне кайнине пӗлтермест-ха.

— Именно первый, ибо если девушка тебе нравится, то это еще не означает, что и ты ей тоже по сердцу.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ санӑн аҫу пулма юрӑхлӑ ҫын, — шухӑшлӑн каларӗ Кондратьев, — эсӗ ман канаша итле: Ирина сан кӑмӑлна каять пулсан, эсӗ ӑна чӑнахах юрататӑн пулсан — авлан.

— Я гожусь тебе в отцы, — проговорил Кондратьев, — и ты послушай моего совета; если Ирина тебе так нравится и ты ее по-настоящему любишь — женись.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ну, сан кӑмӑлна кайрӗ-и?..

— Ну, тебе-то нравится?..

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑмӑлна килмесен, урӑх ӗҫ… —

Ну, если не понравятся, тогда другое дело.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хупа пӗрле Атаманова, Кушнарева ил — вӗсем пултараҫҫӗ, тата ху кӑмӑлна кура тепӗр виҫ-тӑватӑ ҫын суйла.

Возьмите с собой Атаманова, Кушнарева — они сумеют, да подберите по своему усмотрению еще трех-четырех человек.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тата вӑл ҫав тери санӑн кӑмӑлна кайнӑ.

Тебе же она притом очень понравилась.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫак нумай ҫулсем хушши мирлӗ ӗҫре пулса, тӑрӑшса ӗҫлеме хӑнӑхни хӑвӑн кӑмӑлна пӑхмасӑрах ҫиеле тухнине эпӗ асӑрхарӑм.

Эта многолетняя привычка к мирной созидательной работе и сейчас, как я подметил, совершенно независимо от твоего желания, берет над тобой верх.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫырмалла пулмасӑр, кӑмӑлна та пулин хирӗҫ ан пул.

— Конечно, напиши, этого требует нравственный долг.

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халӗ Стефчов ҫинчен те, хӑвӑншӑн кӑна чипер пурнӑҫ тӑвасси ҫинчен те, ху кӑмӑлна кӳрентернӗ пирки те шухӑшласа тӑмалли вӑхӑт мар…

Нам теперь некогда думать ни о Стефчове, ни о личных прихотях, ни об оскорбленном самолюбии…

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ку вӑл эпӗ «ҫапла» е «ҫук» тенинчен килмест, ҫавӑнпа та санӑн кӑмӑлна тупас тесе калап эппин: ҫапла, эпир лӑпкӑ пурӑнса ирттерӗпӗр».

«Это не зависит от моего «да» или «нет», а потому в удовольствие тебе скажу: да, мы проживем спокойно».

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Аннӳ тӗрӗс каланине анлантӑн пулас, атту пӗрмаях хирӗҫ тӑраттӑн, — Верочка чӑтайманнипе сиккеленсе илчӗ, — ну, юрӗ, калаҫмӑп, кӑмӑлна ан хуҫ.

Видно, поняла, что мать говорит правду, а то все на дыбы подымалась, — Верочка сделала нетерпеливое движение, — ну, хорошо, не стану говорить, не расстраивайся.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех