Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйпа (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пырас килмест пулсан, ан пыр вара, никам та сана вӑйпа илсе каймасть!

Не хочешь ехать, так оставайся, никто силой не тянет!

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Каларӑн та, — пӳлчӗ ӑна Иван, — юрать-ха, мӑшӑрӑм мана ун пирки шӑп вӑхӑтра систерме ӗлкӗрчӗ… мӗншӗн тесен Рада хуҫи, Аничка, тарса кайнӑ чух ман арӑма тӗл пулать те: Стайка, эс Ивана кала-ха, тет (мана пулать ӗнтӗ), Рада тарса каясшӑн мар, тет, тем пек ӑна тархасларӑм, тет, учительницӑна ан пӑрахӑр ӗнтӗ, вӑйпа та пулин хӑвӑрпа илсе кайӑр, тет.

— Ну вот, — перебил его Иван, — хорошо, что моя Стайка вовремя дала мне знать… потому что Аничка, хозяйка-то Радина, как бросилась бежать, встретила мою Стайку и говорит: «Вот что, Стайка, передай Ивану (мне, значит), что Рада не хочет бежать, сколько я ее ни умоляла, так уж вы не оставьте учительницу, насильно уведите ее с собой…»

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрарӑм пӳне кӗнӗренпе вӑл самай чиперленнӗ, лӑпкӑ шурӑ питне-куҫне курсан, ӑна вӑйпа качча парса мӑшӑрлантарса телейсӗр тунӑ тесе, никам та калас ҫук.

Никто бы не мог заметить по ее спокойному белому лицу, расцветшему и ставшему теперь более женственным, что она несчастна в браке, навязанном ей силой.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗншӗн тесен лешсенче вӑй пуррине пӗлеҫҫӗ, вӑйпа ҫын хӑй тивӗҫне хӳтӗлет, вӑйпа кӗрешӳре те ҫӗнтереҫҫӗ…

Потому что видят в них олицетворение силы, а сила — это и право и свобода…

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑйпа илнӗ ӗнтӗ…

— Забрали силой.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтӗм ял халӑхне пуҫтарӑп та, сана кунта вӑйпа хупса илӗпӗр; пирӗншӗн эс турӑ симӗ пек кирлӗ, ху ав — вилмеллипех каясшӑн.

— Я созову всю деревню, и тебя силком запрут здесь; ты нам нужен, как причастие божие, а собираешься идти на верную смерть!

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандов хӑйне кунта вӑйпа тытса тӑнӑшӑн, йӗркелӗхе ним чухлӗ те уяса тӑманшӑн каллех хирӗҫсе кайрӗ.

Кандов снова принялся выражать протест против насилия над его личностью и нарушения элементарной справедливости.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Анчах ку вӑйпа пусмӑрлани пулать-ҫке, пуҫсӑрланни, саккунсӑр хӑтланни пулать! — тесе кӑшкӑрашрӗ студент.

— Но ведь это насилие, произвол, беззаконие! — кричал студент.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ку йӑла вӑйпа тунӑ майлӑрах пулса тухать, — терӗ Огнянов.

— Этот обычай немного смахивает на насилие, — заметил Огнянов.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирияк Стефчов кофейньӑран паян та яланхи пекех тухса тарчӗ, анчах вӑл хальхинче хӑй тепре килсен тӑшманне ҫӗнӗ вӑйпа тапӑнатӑпах тесе ҫирӗп шут тытрӗ.

И сегодня, в кофейне, Кириак Стефчов бежал с поля боя, как убегал в других случаях, но на сей раз твердо решив вернуться и с новой силой броситься на противника.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсене ман вӗлермеллех пулса тухрӗ, вӗсем ман куҫ умӗнче пӗчӗк хӗрачана вӑйпа тапӑнасшӑн пулчӗҫ…

Я был вынужден их убить, потому что они на моих глазах хотели изнасиловать девочку…

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чернышевский, пурнӑҫӗ малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех вӑл тӑван халӑхшӑн чун-чӗререн тӑрӑшнине, ӑна ирӗке кӑларассишӗн пӗтӗм вӑйпа кӗрешнине кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Кунта вара нервсем, пирӗн ӗҫлӗ ҫынсенни пек, ҫирӗп те, пирӗнни пек, аталаннӑ та — питӗ час туйса илеҫҫӗ; савӑнӑҫа кӗтсе илме сывлӑх тӗлӗшӗнчен маттур, вӑйпа ӗҫлекен ҫынсем ҫеҫ хатӗрленсе ҫитнӗ, уншӑн пӗтӗм чун-чӗререн ҫунса тӑма хатӗрленсе ҫитнӗ; пирӗн, интеллигентсен, ҫак япала ҫук вӑл, ҫав савӑнӑҫа кӗтсе илме хатӗрри ҫак ҫынсенче, интеллигентсенче, мӗнпур ҫепӗҫ сисӗм-туйӑмсемпе пӗтӗҫсе тӑрать; вӗсем нравственность тӗлӗшпе те пирӗн пекех аталанса ҫитнӗ, вӑй тӗлӗшӗнчен те вӗсем ҫирӗп ӗҫлекен ҫынсем пекех вӑйлӑ, паллах ӗнтӗ пирӗн вӗсен савӑнӑҫӗ, киленӗвӗ, вӗсен чун-чӗринчи хӗрӳлӗхӗ пирӗннинчен чӗрӗрех те, вӑйлӑрах та, анлӑрах та, ырӑрах та.

А здесь: нервы и крепки, как у наших рабочих людей, и развиты, впечатлительны, как у нас; приготовленность к веселью, здоровая, сильная жажда его, какой нет у нас, какая дается только могучим здоровьем и физическим трудом, в этих людях соединяется со всею тонкостью ощущений, какая есть в нас; они имеют все наше нравственное развитие вместе с физическим развитием крепких наших рабочих людей: понятно, что их веселье, что их наслаждение, их страсть — все живее и сильнее, шире и сладостнее, чем у нас.

10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗҫре ҫынсем пӗр-пӗринпе хӑйсенчен ҫӳлте тӑракан пысӑк вӑйпа — ӗҫри услама шутласа тӑрассипе ҫыхӑннӑ; киленӳ-йӑпанура вара — организмсем пурин те пӗр пек пулнипе, вӗсем пӗр япаланах ыйтнипе.

В труде и в наслаждении люди влекутся к людям общею могущественною силою, которая выше их личных особенностей, — расчетом выгоды в труде; в наслаждении — одинаковыми потребностями организма.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Рахметов Вера Павловнӑна вӑйпа икӗ черкке ӗҫтерчӗ, хай сигара туртса ячӗ.

Рахметов заставил Веру Павловну выпить две рюмки, а сам закурил сигару.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӑнах та, вӑл вӑйпа хистемен: анчах та эсир унтан хӑтӑлайман та — кирлӗ чухне вӑл хӑйӗн калас шухӑшне икӗ-виҫӗ сӑмахпа та пулин каласа панӑ-панах, эсир вара вӑл мӗн ҫинчен тата мӗнлерех калаҫассине ӑнланнах ӗнтӗ; унтан вӑл: «Калаҫу мӗн ҫинчен пулассине эсир халӗ пӗлетӗр ӗнтӗ; усӑллӑ пулас пек туйӑнать-и сире ҫак калаҫу?» — тесе ыйтнӑ.

И действительно он не навязывал: никак нельзя было спастись от того, чтоб он, когда находил это нужным, не высказал вам своего мнения настолько, чтобы вы могли понять, о чем и в каком смысле он хочет говорить; но он делал это в двух-трех словах и потом спрашивал: «Теперь вы знаете, каково было бы содержание разговора; находите ли вы полезным иметь такой разговор?»

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр тесен, эсир ман сӑмахсене ахалех, ним усӑсӑр итлени паллӑ пулсанах эпӗ калаҫма чарӑнатӑп; ман йӗрки ҫапла: кирлӗ чухне эпӗ яланах, хамӑн шухӑшсене каласа парса, шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп, анчах та нихҫан та вӑйпа хистеместӗп, хӑвӑн ирӗкӳ, мӗнле кирлӗ ҫапла шухӑшла».

Впрочем, как скоро вам покажется бесполезно продолжать слышать мои слова, я остановлюсь; мое правило: предлагать мое мнение всегда, когда я должен, и никогда не навязывать его».

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Рахмет вырӑс хӗрне, урӑхла каласан, Тверьти обер-гофмаршалӑн тата фельдмаршалӑн племяницине вӑйпа качча илнӗ, амӑшне хӗрхеннипе вӗсен пӗчӗк ачине Латыфа ҫӗнӗ ят панӑ — Михаил ят хунӑ.

Маленький сын этого Рахмета от жены русской, племянницы тверского дворского, то есть обер-гофмаршала и фельдмаршала, насильно взятой Рахметом, был пощажен для матери и перекрещен из Латыфа в Михаила.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапла мана вӑйпа ирӗксӗрлемелле.

Да, меня надобно принуждать.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кирсанов ӑна аллинчен тытрӗ те вӑйпа тенӗ пекех ун пӳлӗмне ӑсатса ячӗ.

Кирсанов взял ее за руку и почти силою отвел в ее комнату.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех