Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтрӗ (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ паян та, кабинета кӗнӗ-кӗменех, вӑл пӳрнескеллӗ алсишне сӗтел ҫине пӑрахрӗ те хывӑнмасӑрах телефон трубкине ярса тытрӗ, хӑйне «Хӗрлӗ маяк» колхоз правленийӗпе васкавлӑн ҫыхӑнтарма ыйтрӗ.

Вот и сегодня, едва войдя в кабинет, он кинул на стол перчатки и, не раздеваясь, схватил трубку телефона, попросил срочно соединить его с правлением колхоза «Красный маяк».

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн портфель пит хулӑнланса кайнӑ сан? — ыйтрӗ Аникей.

— Что это портфель у тебя брюхатый стал? — спросил Аникей.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, мӗнлерех тӗлӗнтертӗм эпӗ? — ыйтрӗ Аникей.

— Ну как, здорово я учудил? — спросил Аникей.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ӑҫта? — ыйтрӗ Сыроваткин йӑпӑлтатса.

— А я куда? — с тоскливым заискиванием спросил Сыроваткин.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пире ҫын вырӑнне хуманнисене мӗншӗн никам та сӑмса урлӑ памасть? — ҫиллессӗн ыйтрӗ хӗрарӑм.

Почему никто не даст по ноздрям тем, кто нас за людей не считает? — гневно спрашивала женщина.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени самах ыйтрӗ те ура ҫине тӑчӗ.

Ксения попросила слова и поднялась.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну мӗн пӑшӑрхантарать-ха сире? — ыйтрӗ Коробин, Ксени каласа кӑтартнине нимӗн те шута илмен пек.

— Ну так что же вас беспокоит? — словно не принимая в расчет ничего из того, о чем она рассказала, спросил Коробин.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени ҫӗрле чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтрӗ, секретарь ӑна тӳсӗмсӗррӗн пӳлчӗ:

Она извинилась, что беспокоит его в такое время, но секретарь нетерпеливо прервал ее:

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Аппуна мӗн калас? — ыйтрӗ вӑл юлашкинчен.

— Что тетке-то сказать? — наконец решился спросить он.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ыран ир ниҫта та каймастӑн пуль? — ыйтрӗ вӑл.

— Надеюсь, ты с утра никуда не уезжаешь? — спросила она.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ кам ҫинчен капла? — ыйтрӗ Мрыхин, пуҫне ҫӗклесе.

— Это ты о ком? — подняв голову, спросил Мрыхин.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе ӑна уҫӑлса кайнӑ кӗрӗк пиншакӗнчен ҫатӑртаттарса тытрӗ те, нимӗн те ӑнланмасӑр, ыйтрӗ:

Анисья цепко схватила его за распахнутые полы полушубка, и ничего не понимая, просила:

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Добытин Егорпа пӗрле лав патне тухрӗ, темскер пӗлесшӗн ҫуннӑ пек, вӑл унран пӗрмаях Черемшанкӑ ҫинчен ыйтрӗ.

Добытин вышел вместе с ним к подводе и все расспрашивал о Черемшанке, словно норовил выпытать что-то важное для пользы дела.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Егора ӑсатнӑ чухне председатель кулкаласа ыйтрӗ:

Провожая Егора, председатель, посмеиваясь, спросил:

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ӑҫтан килсе тухнӑ-ха эсӗ кун пек кулӑшласкер? — ыйтрӗ вӑл сывлӑш ҫавӑрсан.

— Да откуда ты чудной такой свалился? — передохнув, спросил он.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Катари улӑха каятӑн-и? — ыйтрӗ Саввушкӑ.

— На Заречный луг поедешь? — спросил Саввушка.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Интереслӗ, пӗтернӗ-ши сирӗн вырӑна е хӑварнӑ-ши? — ыйтрӗ Коробин, хумханса кайнӑ Мажарова питрен сиввӗн пӑхса, ниме те, никама та шута илмесӗр, харпӑр хӑй шухӑшӗсене ҫакӑн пек каласа пани ҫине мӗнле пӑхмаллине пӗлмесӗр.

— Весьма любопытно — ликвидировали вашу штатную единицу или оставили? — спросил Коробин, с отчужденностью глядя на взволнованное лицо Мажарова и еще не зная, как ему отнестись к этой манере высказывать свои мысли, ни с чем и ни с кем не считаясь.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ кансӗрлеместӗп-и сире? — ыйтрӗ Константин, алӑк патӗнче чарӑнса тӑрса, ҫак чаплӑ саманта ирӗксӗррӗн хисеплеме пуҫласа.

— Я не помешаю вам? — невольно задерживаясь в дверях, спросил Константин.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, мӗнле эсӗ, атте? — ыйтрӗ Константин тӳсӗмсӗррӗн, Бахолдина ырхан та ывӑннӑ сӑнлӑ питӗнчен пӑхса.

— Ну как ты, батя? — нетерпеливо спрашивал он, вглядываясь в худое, изможденное лицо Бахолдина.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Калӑр-ха мана часрах, Алексей Макарович мӗнле? — тархасласа ыйтрӗ Мажаров.

— Да скажите же мне, как Алексей Макарович? — взмолился Мажаров.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех