Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗмӗл сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗмӗл (тĕпĕ: кӗмӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗмӗл савӑт-сапа, чашӑк-ҫӑпала кӑна пӗр лав ҫине тӳпеми тиесе тултарнӑччӗ!

Одной серебряной посуды, чашков, ложков был полный воз!

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Малтанах вӑл хӗрлӗ ҫӳҫесен ҫӑран ашкӑрса ӳсекен симӗс тӗмӗсене, Донӑн ампӑс-тӗмпӗссӗн авкаланса выртакан кӗмӗл ытамне, ҫил арманӗн майӗпен ҫаврӑнакан ҫунаттисене курчӗ.

Сначала он видел зеленые купы верб, серебряную, прихотливо извивавшуюся ленту Дона, медленно взмахивавшие крылья ветряка.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Типӗ ӑшӑ ҫил ҫеҫенхиртен ҫеҫкене ларнӑ чапӑрӑн пылак шӑршине варкӑштарса килет, улӑхра йӗпе курӑкӑн, юшкӑн тӑприпе нӳрӗ сывлӑшӑн уҫӑ шӑрши кӗрет, карӑшсем шӑплана пӗлмесӗр авӑтаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи вӑрмана вара; юмахри майлах, тӗтрен кӗмӗл укаллӑ пурҫӑнӗ карса илнӗ.

Со степи сухой и теплый ветер несет к жилью медвяные запахи цветущего чабреца, а в займище пресно пахнет влажной травой, илом, сыростью, неумолчно кричат коростели, и прибрежный лес, как в сказке, весь покрыт серебристой парчою тумана.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Федор Мадуров скульптор Алексей Наумова Чӑваш халӑх академийӗн кӗмӗл медальне панӑ май ҫапла каларӗ: «Хусан чӑвашӗсем» — аталанакан чӑваш культурин ҫитӗнӗвӗ».

Куҫарса пулӑш

Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

— Ну, апла пулсан, ан ятла, ылтӑн ҫыннӑм, кӗмӗл ҫыннӑм, ҫитмесессӗн, пӑхӑр ҫыннӑм!

— Ну, тогда не взыщи — золотой, позолоченный, сверху медью околоченный!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хурарах кӑвак тӗслӗ ҫумӑр пӗлӗтне вӑл самантлӑха кӗмӗл тӗслӗ кукӑр-макӑр хуртапа эрешлесе илчӗ те, йӑлтӑркка сӑннипе аялалла вирхӗнсе, хурал сӑрчӗн ҫаврака кӑкӑрӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ.

Серебристой извилистой росшивью она на миг окаймила синюю тучу, сверкающим копьем метнулась вниз и ударила в тугую выпуклую грудину сторожевого кургана.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашине акӑш-макӑш хитре йӗнерпе йӗнерленӗ, ӑмӑрӗ тӗлӗнчи шуҫтанкипе йӗвенӗ кӗмӗл пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, йӗнер ҫунатти те пулин кӑшт та якалман, хӳхӗм сӑранран ҫӗленӗ хырӑмсарлӑхпа ларкӑчӗ те ҫап-ҫутӑ.

Конь под ней был оседлан богатым седлом, нагрудная прозвездь и уздечка посверкивали серебром, даже крылья седла были нимало не обтерты, а подпруги и подушки лоснились глянцем добротной кожи.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Улӑхра ӗнтӗ карӑшсем янӑравлӑнрах авӑтса ячӗҫ, шӗвӗр ҫунатлӑ чарлансем ахах-мерчен ҫиҫсе-ҫуталса выртакан Дон ытамнелле кӑвак мамӑк чӑмаккисем пек вӗҫсе анчӗҫ, кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан вӗтӗ пулӑсене ҫӑткӑн сӑмсисемпе тытса хӑпарчӗҫ.

В лугу резче закричали дергачи, острокрылые рыбники голубыми хлопьями падали на россыпи Дона в воду, поднимались ввысь с серебряно сверкающими рыбешками в хищных клювах.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл аялалла персе анӗ, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи лутра кӳкен тӗмӗсене, ҫыран ҫумнелле именчӗклӗн йӑпшӑннӑ катӑркас йывӑҫҫине хуҫса антарӗ, тӳпенелле мӑкӑрланса вӗҫекен юр тусанӗн кӗмӗл аркине хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе, янӑравлӑн та ҫемҫен ҫыран тӗпне хаплатса ӳкӗ…

И тогда, влекомая вниз, с глухим и мягким гулом низринется она, сокрушая на своем пути мелкорослые кусты терновника, ломая застенчиво жмущиеся по склону деревца боярышника, стремительно влача за собой кипящий, вздымающийся к небу серебряный подол снежной пыли…

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑмака чӗрҫинче тӗкӗр катӑкӗ хӗмленсе выртать, малти кӗтесре кӑна кӗмӗл шывӗпе сӑрланӑ турӑш тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать…

Искрится на камельке осколок зеркала, лишь в переднем углу темно и тускло отсвечивает посеребренный оклад иконы…

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл… — унтан пӳлӗнсе тӑчӗ, пиҫиххийӗ ҫумӗнчи хура кӗмӗл тӗслӗ ункӑна пӳрнисемпе выляткаласа ура ҫине тӑчӗ те, Алексеевски станица хыпарҫи ҫине пӑхса, ҫапла каларӗ:

Он… — и замялся, повертел черненого серебра бирюльку на пояске, сказал, вставая и обращаясь к гонцу Алексеевской станицы:

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юланут аллинчи офицер хӗҫне сывлӑшра вӑйкӑнтарса пырать, хӗҫӑн кӗмӗл йӗнни, хӗвел ҫинче ҫулӑм пек йӑлтӑртатса, йӗнер йӑранине ҫапӑна-ҫапӑна илет.

Всадник шевелил в воздухе офицерской саблей, серебряные ножны болтались и бились о стремя, огнисто поблескивая на солнце.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӗнер пӗкечи ҫумне лӑпчӑннӑ Фомин, кӗмӗл тусанӗ пек юра мӑкӑрлантарса, тӑвайккинелле анса ҫухалчӗ.

Фомин, припавший к луке, скрылся под горой, оставив за собой серебряный дымок снежной пыли.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тенорсен чуна тытса илмелле ҫепӗҫ те янкас сассисем пулӑшнипе, ҫар хорӗ пысӑк залра казаксен кӗмӗл шӑнкӑравлӑ юррисене чӳхентерсе шӑратать, вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ союзниксен гимнӗсене кӗрӗс-мерӗссӗн хӗнтӗртеттерсе янӑратать.

Певчий войсковой хор стлал по залу шелковые полотнища казачьих песен, богато расшитых тенорами подголосков, духовой оркестр внушительно громыхал и вызванивал союзнические гимны.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан тухасчӗ те ҫеҫенхире ҫемҫе суха касси тӑрӑх акапуҫ хыҫҫӑн утасчӗ, вӑкӑрсене шӑхӑрса хӑваласчӗ, кӑвак тӳпере карталанса вӗҫекен тӑрнасем кикаклатса кӑшкӑрнине итлесчӗ, ҫилпе вӗҫсе килнӗ эрешмен картин кӗмӗл ҫипписене пит ҫумӗнчен иле-иле пӑрахса, ака тимӗрри хускатнӑ кӗрхи ҫӗрӗн эрех пек ӳсӗртекен шӑршине ҫине-ҫине кӑкӑр тулли ҫӑтасчӗ.

А потом ходить по мягкой пахотной борозде плугатарем, посвистывать на быков, слушать журавлиный голубой трубный клич, ласково снимать со щек наносное серебро паутины и неотрывно пить винный запах осенней, поднятой плугом земли.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл темле айванларах вӗткеленсе ӳкрӗ, ура ҫине сиксе тӑчӗ, кӗсйинчен пысӑк мар ҫыхӑ туртса кӑларчӗ те, чӗтрекен пӳрнисене итлеттереймесӗр, ҫыхха ниҫта кайса кӗрейми хыпаланса салтрӗ, унтан сулӑллӑ кӗмӗл сехет тата йӳнӗ йышши кӑвак чултан тӑракан куҫлӑ ҫӗрӗ кӑларчӗ…

Он как-то нелепо засуетился, вскочил, достал из кармана небольшой сверточек и, жадно срывая с него тряпку, не владея дрожащими пальцами, извлек серебряные дамские часы-браслет и кольцо с дешевым голубым камешком…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑмсем, турӑшсем айӗнче ларакан Степана лайӑхрах курма тӑрӑшса, хушӑран ун ҫинелле пӑха-пӑха илчӗҫ, унӑн пиншакне, кӗпе ҫухине, сехетӗн кӗмӗл вӑчӑрине, ҫӳҫне куҫӗсемпе хыпашласа тӗрӗслерӗҫ, хӑйсем тӗлӗннине лайӑххӑн пытараймасӑр, пӗр-пӗрин ҫине кулкаласа пӑхрӗҫ.

Бабы изредка метали в сторону сидевшего под образами Степана любопытные взгляды, щупали глазами его пиджак, воротничок, серебряную часовую цепку, прическу, переглядывались с плохо скрытыми, изумленными улыбками.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вулать, хӑй куҫӗсене хӑй ӗненмест: хут ҫинче Сестрорецкри хӗҫсемпе карабинсене ырласа ҫырнӑ, начальнике тав тунӑ тата Иван Хомяковпа ытти маҫтӑрсене ӗҫри пултарулӑхшӑн ҫӗршер тенкӗ кӗмӗл пама хушнӑ.

Читает и не верит своим глазам: в бумаге добрые слова про сестрорецкие штыки и карабины, монаршее благословение начальнику и приказ о выдаче Ивану Хомякову и другим мастерам по сто рублей серебром за искусство в работе.

Сестрорецк заводӗнче // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унтан вӑл Ростова пырса тухнӑ; касса вӗлернӗ есаулран хывса илнӗ кӗмӗл хӗҫне, аллинче юлнӑ ут хатӗрӗсене, шӑлаварӗпе шевровӑй аттине «очколла» выляса ярса, ҫаппа-ҫарамаспа пӗрех Бунчук командине пырса кӗнӗ.

Объявился он уже в Ростове, вскорости проиграл в «очко» серебряную шашку, взятую у зарубленного им есаула, проиграл оставшуюся на руках конскую справу, шаровары, шевровые сапоги и нагишом пришел в команду к Бунчуку.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утне — хайхи лапах вӑкӑр пек хӗрлӗ ҫӑмлӑ, ҫурӑмӗ урлӑ кӗмӗл пиҫиххи пек шурӑ йӗр каҫаканнине — вӗлернӗ хыҫҫӑн, Максимка, йӗнерне ҫурӑмӗ ҫинче ҫӗклесе, тӑватӑ ҫухрӑм мекеҫленсе йӑтса пынӑ; унтан, урӑм-сурӑммӑн тапӑнса килекен шуррисенчен чӗррӗн хӑтӑлса ӳкме ҫуккине кура, йӗнерӗн капӑр кӑкӑрлӑхӗпе йӗвенне сӳсе илнӗ те хӑй халлӗнех ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайнӑ.

Когда убили под ним коня — того самого, который бычачьей был масти, с серебряным ремнем вдоль спины, — вынес на себе Максимка седло, пер его четыре версты и, видя, что живым не уйти от яро наседавших белых, сорвал богатый нагрудник, взял уздечку и самовольно ушел из боя.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех