Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахалех сăмах пирĕн базăра пур.
ахалех (тĕпĕ: ахалех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, ман шутпа, эсӗ ахалех ун пек калатӑн! —

— Ну, по-моему, ты зря так говоришь! —

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынсем сан валли ахалех ӗҫленӗ, эсӗ вӗсенне пӗр кӗпе ҫеҫ мар хывса илнӗ.

Люди задарма на тебя работали, ты не одну с них рубаху спустил.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӑкӑрне ахалех ҫиместӗп…

Даром хлеб не ем…

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Куна вара эсӗ ахалех! — хирӗҫлерӗ Ксени, нимӗн тума пӗлмесӗр, вӑтанса.

Ну, это ты зря! — теряясь, сконфуженно запротестовала Ксения.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пыратчӗ те, — никама та чӑрмантарас мар, ҫынсене ахалех хӗвӗштерсен лайӑх мар тенӗ евӗр Пробатов ун ҫине ыйтуллӑн пӑхса илчӗ.

— Неплохо бы, — Пробатов вопросительно посмотрел па него, словно не желая никого обременять лишними просьбами и вносить ненужную сумятицу.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Облаҫри пуҫлӑхсенчен кам та пулин килсен, пурне те ахалех турткалама тӑрӑшасси мӗнле йӑла-ха вӑл?»

И что у него за манера держать всех в искусственном напряжении, когда приезжает кто-нибудь из областных руководителей?»

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ман шутпа, Константин, ахалех пӗтертӗн эсӗ лайӑх ҫынна!

— По-моему, ты, Константин, зря погубил хорошего человека!

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ акӑ эпӗ куратӑп — ахалех чӗнмесӗр тӑнӑ ун чухне!..

А теперь я вижу, что напрасно молчал!..

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах Дымшакова ахалех итленӗ эпир, Иван Фомич!

Но Дымшакова вы напрасно слушали, Иван Фомич!

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ахалех шутлатӑр Иван Фомича ҫӑмӑлах пӑтраштарма пулать тесе…

Напрасно вы думаете, что Ивана Фомича так легко сбить с толку…

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Е лаххана мӑшкӑлтӑк шыв тӑкнӑ, пек, ахалех, ним пӑхмасӑр, пӗтӗмпех пӗр ҫӗре тӑкаҫҫӗ-и?

— Или просто без разбору все помои сливают, как в лоханку?

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Юрӗ, чӗрене ахалех ыраттарма, — терӗ Евдокия Павловна, — лар сӗтел хушшине, чей ӗҫӗпӗр!

— Ладно сердце зря травить, — сказала Евдокия Павловна, — садись за стол, чайком побалуемся!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсир ахалех аҫӑра хӳтӗлетӗр, — тӗксӗмленсе ответлерӗ Пробатов.

— А вы напрасно опекаете своего отца, — нахмурясь, заметил Пробатов.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ахалех ун пек шутлатӑр, Корней Иванович, — терӗ Пробатов, унӑн куҫӗсенче темскер сӳннӗ пек туйӑнчӗ, анчах сасси ҫирӗпрех илтӗнчӗ.

— Напрасно так думаете, Корней Иванович, — сказал Пробатов; в глазах его будто что-то погасло, но голос стал тверже.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах шикленни ахалех пулчӗ: вӗтӗ пӗренесенчен тунӑ кивӗ кӗпер патне ҫитсен, машинӑ чарӑнчӗ — унти ҫынсем те Ксени хӑлаҫланнине асӑрхарӗҫ, те хирӗҫ пыракан утӑ лавӗ кӗпер урлӑ каҫасса кӗтме шутларӗҫ.

Однако опасения оказались зряшными: у ветхого, из мелкого накатника моста машина притормозила и остановилась — то ли заметили сигналы Ксении, то ли решили переждать, пока проедет по мосту двигавшийся навстречу воз с сеном.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени чӗринче кӑшт ӳкӗнес туйӑм хускалчӗ, вӑл: хама унпа ахалех ҫакӑн пек хытӑ тытрӑм пулас, тесе шухӑшларӗ, анчах Егор, сӗтелтен аллипе таптарса янӑ пек, сулланса илчӗ те, Ксени хӑй шутлани йӑнӑш пулнине ӑнланчӗ, — ун умӗнче тӑрӑхласа кулма юратакан, чӑрсӑр, нимӗн чухлӗ те именмен ҫын ларать, унӑн пысӑк куҫӗсем ырра систерсе мар ҫавӑн пек ялкӑшаҫҫӗ.

В ней уже заговорило чувство некоторого раскаяния, и она подумала, что, пожалуй, напрасно так резка с ним, но вот Егор качнулся, как бы отталкиваясь от стола, и Ксения поняла, что ее впечатление было ошибочным, — перед нею сидел насмешливо-дерзкий, лишенный какого-либо смущения человек, и в широко распахнутых глазах его играли недобрые огоньки.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени ашшӗне, вӑл никама пӑхӑнмасӑр, ачисенчен те пулӑшу илмесӗр пурӑнма тӑрӑшса, хӑйне тивӗҫлӗ мӑн кӑмӑллӑхпа тыткаланӑшӑн хисепленӗ, анчах вӑл халӗ ҫапла ахалех кутӑнлашни ӑна килӗшмерӗ.

Ксения уважала отца за то, с каким достоинством он вел себя, стремясь быть независимым даже от собственных детей, но сейчас его упрямство казалось ей никчемным.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ахалех сӑмаха пӑратӑн эсӗ.

— Напрасно ты мне глаза отводишь.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ыран каймӑн, Николай ыранах вилсе выртӗ, вара юлни те ахалех пулать.

Завтра не уедешь, а Николка, глядишь, завтра же и помрет, — только задержит.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Пантелей Прокофичӗ ахалех тарнӑ.

А Пантелей Прокофич занапрасну убег.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех