Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимле мар апла пулса кайрӗ.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Вӑл ҫакна ӗненсех тӑчӗ: хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе вӑл туррӑн чӑтӑмлӑхне йӑлтах пӗтернӗ, халӗ ӗнтӗ ӑна нимле каҫару та ҫук.Он был уверен, что истощил долготерпение господне, довел его до крайности — и вот результат.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Нимле чару та ҫуккипе ӗнтӗ унӑн пӗтӗм ҫылӑхлӑ ӗмӗчӗсем сӗвӗрӗлчӗҫ, вӗсен пӗтӗм туртӑмӗ пӗтрӗ.От одной мысли, что это можно, пропадала всякая охота и всякий интерес.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Закона, закон айӗнчи актсене илес пулсан вӗсен нимле те килте ӗҫлеме пултараймаҫҫӗ.
Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30
Пурте унӑн нимле мар пулса кайнӑ сӑнӗ ҫине пӑхса илчӗҫ те шӑпланчӗҫ.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Калатӑп никам умӗнче такӑнмасӑр: «Ҫитес ҫӗре ҫитӗ вӑл, пулмӗ асап...» Вӑл иштӗр ҫунатлӑн, хӑюллӑн, хавассӑн; Карап ан хӑратӑр нимле тӑвӑлран.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Анчах тӑруках ҫапла шухӑшлама унӑн нимле сӑлтав та ҫук.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Элекҫей чун-чӗринче юлашки виҫӗ-тӑватӑ кунта темле ӑнланмалла мар пысӑк улшӑнусем пулса иртнине пурте курса тӑчӗҫ: нумай калаҫмасть, нимле вӑййа та хутшӑнмасть, вулама та пӑрахрӗ, хутнӑ кӑмака ҫумне тӗршӗнет те шухӑша путса тӑрать.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Анчах куҫ хывнӑ ҫурт умӗнче нимле чун та курӑнмарӗ.Но у заприметившегося дома не было видно никакой живой души.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Спорт вӑййисем нимле тупӑш та паманнине пула ачасене (уйрӑмах ялта) спортра малалла аталанса пыма, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнма (ку паллах укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ) хальхи вӑхӑтра никам та пулӑшма килӗшмест-ҫке-ха.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Инвестор ҫӗр лаптӑкӗсене илнӗ, строительство пирки калаҫса килӗшнӗ, инженери инфратытӑмӗпе ҫыхӑнтарнӑ чухне муниципалитет шайӗнче ҫивӗч ыйтусемпе тӗл пулать пулсан, вӑл урӑх территорие е урӑх региона куҫать тата ӑна ҫакна тума нимле инвестици ҫӑмӑллӑхӗсем те чарма пултараймаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Кунта эпӗ каланисӗр пуҫне урӑх нимле пӗрлехи сӑлтав та пулма пултараймасть: тӗрӗс суйласа илесси вӑл пысӑк та пурне те куракан, чухласа илме пултаракан асран ҫеҫ килет.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ҫапах та вӑл яланхи пурнӑҫпа нимле пӗлӳ те илеймест, мӗншӗн тесен ӑна туса хунӑ япаласем, ун характерне пӑсаканскерсем тата ун чӗрине ыраттараканскерсем, вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпе пыракан япаласем мар, яланхи пурнӑҫран уйрӑлса тӑраканскерсем.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Аван… нимле ырӑ шанчӑк та паман ача-пӑча туйӑмӗ ҫеҫ пулнӑ.— Хорошо… ребяческое чувство, которое не дает никакой гарантии.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сасси хӑйӗн лӑпкӑлӑхӗпе тарӑхтарса ярать, сӑмахӗсем вара — хӑрушӑ, тӗнчери нимле япалапа та килӗшсе тӑмаҫҫӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсен хушшинче часах лайӑх туслӑх пуҫланса кайрӗ, тепӗр эрнерен вара Катерина Васильевна ӑна Кирсановсем ҫинчен каласа пама пуҫларӗ: ку ҫыннӑн нимле ырӑ мар шухӑш та пулма пултарайманнине пӗлчӗ вӑл.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫук, Кирсановсем ун хушаматне те илтмен; анчах нимле рекомендаци те кирлӗ мар: Кирсанова хӑй ӗҫӗпе интересленекенсене, тен, хаваслансах кӗтсе илет пулӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, Америкӑран кӳнӗ управляющий ҫӗрмамӑк плантацийӗсен ӗҫне пачах пӗлменни ӗҫе нимле сиен те кӳмен, мӗншӗн тесен, Крымра ҫӗрмамӑк ӳстересси вӑл Петербургра виноград туса илессипе пӗрех.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Полозов килне тулакан пушӑ чунлӑ обществӑн шавлӑ пурнӑҫӗ вара ӑна нимле чаплӑ идеалсем патне те туртман.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун пек ҫынсен ӑсӗ чипер, нумай-тӑк — вӗсем пӗрлехи идейӑсене улӑштаракансем пулаҫҫӗ, ӗлӗк вара аслӑ философсем пулса тӑнӑ: Кант, Фихте, Гегель нимле частнӑй ыйту та хускатман, ку вӑл вӗсемшӗн кичем япала пулнӑ.