Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивнӗ (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр-тусӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑри неврологи уйрӑмне ертсе пыракан амӑшӗнчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Акӑ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи граждансен коммерциллӗ мар сад пӗрлӗхӗнчи пӗр дача хуҫи патне ҫыруҫӑн икӗ хут ҫитме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Хушма хуҫалӑхсенчен, сад-дача хуҫисенчен ыйтса пӗлме тивнӗ май чӑрмавсем те тупӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫавна май тӑкака палӑрмаллах чакарма, ӗҫе хӑвӑртлатмашкӑн хӑш-пӗр ыйтӑва кӑларма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Йышлӑ ҫемьене тӑрантарма, тӑхӑнтартма сахал мар вӑй хума тивнӗ: алсиш-чӑлха ҫыхнисӗр пуҫне кӑҫатӑ йӑвалама та вӗреннӗ.

Не мало пришлось вложить сил, чтобы прокормить, одеть большую семью: кроме вязания носков и чулков, пришлось ему научится и валять валенки.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫак сӑлтавпах ӗнтӗ Дмитриевсен 90-мӗш ҫулта тӑван яла, хӑйсем калашле, вӗлтрен ҫине каялла таврӑнма тивнӗ.

По этой же причине Дмитриевы в 90-ом году вернулись в родную деревню, как говорят сами, пришлось вернуться обратно на крапиву.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Самана улшӑннӑ тапхӑрта ҫемьене тӑрантарма укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй Мускава ҫӳренӗ чухне тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Женьӑн пахчаҫимӗҫ акма-лартма, мӗн пур лаптӑкри утта ҫулма, турттарма тивнӗ.

Из-за нехватки денег Александру Куприяновичу одно время пришлось ехать на заработки в Москву, всю мужскую работу по хозяйству пришлось делать девятикласснику Евгению: сажать овощи в огороде, сеять картошку в поле, косить траву на лугу, а затем и привозить на тракторе скошенное сено.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Акӑ Максим Яковлев хӑйӗн кун-ҫулӗнче айӑпа кӗме ӗлкӗреймен — ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳсме тивнӗ те.

Вот и Максим Яковлев, не успев в этой жизни сделать ничего плохого, начал испытывать горе за горем.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вӑрманти кӗллӗ ҫӗрсен ҫӑвӗ-симӗ сахал пулнӑран тырӑ-пулӑ тухӑҫне Ҫӳлти Турӑран ыйтса тилмӗрме тивнӗ ял халӑхӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кайран тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗн ялне – Хӑратана (Элкел районӗ) – таврӑнма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ун чухне хальхи пек декретлӑ отпускра ларма май пулман, ӗҫе кайма тивнӗ.

В то время не было возможности сидеть в декретном отпуске.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫапла, тем те тӳсме тивнӗ вӑл вӑхӑтра.

Да, что только не пришлось пережить в то время.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Агрономсем ӳсен-тӑрана мӗн ҫитменнине ҫулҫӑ ҫине пӑхсах палӑртрӗҫ: ҫулҫисем сарӑ – сивӗ тивнӗ, хӗрлӗ-кӑвак – микроэлементсем ҫителӗксӗр.

Агрономы по одному лишь взгляду на растения определили чего не хватает: листья желтые - прихватило морозом, красно-синие - не хватает микроэлементов.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Пӗррехинче хит-парада икӗ сехет ҫурӑ пуҫтарнӑ хыҫҫӑн компьютер сӳннӗрен ҫак ӗҫе тепӗр хутчен пурнӑҫлама тивнӗ.

Как-то после двух с половиной часовой сборки хит-парада выключился компьютер, и эту работу пришлось делать заново.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хӑшкӑлса ҫитнӗ воспитательсен ирӗксӗрех Тӑвай тӑрӑхӗнчи Михайловсене шӑнкӑравлама, арҫын ачана хӑйсен хӳттине илмешкӗн тархаслама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Малтанхи экзамена кӗсье телефонӗсем илсе кӗнӗшӗн 9-мӗш класс пӗтерекен 7 ачана кӑларса яма тивнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

2014 ҫулта Россельхознадзор инспекторӗн 27 представлени ҫырма тивнӗ: пӗтӗмпе 69,4 гектар ҫум айнех путнӑ-ха та.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫӗр хуҫине административлӑ майпа явап тыттарма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пӗрмаях ертӳлӗх тивӗҫне пурнӑҫлама тивнӗ пулсан та Ольга Ивановна тӳрккесленмен.

Хотя всегда была руководителем Ольга Ивановна не стала грубой.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ачалӑхпа яшлӑхра унӑн асапне те, инкекне те тем таранах тӳсме тивнӗ.

В детстве и молодости ей пришлось до сыто пережить и тяготы, и беды.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех