Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑмака умӗнчи чашӑк-тирӗке ҫуман, пур япала ҫине те тусан ларса тулнӑ.Посуда на шестке стояла немытой, на всем лежал толстый слой пыли.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Хумсем ҫав чулсем ҫине шӑршлӑ тинӗс курӑкӗн — кӗрен те ылтӑн тӗслӗ е симӗс курӑкӑн лӑймакине кӑларса ывӑтнӑ; хӗвел ҫинче тата вӗри чул ҫинче выртнипе курӑк типсе куштӑркаса кайнӑ, тӑварлӑ сывлӑш йодӑн тӑкӑскӑ шӑршипе тулнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Саланмашкӑн ниепле те май килмен: пӗчӗк уҫлӑха халӑх лӑках тулнӑ, урамран халӑх хыҫне татах та татах ҫынсем пынӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса, ни каяс, ни каяс мар пек, урам варринче ҫапӑнкаласа тӑнӑ; тавлашса та калаҫкаласа сӗрленӗ, пӳрт стенисем ҫумне пыра-пыра тӗртӗннӗ, унтан каллех, хура шӗвӗ япала пек, урам варрипе юха-юха тулнӑ — халӑх хушшинче иккӗленнӗ шухӑшсем кӑшт палӑрмалла ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳрени сисӗннӗ; темле, пурне те кирлӗскере пит хытӑ кӗтни паллӑ пулнӑ, ҫав кӗтекен япала вара ҫитес тӗлӗн ҫулне ӗҫ ӑнассине ӗненнипе ҫутатмалла пулнӑ, вӑл ӗненни вара пур татӑксене те шӑратса, пӗр ҫирӗп яштака япала туса ҫыхӑнтармалла пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хумсене тытса чарасшӑн чул хӳме тӑвакан ҫынсемпе тулнӑ ҫырана хум пыра-пыра ҫапать, пырса ҫапӑннӑҫемӗн, ҫак ҫӗр ҫинче ӗмӗртен хӑй мӗн курни ҫинчен хӑйӗн янӑравлӑ та ачаш юррине юрлать…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хӑш чухне пирӗн пурнӑҫ ҫинчен ҫапла калаҫас-тавлашас килместчӗ те, эпир улӑх тӑрӑх инҫете, юханшыв леш енне, шыв тулнӑ вӑхӑтра кӗрсе юлнӑ нумай-нумай вӗтӗ пулӑ вылякан пӗчӗк кӳлӗсем пур ҫӗре каяттӑмӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Сывлӑш тинӗсӗн ҫӑра шӑршипе тата нумай пулмасть каҫ пуласпа ҫуса кайнӑ ҫумӑр нӳретнӗ ҫӗр шӑршипе тулнӑ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Кай! — вӑл хуйхӑпа тулнӑ Гаврилӑна урипе тапасшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ; Гаврила хулпуҫҫийӗнчен ыталаса тытса тӑман пулсан, каллех тӗшӗрӗлсе аннӑ пулӗччӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл пӗтӗмпех малалла, тӗттӗмелле ӳпӗнчӗ те, ӑна хӑй ӳссе пынӑ пек туйӑнчӗ, — унӑн шӑммисемпе шӑнӑрӗсем йывӑррӑн, ыратӑнса карӑнчӗҫ, пӗр шухӑшпа кӑна тулнӑ пуҫӗ ыратать, ҫан-ҫурӑмӗ туртса чӗтренет, урисене вӗтӗ те вичкӗн, сивӗ йӗпсем тиреҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хай выҫҫисем килсе тулнӑ та, — хака ӳкерчӗҫ, ӗҫлеме ан та шутла!Голодающий этот самый приплелся, — цену сбили, хоть не берись!
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ачасемшӗн вара ҫакӑ таврари пур вӗҫен кайӑксем те Захар пӳртне кӗрсе тулнӑ пекех туйӑнчӗ.И ребятам казалось, что все птицы с округи слетелись в старую Захарову избу.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ хаттӑран тухма тӑнӑччӗ ӗнтӗ, — чӗре вара хамӑн тӑкӑскӑлантарса тӑвӑлтаракан куҫҫульпе чӑп-туллиех тулнӑ, — ман куҫа сасартӑк йӑмӑх-ҫутӑ япала курӑнах кайрӗ, чӳрече рамин кӗтессине, ахӑртнех, юри ҫакса хӑварнӑ пулмалла ӑна.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Чиркӳ тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳремешкӗн эсӗ хӗтӗртмен тейӗн-и ӗнтӗ? — курайманлӑхпа тулнӑ пине чалӑштарса, сасартӑк тапӑнмаллипех тапӑнчӗ ман ҫине карчӑк.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӗри ҫех хӑрататчӗ те чаратчӗ мана: мӗнлерех пулӗччӗ-ши Олеся, модӑпа ҫӗлетнӗ кӗпе тӑханса, ман юлташсен арӑмӗсемпе хӑна пӳлӗмӗнче калаҫаканскер, легендӑсемпе те вӑрттӑн вӑйсемпе тулнӑ ватӑ вӑрманӑн ҫак тӗлӗнсе хытса каймалли кӑшӑлӗнчен уйӑрнӑскер, — кун пирки вара эпӗ уйлама та хӑю ҫитереймен.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Уйӑха яхӑн тӑсӑлчӗ пирӗн айванрах та ытарса пӗтермелле мар юрату юмахӗ, Олеҫҫӑн чечен сӑнӗпе пӗрле паян кунчченех шанӑҫман вӑйпа пурӑнаҫҫӗ ман чӗрере ҫунса тӑран ҫав каҫхи шуҫӑмсем, лантӑшсеннипе пылӑн исленсе ирӗлекен техӗмлӗ шӑршине ывӑҫласах сапакан, уҫӑ, хавас чӗрӗлӗхпе те вӗҫен кайӑксен янӑравлӑ шавӗпе тулнӑ ҫав сывлӑм шывӗллӗ ирсем, ҫав шӑрӑх, ӗшенчӗклӗ те ӳркевлӗ июнь кунӗсем…
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Унӑн ӑшчикки пикенсех ӗҫлет: юнӗ икӗ хут хӑвӑртрах вылять, кулленхинчен хӑвӑрт тапать, чӗри патӗнче вӗресе тӑрать — кусем пурте ӑна питӗ ӗшентереҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл хуллен те йывӑррӑн сывлать, ҫакӑн пек е ҫакса вӗлерес умӗн е ҫав тери кӑмӑл тулнӑ вӑхӑтра сывлаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов пичӗ ҫинче унӑн чунӗ тӗпӗнчен хускалса тухнӑ телей ҫуталать; куҫҫульпе тулнӑ куҫӗсем Ольга ҫине тинкереҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑс хуранӗсене караппа тиесе ярассине пӗлсен те корреспондентсем, фотографсем, операторсем пырса тулнӑ, хурансене мӗнле меслетпе вырнаҫтарса лартнине ӑнлантарса пама ыйтнӑ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Карап хыҫҫӑн пӑр катӑкӗсемпе тулнӑ сарлаках мар шыв каналӗ уҫӑлса пынӑ.За кормой тянулся неширокий водный канал, заполненный осколками льда.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Атӑсем ӑшне йӑлт шыв тулнӑ та кашни пусмассеренех хыттӑн шӑмпӑртатаҫҫӗ; вӗсене сӗтӗрме вӑй та юлман темелле ӗнтӗ хамӑн.Сапоги мои набрали воды и при каждом шаге громко хлюпали; становилось невмочь тянуть их за собою.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.