Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӳртӗн (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пикене Литейнӑн урамри пӳртӗн тӑваттӑмӗш хутне ҫуран ӑсатса яраканни эсир вӗт?

Ведь вы изволили проводить барыню пешком к дому, что в Литейной, в комнату четвертого этажа?

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Вӑл икӗ платник тытрӗ, лешсем вара васкасах унӑн пӗчӗк пӳртне юсама тытӑнчӗҫ: пӳрт тӑрринчи ҫурри ҫӗрнӗ такансене улӑштарчӗҫ, пӳртӗн чалӑшса кайнӑ хӑрах стенине сӳтсе майларӗҫ, алӑк суллисене, чӳрече хашакӗсемпе алӑксене ҫӗнӗрен вартаса турӗҫ.

Он нанял двух плотников, и они спешно ремонтировали его хатенку; меняли полусгнившие стропила на крыше, заново перебирали и ставили одну из покосившихся стен, делали новые притолоки, рамы и двери.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юрра ытарайманнипе Григорий утсем кӗҫеннине те, тӑкӑрлӑкра урапа лӑчӑртатса иртнине те илтмерӗ, ҫаплах-ха ҫурӑмӗпе пӳртӗн шуратнӑ стени ҫумӗнче сӗвенсе тӑчӗ…

Очарованный пением, Григорий стоял, привалившись спиной к беленому фундаменту куреня, не слыша ни конского ржания, ни скрипа проезжавшей по проулку арбы…

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вара карчӑк пӳртӗн сарӑ тӑм сӗрнӗ, кӑштах чалӑшнӑ алӑкне шалтлаттарса хупса юлчӗ.

И старуха захлопнула окрашенную желтой глиной покосившуюся дверь хатенки.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Бахолдин хӑй пӳртӗн кӗтесри чи пысӑк пӳлӗмне йышӑннӑ, вӑл уншӑн пӗр вӑхӑтрах спальнӑ та, кабинет та пулнӑ.

Бахолдин занимал угловую и самую большую комнату в доме, служившую ему одновременно и спальней и кабинетом.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан шыв тумламӗн таса сассине путарса, пӳртӗн кил шӑрши кӗрекен ӑшӑ тӗттӗмлӗхри лӑпкӑлӑхне шӑрчӑк чӗриклетни вӑратрӗ.

Потом, заглушая чистый звон капель, теплую пахучую тьму избы засверлил сверчок.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫурт ҫи виттийӗн тутӑхнӑ кӗтесӗ ҫине хӑяккӑн хунӑ пек курӑнса, хӗвел нӳрӗрех хӗрлӗ тӗспе тӗлкӗшсе ҫунать, кӗҫ-вӗҫ ҫӗре татӑлса анса, пӳртӗн ку е тепӗр енне кусса каяссӑн туйӑнать.

Словно ребром поставленное на ржавый гребень крыши, оно мокро багровело, казалось, что оно вот-вот сорвется, покатится по ту или эту сторону крыши.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӳрт умӗнчи пахча хӳттинчен черепица витнӗ ӗлӗкхи пекех кӑмӑллӑ пӗчӗк пӳртӗн чӳречисем урамалла пӑхнӑ.

Из-за садочка все так же молодо смотрели на улицу окна небольшого домика под черепичной крышей.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малтан ҫатан ҫине ӳкрӗ вӑл ҫутӑ, вара пахчаналла сиксе ӳкрӗ, унта йывӑҫ тӑррисене ылтӑн сӑрпа сӑрларӗ те пӳртӗн шурӑ стенине ҫутатрӗ, Тимофей Ильичпа Ниловнӑна пӗр вӑхӑт сӗм суккӑрах туса хӑварчӗ.

Сперва оно осветило плетни, затем перекинулось в сад и, позолотив верхушки белолисток, упало на белую стену и ослепило Тимофея Ильича и Ниловну.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Валет, шӑрпӑк ҫутса, пӗрремӗш ҫӗр пӳртӗн уҫӑ алӑкӗнчен кӗме тӑчӗ, анчах пӗр-пӗринпе хӗресленсе выртакан икӗ вилене курчӗ те ҫавӑнтах, пружина тапса янӑ евӗр, каялла сирпӗнсе тухрӗ.

Валет чиркнул спичкой, шагнул в раскрытую дверь первой землянки, вылетел оттуда, будто кинутый пружиной: в землянке крест-накрест лежали два трупа.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аслӑ пӳртӗн чӳречисем ҫинче шӑнасем сӗрӗлтетеҫҫӗ, хутран-ситрен инҫетрен килекен телефон сасси вӑрӑмтуна пек нӑйӑлтатса илет.

На окнах просторной хаты брунжали мухи, и по-комариному ныли далекие телефонные звонки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр пӳртӗн уҫса хунӑ чӳречи витӗр стена ҫумӗнчи сехет айваннӑн тӑрӑнлаттарса ҫапни илтӗнчӗ.

Из раскрытого окна одного дома послышался наивный бой стенных часов.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картишне кӗчӗ, вӗтӗ ҫуртырри улӑмӗпе хутӑш ҫӑрса тунӑ тӑм пӳртӗн пӗчӗк чӳречинчен шаккарӗ.

Вошел во двор, постучался в крохотное окошко саманной хаты.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйне Ерофей Кузьмич нушаран хӑтарнӑранпа Лопухов килне каялла таврӑнасси пирки пӗрмаях шухӑшларӗ тата ҫак пӳртӗн алӑк урати урлӑ ярса пусма майлӑ вӑхӑта аран-аран кӗтсе илчӗ.

После той ночи, когда Ерофей Кузьмич вызволил ее из беды, она постоянно думала о возвращении в лопуховский дом и с трудом дождалась, когда выдался случай переступить его порог.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл, ниҫта кайса кӗреймесӗр, ҫӗр пӳрт тӑрӑх чупса ҫӳрерӗ, хӑйӗншӗн ӑнсӑртран хӳтлӗх пулнӑ ҫӗр пӳртӗн чӗтрекен стенисем ҫумне пичӗпе лӑпчӑнса, хӑйӗн вилӗмне кӗтрӗ.

Она в отчаянии металась по землянке, прижималась щеками к холодным, вздрагивающим стенам своего случайного убежища и замирала, ожидая смертной минуты.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пачах ҫывӑхра, хӑлхана питӗрсе, мотор кӗрлет, гусеницӑсем чанкӑртатаҫҫӗ, тупӑ пени сывлӑша ҫурать; йӗри-тавра пӑшал пени шатӑртатать, ҫынсем тӗрлӗ сасӑпа калаҫни илтӗнет; ҫӗр пӳртӗн кашкӑр йӑви евӗрлӗ тӑвӑр алӑкӗнчен атӑ е ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урасем чупса иртни курӑнать.

Совсем близко, оглушая, ревел мотор танка, скрежетали гусеницы, рвала воздух пушка; вокруг гремела ружейная пальба и людская разноголосица; десятки ног, то в валенках, то в сапогах, мелькали мимо узкого, открытого входа в землянку, схожего с волчьей норой.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Станицӑран тухса сӑрталла хӑпарсан, вӗсем ҫырма хӗрринче ларакан паллӑ пӗчӗк пӳрте ҫывӑхранах курнипе чарӑнчӗҫ: пӳртӗн пысӑк чӳречисенчен тӗттӗмлӗхе ҫав тери вӑйлӑ ҫутӑ ӳкет.

За станицей, поднявшись на возвышенность, они остановились оттого, что увидели совсем близко знакомый домик под кручей, с широкими окнами, из которых падало в темноту огромное зарево света.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӗр пӳртӗн кайри стени ҫумне вырнаҫтарнӑ сӗтел хушшинче Болотинск райкомӗн секретарӗ Воронин ларать.

За столом, расположенным у стены землянки, сидел секретарь Болотинского райкома Воронин.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан, хура кӗркунне, пушанса юлнӑ пӳртӗн чӳречи хупписене хӑмапа хӗреслесе ҫапсан, утрава кураксем нумай вӗҫсе пынӑ: вӗсем кӑранклатса ҫуйхашнӑ, тӗксӗм те кичем тӳпене хура пӗлӗт пек хупӑрласа илнӗ, аялта, ҫаралма ӗлкӗрнӗ йывӑҫсем ҫинче хура пӑнчӑ пек йӑвасем шакӑр курӑннӑ…

А с наступлением войны, уже к поздней осени, когда домик опустел и на его окнах поверх ставней крест-накрест лежали доски, на острове большой партией поселились грачи: картавя, они шумно перекликались, хмарой застилали темное и сумрачное небо, а внизу, на уже голых деревьях, частыми точечками темнели гнезда…

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сюэ-чэн ҫурта ҫутрӗ те Хэ Дао-туна пӳртӗн анӑҫ енчи уйрӑмне, ашшӗн кабинетне, ертсе кӗчӗ.

Сюэ-чэн зажег свечу и провел Дао-туна в западную пристройку.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех